Вӗренӳ
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен шкул ачисем дистанци мелӗпе вӗренме пуҫларӗҫ. Анчах хӑшӗ-пӗрин йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ. Пурин те килте ноутбук ҫук-ҫке-ха. Е килте пӗр компьютер анчах, шкулта вара темиҫе ача вӗренет. Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялӗнчи шкулта ачасен дистанци мелӗпе вӗренме пӑтӑрмахсем ҫук. Ҫакна шкул директорӗ ҫирӗплетнӗ. Директор каланӑ тӑрӑх, пур ачан та тӗнче тетелне тухма майсем пур. Ноутбук ҫук тӑк ачасене шкулти техникӑна киле расписка ҫырсан парса яраҫҫӗ. Пуҫлӑх хӑйӗн модемне те шеллемест пама. Чи малтанах шкул 11-мӗш классене ноутбукпа тивӗҫтерет – вӗсен экзамен тытмалла-ҫке-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() https://www.facebook.com/gov.cap.ru/photos/a.342669419461230/1034767926918039/?type=3&theater сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑшӑлвирус чирне палӑртма тата тепӗр лаборатори уҫӑлӗ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн тӑрӑхра COVID-19 вируса виҫӗ ҫӗрте тӗрӗслеҫҫӗ: Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗн лабораторийӗнче, СПИД центрӗнче тата Ӳтпе венерологи чирӗсен центрӗнче. Вӗсем талӑкра 600 ытла анализа тӗрӗслесе ӗлкӗреҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр лабораторире кӑшӑлвирус анализне тӗрӗслеме тытӑнӗҫ. Кун валли Республикӑн клиника пульницин лабораторине усӑ курасшӑн. Унта талӑкра 200 ытла анализ тӗрӗслӗҫ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов малтанхи тапхӑрта пробиркӑсем ҫитменнине пӗлтернӗ. Халӗ пирӗн республикӑна вӗсене 15 пин штук ҫитнӗ, ака уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вунӑкунлӑхӗнче 50 пин илсе килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() old-medicin.cap.ru сӑн ӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсене пулӑшма 458 койка пӑхса хӑварнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене 5 пульницӑра йӗркеленӗ: Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин тата Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин пульницин инфекци уйрӑмӗсенче, Хулари 1-мӗш клиника пульницин 3-мӗш акушер стационарӗнче, Республикӑн вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗнче, Хулари 2-мӗш ача-пӑча клиника пульницинче. Норматива пӑхӑнса пурӗ 609 койка йӗркелемелле. Ҫитменнине Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин тӗп корпусӗнче уҫма палӑртнӑ. Пациентсене йышӑнма вӗсем ака уйӑхӗн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн хатӗр пулӗҫ. Кислородпа койкӑсен 70 процентне тивӗҫтернӗ. Вӗсенчен 30 процентне — ӳпкене искусствӑлла мелпе сывлаттармалли аппаратсемпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() f-m.store/volga сайтри сӑн Мари Элте пӗр ҫамрӑка шыранӑ. Ӑна вара Чӑваш Енре тупнӑ. Ҫак каччӑ хӑй ӑсталанӑ кимӗпе Атӑл урлӑ Сӗнтӗрвӑрри районне ишсе ҫитнӗ. Вӑл – 15 ҫулта. Ӑна ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи кану бази территорийӗнче хуралҫӑ асӑрханӑ. Арҫын ача каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл хӑй ӑсталанӑ кимӗпе ишеве тухнӑ, анчах ҫаврӑнса ӳкнӗ. Хуралҫӑ арҫын ача пирки полицие пӗлтернӗ. Халӗ ҫав ачан сывлӑхӗ чиперех. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ патне тавӑрнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ҫамрӑк тӗлӗшпе преступлени туман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх пуканӗ театрӗ 75 ҫул тултарнӑ май Интсаграмра ӗнер 19 сехетре тӳрӗ эфир йӗркеленӗ. Ӑна ӳнер учрежденийӗн пуҫлӑхӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елизавета Абрамова тата театрӑн илемлӗх ертӳҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов ертсе пынӑ. Пӗр сехете яхӑн пынӑ эфир вӑхӑтӗнче театрӑн историйӗпе, унӑн сумлӑ ҫыннисемпе паллаштарнӑ. Театр 1945 ҫулта Сергей Мерзляков пьеси тӑрӑх «Три подружки» спектакле лартнӑ. Шӑпах Сергей Мерзляков пуҫарса янӑ та ку учреждение. Вӑлах театрӑн пӗрремӗш директорӗ тата режиссерӗ пулнӑ. Юбилей тӗлне театрта «Чувашскому театру кукол - 75!» (чӑв. Чӑваш пукане театрӗ — 75 ҫулта) онлайн-фестиваль йӗркеленӗ. Ҫавна май вӑл видеосюжетсем тата онлайн-трансляцисем ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар районӗнчи Мӑналти культура ҫурчӗн никӗсне хатӗрлеҫҫӗ 2020 ҫулта Чӑваш Енри тӑватӑ ялта культура ҫурчӗ уҫӗҫ. Вӗсене Шупашкар районӗнчи Мӑналта, Канаш районӗнчи Хучелте, Вӑрнар районӗнчи Пӑртасра, Комсомольски районӗнчи Тукайра тума палӑртнӑ. Мӑнал ялӗнче ӗҫсене пуҫӑннӑ та ӗнтӗ. Унта строительсем клуб никӗсӗ валли вырӑн хатӗрлеҫҫӗ. Клуб 150 ҫынлӑх пулӗ. Кунсӑр пуҫне кӑҫал Елчӗк районӗнчи культура ҫуртне юсаса ҫӗнетме йышӑннӑ. Унта та ӗҫе кӳлӗннӗ. Маларах асӑннӑ тӗллевпе федераци, республика тата вырӑнти хыснасенчен 101,9 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. 2019 ҫулта Канаш, Етӗрне, Комсомольски, Патӑрьел, Куславкка районӗсенче культура ҫурчӗсем уҫнӑ. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе пӗлтӗр те «Культура» наци программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ тӗсӗ ерсен ҫыннӑн ӳпке шыҫҫи аталанма пултарать. Ҫавна пулах ҫын вилет. Ӳпке шыҫҫипе унччен те ҫынсем пурнӑҫран уйрӑлнӑ – ку паллӑ ӗнтӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулта, кӑҫал, пӗрремӗш кварталта вируслӑ пневмонирен 19 ҫын вилнӗ. Пӗлтӗр вара ку чире пула 83 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 2019 ҫулта 6216 ҫыннӑн ӳпке шыҫҫи пулнине палӑртнӑ. 2227-шӗн ку чир пӗлтӗрхи пӗрремӗш кварталта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫын вилнӗ. 79 ҫулти хӗрарӑма Covid-19 ернине ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче палӑртнӑ. Ҫав кунах ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин инфекци уйрӑмне вырттарнӑ. Хӗрарӑмӑн ытти чир-чӗр те пулнӑ. 79-ти кинемей чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ. Официаллӑ ҫӑлкуҫсем ӗнентерӗ тӑрӑх, хӗрарӑм сывлӑхӗшӗн тухтӑрсем хытах тӑрӑшнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӗрарӑмӑн ҫемйипе тата ҫывӑх ҫыннисемпе хурланнине пӗлтернӗ. Ҫынсене вӑл килте ларма тепӗр хутчен чӗнсе каланӑ. «Ҫывӑхри лавккана кайнипех чир лекмӗ тесе ан шухӑшлӑр. Кирлӗ япалана нимеҫӗсем киле пырсах парӗҫ. Чӗнӗр ҫеҫ», — тесе ӳкӗтленӗн каланӑ Олег Николаев. Аслӑ ӑрурисем хӑрушсӑрлӑх ушкӑнӗнче пулнине аса илтернӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Кугеси / Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ / Халӑх канашӗ) пабликра сутуҫӑсем маскӑсӑр ӗҫлеҫҫӗ тесе ҫыракан тупӑннӑ. «Хӑш-пӗр лавккара сутуҫӑсем маскӑсӑр ӗҫлеҫҫӗ. Тавар туянма та маскӑсӑр кӗреҫҫӗ. Тӗрӗслекен органсем ӑҫта??? Хӑрушсӑрлӑх пирки нумай ҫыраҫҫӗ.КАМӐН ҪАВНА ТӖРӖСЛЕМЕЛЛЕ???» — пӑлханса ҫырнӑ Лилия Егорова ятлӑ ҫын. Поста тӗрлӗрен хаклани сисӗнет. Канӑҫсӑрланакансен посчӗсене вырнаҫтармалла мар, пӑлханнипе йӑлӑхтарчӗҫ текенсем те тупӑннӑ. Апла пулин те Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Хорасев пост авторне тав тунӑ. Потребитель рынокӗнчи лару-тӑру пирки мӗнле номерсемпе шӑнкӑравламаллине каланӑ. Район администрацийӗн экономика пайӗн специалисчӗсем рейда ҫӳренине ӗнентернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта спорт комплексне ӗҫлеме чарнӑ. Унти «Солнечный» комплекс республикӑра санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ япӑхнине пӑхмасӑрах ӗҫленӗ. Аса илтерер: кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара чылай предприяти-организацие хупрӗҫ. Вӗсенче халӑх йышлӑ пухӑннӑран чир сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти спорткомплекса тӗрӗслевҫӗсем ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пырса кӗнӗ. Унта спорт вӑййи иртнӗ. Пурӗ 10 ҫын ытла пухӑннӑ. Саккуна административлӑ майпа пӑсни ҫинчен протокол ҫырнӑ, ӑна суда ярса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти спорт комплексне суд ӗҫлеме чарнӑ. Яланлӑха мар. 22 кунлӑха. Эпидемиологи тӑрӑмӗ япӑхнӑ вӑхӑтлӑха. Спорткомплекса суд приставӗсем пырса кӗнӗ, алӑксене хупса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |