Шупашкарта Атӑл хӗрринче "Вутӑшпи" пур. Ӑна Андрей Молоков скульптор пӑртан ӑсталанӑ.
"Вутӑшпи" хӗллехи ишевӗн "АкваАйСпорт" федераци ҫурчӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Сӑмах май, Андрей Молоков пӑрпа кӑна мар, улӑмпа та, хӑйӑрпа та, утӑпа та ӗҫлет. Кӑҫал вӑл фестивальсенче пӑртан скульптура ӑсталаса икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Палӑртмалла: пултараллӑ скульптор И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ.
Шупашкар хулинче тата тепӗр скульптура вырнаҫтарнӑ. «МедвЕжонок» кӳлепе — Скворцов лапамӗнче. Чуччу ҫинче Юрий Норштейнӑн совет саманинчи мультфильмӗнчи сӑнарсем — чӗрӗп тата упа ҫури.
Композицие хатӗрлеме Мари Элти «Неолитпласт» компани сӗннӗ. Асӑннӑ компани маларах Шупашкара Пӗчӗк принц парнеленӗ, ӑна Арбатра вырнаҫтарнӑ.
Ҫӗнӗ проект авторӗсен шухӑшӗпе, Скворцов лапамӗнчи скульптура ҫын ҫул ҫӳреме, тӗнче курса ҫӳреме ӑнтӑлнине, ҫапах та вӑл тӑван тӑрӑха таврӑнма кӑмӑл тунине палӑртмалла. Пӗчӗк принцӑн та, хальхи арт-объектӑн та скульпторӗ – пӗр ҫынах, вӑл — Дмитрий Соколов.
Елчӗкре улӑмран хатӗрленӗ хӗрпе лаша скульптури тупӑннӑ. Вӗсене культурӑпа кану паркне вырнаҫтарнӑ.
Хӗр наци костюмне тӑхӑннӑ. Вӑл лашапа юнашар тӑрать, аллинче тулӑ пучахӗсене тытнӑ. Пӗтӗм композицие улӑмран тунӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Елчӗкри канупа культурӑпа кану паркӗнче унччен лав тытнӑ хресчен скульптурине лартнӑ. Кунсӑр пуҫне унта арман, ытти арт-объект пур.
Шупашкарти аэропорт умне Андриян Николаев космонавтӑн скульптурине лартасшӑн. Ҫавӑн пекех хула администрацийӗпе килӗшӳ туса аэропорт ҫине асӑну хӑми ҫакасшӑн. Ку ыйтусене архитектура тата хула строительствин управленийӗ ҫумӗнчи комисси пӑхса тухӗ.
ЧР Транспорт министерстви тата «Авиатор» ассоциаци» общество организацийӗ аэропорт ҫине космонавта халалласа асӑну хӑми ҫакас сӗнӳпе тухнӑ. Вӗсем ку тӗллевпе хула хыснинчен укҫа уйӑрма ыйтнӑ.
Кунсӑр пуҫне аэропорт ҫине пысӑк саспаллисемпе «имени А.Г.Николаева» (чӑв. «А.Г.Николаев ячӗллӗ») тесе ҫырасшӑн. Аса илтерер: пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин Шупашкарти аэропорта Андриян Николаев ятне парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Ҫак ята «Великие имена России» сайтра ирттернӗ сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн суйланӑ. Андриян Николаевшӑн респондентсен 62 проценчӗ сасӑланӑ.
Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче, Трактор тӑвакансен проспектӗнче, ҫӗнӗ скульптурӑсем вырӑн тупнӑ. 77-мӗш ҫурт патӗнчи картишре, мини-скверта, архитектура ансамблӗ пур: шӑпар тытнӑ хӗрарӑм тата сантехник. Унччен ҫак вырӑнта урам шӑлакана халалланӑ палӑк ларнӑ.
Ку скульптурӑсем пирки «Про Город» хаҫата Владимир пӗлтернӗ. «Пӗр скульптура вырӑнӗнче икӗ ҫӗнни вырӑн тупни савӑнтарать. Эпӗ вӗсене шӑматкун асӑрхарӑм, ахӑртнех, палӑксене эрнекун лартнӑ. Вӗсем Шупашкарта пурӑнакан ҫынсене тата хӑнасене килӗшеҫҫех пуль тетӗп», - тенӗ Владимир.
Шупашкарта Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрӗ умӗнче ҫӗнӗ скульптура вырӑн тупнӑ. Ӑна Раҫҫейпе Китай туслӑхне халалланӑ.
Скульптурӑна Китайри паллӑ скульптор Лю Янг хатӗрленӗ. Вӑл 5 метр ҫӳллӗш. Ӑна Шупашкарта монумент тата парк скульптурисен пӗтӗм тӗнчери симпозиумӗнче тума йышӑннӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пулнӑ. Унта Китайри, Чилири, Азербайджанри, Чехири, Колумбири, Раҫҫейри регионсенчи скульпторсем хутшӑннӑ.
Малтанах ӗҫе «Туссем тӗл пулни» ят пама тӗллевленнӗ. Анчах автор «Раҫҫей тата Китай – пӗртӑвансем ӗмӗрлӗх» ят лайӑхрах тесе йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта «Лашана шыва кӗртни» ятлӑ скульптура вырӑн тупма пултарать. Ҫак кунсенче хулари ӳнер канашӗн пайташӗсем Петр Пупин скульпторӑн проектне пӑхса тухнӑ. Скульптор ӑна «Спутник» микрорайонта вырнаҫтарма сӗнет.
Лаша ҫывӑхӗнче – виҫӗ ача. Ларӑва хутшӑннӑ ҫынсем вӗсенчен пӗринче Андриян Николаев космонавтӑн ача чухнехи сӑнне палӑртнӑ. «Грани» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавна май скульптурӑна тата ятне улӑштарма та пултарӗҫ.
Петр Пупинӑн ҫак ӗҫӗ Кузьма Петров-Водкинӑн «Хӗрлӗ лашана шыва кӗртни» картинипе пӗр пекрех. Вӑл Третьковка галерейинче упранать. Пупинӑн ӗҫӗнче вара виҫӗ ҫаппа-ҫарамас ача лашана ҫӑваҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |