Вӗренӳ
![]() Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине университет статусне пама пултарасси пирки эпир унччен систернӗччӗ-ха. Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов аслӑ шкулӑн ректорӗпе Андрей Макушевпа тӗл пулнӑччӗ. Сергей Артамонов ун чухне Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗпе Дмитрий Патрушевпа курнӑҫнине, ял хуҫалӑх академине университет статусне парас ыйтӑва хускатнине пӗлтернӗччӗ. Ӗнер Сергей Артамонов ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗпе Андрей Макушевпа черетлӗ хутчен курнӑҫнӑ. Андрей Макушев ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Максим Увайдов аслӑ шкула университет статусне парасси ҫинчен хушу алӑ пуснине пӗлтернӗ. Ҫапла вара академи Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() 2020 ҫулта Чӑваш Енре 3 метан автогаз заправки станцийӗ тума палӑртаҫҫӗ. Станцисенчен пӗрне «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче Куславкка районӗнче тӑвасшӑн, теприне – «Вятка» автоҫул ҫинче Шупашкар районӗнче, 3-мӗшне – Шупашкарта. Чӑваш Ен Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2021 ҫулта тата тепӗр икӗ заправка станцийӗ уҫасшӑн. Газлӑ мотор топливин пасарне аталантарас тӗллевлӗ патшалӑх программине пурнӑҫласа ҫутҫанталӑк газӗллӗ заправка инфраструктурине сарма кӑҫал республика хыснинчен 120 миллион тенкӗ, ҫав шутра федераци хыснинчен 112,8 миллион тенкӗ уйӑрмалла; 2021 ҫулта – 63,8 миллион тенкӗ, ҫав шутра федераци хыснинчен – 60 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Тутарстан Республики 100 ҫул тултарнине халалласа «Тутарстанӑн чи лайӑх 100 бренчӗ» интернет-конкурс ирттернӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӑмӑрту вӗҫленнӗ, ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсем паллӑ. «Ҫӗнтерӳҫӗсен хушшинче чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ предприятисем те пур», – тесе ҫырнӑ «Сувар» хаҫатӑн тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи страницинче. «Тӗслӗхрен, Ҫӗпрел районӗнчи «Тӑван ен» хаҫат, Алексеевски районӗнчи Пӳлерти музей-заповедник, Элкел районӗнчи «Хузангаевский» ял хуҫалӑх производствин кооперативӗ», – пӗлтернӗ «Сувар». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗмӗрлере пӗр ҫын ӳпке шыҫҫине пула вилнӗ. Ҫав хыпара пӗлсен унӑн кӑшӑлвирус пулнӑ текен сас-хура хӑвӑрт сарӑлнӑ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Чувашия без паники» (чӑв. Шикленмен Чӑваш Ен) ушкӑнра та сӳтсе явма тытӑннӑ. Вирусран хытах хӑракансем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӳпке шыҫҫи кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ. Шикленсе ӳкнисене Ҫӗмӗрлери пульницӑн тӗп тухтӑрӗ халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче лӑплантарнӑ, вилнӗ ҫыннӑн кӑшӑлвирус пулманнине ҫирӗплетнӗ. «Шел пулин те, ҫынсем тӗнчере кунсерен пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Сӑлтавӗ тӗрлӗрен», – тесе ҫырнӑ Ҫӗмӗрлери территорисем хушшинчи медицина центрӗн тӗп врачӗ Сергей Демьянов. Вӑл тухтӑрсене ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварассишӗн тӑрӑшнӑшӑн тав тунӑ, вилнӗ ҫыннӑн ҫывӑх ҫыннисемпе хурланнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() aliexpress.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче Чӑваш Ен тӗп хулинче каклишкепе ҫӳрекен арҫынна тапӑннӑ. 58 ҫулти арҫын ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 16 сехет тӗлӗнче Хусанкай урамӗнчи хӑй пурӑнакан ҫурт подъездне кӗнӗ. Ун патне иккӗн пырса туртмалли ыйтнӑ, Унтан документсене туртса илнӗ. Шар кураканнине пӗри тытса тӑнӑ, тепри ҫулланнӑ ҫын кӗсйисенчен паспорт, пенси удостоверенине, ҫавӑн пекех банк карттине тата 3 пин тенкӗ кӑларса илнӗ. Шар курни килте пӑтӑрмах пирки 35 ҫулти ывӑлне пӗлтернӗ. Лешӗ ҫывӑхри уҫланкӑра кӳрентерекенсенчен пӗрне асӑрхать. Вӑл паспортпа пенси удостоверенине ҫунтарма хӑтланнӑ. Ҫамрӑк арҫын документсене туртса илнӗ. «Шар курни 2 кунран право сыхлавҫисенчен пулӑшу ыйтасах тенӗ», – хыпарлаҫҫӗ Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче. Сусӑра Шупашкарта пурӑнакан, унччен вӑрӑ тунӑшӑн тата ҫарантнӑшӑн судпа унччен айӑпланнӑ 36 ҫулти ҫын, ҫавӑн пекех вӑрлӑнӑшӑн тата алимент тӳлеменшӗн саккунпа унччен пӑтӑрмаха лекнӗ Канаш районӗнче пурӑнакан 35 ҫулти ҫын кӳрентернӗ. Палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем подъездри хваттерсенчен пӗринче эрех ӗҫнӗ. Сусӑра курсан вӗсем ҫаратса кӗсьене пуянлатма йышӑннӑ. |
Вӗренӳ
![]() vse42.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче вӗренекен студентсене общежитире пурӑннӑшӑн укҫа тӳлеттермӗҫ. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе, лару-тӑру ҫивӗчленнипе ҫыхӑннӑ. Анчах ку ҫӑмӑллӑхпа виҫӗ аслӑ шкул студенчӗсем ҫеҫ усӑ кураяҫҫӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ тата Ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗсем студентсене общежитишӗн вӑхӑтлӑха тӳлеттермелле мар тесе йышӑннӑ. «Пирӗн килте ларакан ҫынсем пирки манмалла мар, ҫав шутра – вӗренӳ учрежденийӗсенчи общежитире пурӑнакан студентсем пирки те», - Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Андрей Александров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарта нимеҫӗсем троллейбуспа тӳлевсӗрех ҫӳрӗҫ. Кунашкал ҫӑмӑллӑх вӗсен пандеми пӗтиччен пулӗ. Шупашкарта нимеҫӗсене 20 ытла центрӗ ӗҫлет. 50-а яхӑн нимеҫӗ пандеми вӑхӑтӗнче ваттисене пулӑшать. Вӗсем 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем патне апат-ҫимӗҫ илсе килеҫҫӗ. Аса илтерер: 60-тан аслӑраххисем халӗ килте лараҫҫӗ, вӗсен урама тухма юрамасть. Нимеҫӗсен центрӗсенче тӑрӑшакансем пандеми пӗтиччен троллейбуспа тӳлевсӗрех ҫӳрӗҫ. Кондукторсем вӗсене бейджик пулӑшнипе пӗлӗҫ. Унта вӗсен ятне-шывне, штаб номерне ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Патӑрьел районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм аслӑк ҫинчен ӳкнӗ. Медицина катастрофисен тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн республикӑри центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм кил-тӗрӗшри ӗҫпе аппаланнӑ май аслӑк ҫине улӑхнӑ. Унтан вӑл персе аннӑ. Ҫав кун васкавлӑ пулӑшу ыйтса шӑнкӑравланисенчен 11 проценчӗ суранланнипе сӑлтавланнӑ. Республикӑн тӗрлӗ районӗнче пурӑнакан виҫӗ ҫынна йытӑ ҫыртнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта виҫӗ ҫулти ача тетте ҫӑтнӑ. Шупашкарта пӗр арҫын аяк пӗрчине тӑватӑ кун каяллах хуҫнӑ. Вӑл гараж шӑтӑкне ӳкнӗ. Малтанах аптӑраман-ха. Кайран, тӑваттӑмӗш кунхине, хытах нушаланма тытӑннӑ. Вара васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ватӑ арҫын ҫурӑм ҫине иртнӗ эрнерех ӳкнӗ. Ҫурӑм шӑммин сыпӑкне хуҫнӑскер ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухтӑрсене чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков дистанци мелӗпе вӗреннӗ вӑхӑтра 5 пин ачана сухпаек пама хушнӑ. Ку – хула шутӗнчен. Пуҫлӑх палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал пулӑшу сахал тупӑшлӑ ҫемьесене халӗ питӗ кирлӗ. Ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракан шкул ачисене вӗреннӗ чухне те хула шутӗнчен апат ҫитернӗ, хальхи йывӑр лару-тӑрура та вӗсене пулӑшаҫҫӗ. Валеҫсе памалли апат-ҫимӗҫе шкулсене ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӳрсе килме тытӑннӑ. Сухпаек йышне макарон, тип ҫу, сахӑр, рис, чей, сӗткен, канфет, печени кӗнӗ. Кама мӗн лекесси категорирен килет. Ачасене кунашкал апат-ҫимӗҫе хальлӗхе кашни эрнере парса тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нефедовсен сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑрта пурӑнакан, шкулта алгебрӑпа геометрие вӗрентекен Надежда Нефедовӑн ҫемйи шар курнӑ. Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле вӗсен килӗнче пушар тухнӑ. Ҫулӑм ҫуртне тӗп тунӑ, никӗс ҫеҫ юлнӑ. Ҫемьери ҫынсем ҫири кӗпе вӗҫҫӗн урама чупса тухнӑ. Вӗсем ун чухне ҫывӑрнӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра вӑранса кайнӑ – ҫулӑм пӳртӗн пӗр пайне ярса илнӗ ӗнтӗ. Ҫемьере – тӑватӑ ҫын, вӗсем халӗ хваттер тара тытнӑ, кил-тӗрӗшре усӑ курмалли хатӗрсем пачах ҫук. Ҫынсем май килнӗ таран пулӑшаҫҫӗ. Нефедовсене халь нихӑҫанхинчен ытла пулӑшу кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |