Республикӑра
![]() Кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра пирӗн республикӑра 2 242 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӑшӑрланакансен шучӗ Шупашкарта уйрӑмах йышлӑ пулнӑ. Унта апла кӑмӑл тунисем – пурӗ 1 116. Ҫӗнӗ Шупашкарта 253 мӑшӑр пӗрлешме шухӑшланӑ. Шупашкар районӗнче 187 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ, Патӑрьел районӗнче – 59 мӑшӑр, Ҫӗрпӳ районӗнче – 53 мӑшӑр. Уйрӑлакансен йышӗ кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 17,1 процент сахалланнӑ, мӑшӑрланакансен – 25 процент. Кӑшӑлвирус алхаснӑ вӑхӑтра ҫынсене мӑшӑрланса уйрӑлма та чарчӗҫ. Вӗсене ку утӑма тума утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ирӗк пачӗҫ. Ашшӗ пулнине ӗнентерекен документа ЗАГС органӗсенче пурӗ 805 хутчен ҫыртарнӑ, вилни ҫинчен – 10310, ята ымшатарни ҫинчен – 187. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "На связи" сайтри сӑн Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑранпа 80 ҫул ҫитет. Ҫавна май Чӑваш Енре медаль ҫирӗплетесшӗн. Вӑл патшалӑх наградисен йышне кӗмӗ, хавхалантармалли ҫеҫ пулӗ. Хушу проектне Чӑваш Енри нормативлӑ актсен порталӗнче пичетленӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн астӑвӑм медалӗн эскизне хатӗрлес енӗпе конкурс ирттермелле. Медале хатӗрлеме хыснаран хушма укҫа уйӑрма тивӗ. Палӑртса хӑварар: ҫитес ҫул пирӗн республикӑра Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫӗрте хастарлӑх кӑтартнӑ ҫынсене халаллӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Енри тӳре-шара хӑйсен ведомствине пӑхӑнакан организацисене, районсемпе хуласене ҫине тӑрсах тухса ҫӳрерӗҫ. Республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви те ҫак ӗҫрен пӑрӑнман. Вырӑна тухса ҫӳренӗ май вырӑнтисем тӗрлӗ кӑлтӑк, татса памалли ыйтусем пирки час-часах сӑмах хускатнӑ. Ҫавсене тишкерме ӗнер Стройминра канашлӑва пуҫтарӑннӑ. Шупашкар районӗнче, тӗслӗхрен, ӑшӑпа тивӗҫтерес тытӑма тӗпрен юсаса ҫӗнетмелле. Унти тӳре-шара болкпа модульлӗ котельнӑйсем тӑвас ӗмӗтлине ӗнтернӗ-ха. Александр Героев министр ҫак енӗпе «Чӑвашгаз» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн те хастар пулмаллине палӑртса хӑварнӑ. Унӑн проект тӑвас ӗҫе хутшӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() samddn.ru сӑнӳкерчӗкӗ Наци политикине аталантарас, нацисем тата тӗрлӗ конфесси хушшинчи хутшӑнӑва тухӑҫлӑн аталантарас тӗллевпе Чӑваш Енре ҫӗнӗ канаш йӗркеленӗ. Нацисем тата конфессисем хушшинчи хутшӑнусемпе ӗҫлекен республикӑри канаш йӗркелесси ҫинчен калакан йышӑнӑва республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута яланхиллех влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ. Нацисем тата конфессисем хушшинчи хутшӑнусемпе ӗҫлекен канашсене районсемпе хуласенче те йӗркелеме сӗннӗ. Вӗсем епле ӗҫлессишӗн районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхсен яваплӑ пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Патӑрьел урамӗ тӑрӑх таса мар шыв юхать, ачасене урама кӑларма май ҫук тесе ҫырнӑччӗ тӗнче теиелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне. Республика ертӳҫи яваплисем лару-тӑру йӗркеллех тесе хӑйне хуравланине пӗлтернӗччӗ. Ҫапах та Патӑрьелте тӗрӗслев ирттернех. Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин специалисчӗсем вырӑна ҫитсе пӑхнӑ. Яковлев урамӗнче вырнаҫнӑ канализаци ҫӑлкуҫӗнчен таса мар шыв, чӑн та, юхса тӑрать иккен. Унта малтанхи кун насус шӑтса кайнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗн иккӗмӗш ҫурринче насуса ылмаштарнӑ, канализаци тытӑмне йӗркеллӗ ӗҫлеттерсе янӑ. Канализаци йӗркеллӗ ӗҫлемен тӗслӗхсем унччен те пулкаланине шута илсе вырӑнтисене хушма мерӑсем йышӑнма каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ юсанмалли 9-мӗш колонире хура аист скульптурине юсаса ҫӗнетнӗ. Кун пирки Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби ҫак йӗркесен авторне пӗлтерчӗ. Хура аист учрежденин элемӗ тесе хыпарларӗҫ. Унтах фонтан ӗҫлеттерсе янӑ. «Вӑл хитре кӑна та мар, усӑллӑ та. Фонтантан сирпӗнекен шыв сасси чуна лӑплантарать», — тесе шухӑшлаҫҫӗ учрежденире тӑрӑшакансем. Конструкцие юсаса ҫӗнетме колонире айӑплава ирттерекенсем хутшӑннӑ. Тӑрӑшса вӑй хунӑшӑн вӗсене колони ӗҫченӗсем тав тунӑ. Сӑмах май, колонире декоративлӑ прикладной пултарулӑхӗн кружокӗ ӗҫлет. Айӑплава ирттерекенсем унта ҫӳреҫҫӗ, илемлӗ тӗрлӗ япала ӑсталаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнче 17 ҫулхи каччӑ наркотикпе ҫакланнӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 228-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе, ҫавӑн пекех 30-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Халӗ ӗҫсене суда ярса та панӑ ӗнтӗ. Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каччӑ Шупашкар районӗнчи вӑрманти вӑрттӑн вырӑна кайнӑ. Унтан вӑл 9,7 грамм ытла психотроплӑ япала илме ӗмӗтленнӗ. Ку вӑл, сӑмах май каласан, пысӑк виҫеллӗ наркотик шутланать. Анчах илсе ӗлкӗреймен — йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Ҫул ҫитменнисене преступлени тума явӑҫтарнӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 150-мӗш статйипе явап тытарма пулать-ха. Уншӑн 8 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Элӗк районӗнче типӗ курӑк ҫунтарни чутах инкекпе вӗҫленмен. Ҫулӑма 1 гектар ҫинчи улӑма тӗп тунӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Тури Татмӑш ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑка чӗртсе янӑ. Анчах асӑрханулӑх техникине пӑхӑнманран ҫулӑм сарӑлнӑ, улӑма тӗп тунӑ. Ҫав кунах Куславккара, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Муркаш, Улатӑр, Шупашкар районӗсенче ҫӳп-ҫап ҫуннӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1040 пушар тухнӑ. Инкексенче 32 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 47 ҫын суранланнӑ. 49 ҫынна ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() ЧР Спорт министерствин сайтӗнчи сӑн Шупашкарта пурӑнакан спортсмен Сергей Скрипкин арҫынсен хушшинче парӑс спорчӗ енӗпе иртнӗ Раҫҫей Кубокӗнчен пӑхӑр медальпе таврӑннӑ. «Кайтбординг курс-рейс» ӑмӑрту Тольяттире ҫурла уйӑхӗн 5-10-мӗшӗсенче иртнӗ. Ҫак вӑхӑтра 14 гонка пулнӑ, ҫил хӑвӑртлӑхӗ те улшӑнсах тӑнӑ. Пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене Пензӑри икӗ спортсмен йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑн вара – пирӗн ентешӗн, спорт мастерӗн кандидачӗн Сергей Скрипкинӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Патшалӑх Канашӗн пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Раҫсей Феедерацийӗн коммунистсен партийӗн фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев сӑмах каланӑ. Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртекен суйлавра Евсеев республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевшӑн сасӑлассине пӗлтернӗ. Аса илтерер: суйлава коммунистсен партийӗн пайташӗ Александр Андреев та (унӑн кандидатурине парти ырланӑ) хутшӑнать. Анчах Евсеева коммунистсен партийӗн республикӑри ертӳҫисем килӗшмеҫҫӗ-мӗн. Ҫавӑнпа вӑл Олег Николаевшӑн сасӑлама палӑртать. Дмитрий Евсеев Олег Николаевпа республика парламентӗнче килӗштерсе ӗҫленине аса илнӗ. Николаевӑн мӗнпур шухӑшне ырлаймасан та вӑл тепӗр ҫынна итлеме пӗлнине, конструктивлӑ йышӑнусем тума пултарнине Евсеев ырланине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |