Культура
![]() cdi24.ru сӑнӳкерчӗкӗ Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ паянтан пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗччен туристсен ыйтӑвӗсене уҫӑмлатӗ. Ун валли ведомство «хӗрӳ лини» номерӗсене уҫнӑ. Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗнче телефон номерӗсем ҫапларах: 58-51-66, 58-25-95; Гигиена тата эпидемиологи центрӗнче — 56-46-66, 56-29-01, 56-29-00. Ирхи 9 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен, 13 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен шӑнкӑравламалла. Унсӑр пуҫне территорири уйрӑмсен номерӗсемпе ҫыхӑнма май пур: Патӑрьел районӗнчин номерӗ — (83532) 5-03-45; Канашрин — (83533) 2-24-49; Ҫӗрпӳрин — (83545) 2-13-30; Ҫӗмӗрлерин — (83536) 2-29-15; Ҫӗнӗ Шупашкартин — (8352) 78-44-19. Пӗрлехи консультаци центрне 8-800-555-49-43 номерпе тӳлевсӗр шӑнкӑравлама юрать. Унти вырӑсла, акӑлчанла тата китайла хуравлама хатӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Раҫҫейре
![]() Питӗр хулинчен Владивосток хулине чупса ҫитме палӑртакан чӑваш каччине, Максим Егорова, аякри чӑвашсем ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илеҫҫӗ. Иркутск тӑрӑхӗнчи Тайшет районӗнчи тӗлпулу ҫинчен Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ. Элӗк районӗнчи Татмӑшра ҫуралнӑ, Питӗрте аэродромсемпе вертодромсене ҫутӑпа тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен организацире инженерта тӑрӑшакан каччӑ ҫула кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче тухнӑ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне вӑл Владивостока чупса ҫитме ӗмӗтленнӗ. Кӑшӑлвирус инфекцийӗпе ҫыхӑннӑ чару мерисем Максима та кӑштах чӑрмав кӳнӗ. Апла пулин те каччӑ парӑнмасть. 5 пин ытла километр хыҫа хӑварнӑскер кунне 30 километртан пуҫласа 80 километр таран ҫӗнет. Ҫулта-йӗрте курни-илтнине дневникра ҫырса пырать. Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланнӑ чӑвашсемпе тӗл пулса калаҫать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() Ҫӳлти сӑнӳкерчӗкре — Сергей Карякин (сылтӑмри) Александр Беловпашахматла вылянӑ самант 12 ҫулта гроссмейстер ятне тивӗҫнӗ Сергей Карякин чӑвашла вӗренме пулнӑ. Иртнӗ эрнере Шупашкарта, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, Сергей Карякинӑн шахмат шкулӗн филиалӗ уҫӑлнӑ. Унта шахматист хӑй те килсе ҫитнӗ. Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, шахмат ӑстине Владимир Сергиевскин чӑвашла кӗнекине парнеленӗ. Вӑл — чӑвашла. Анчах шахмат чӗлхине куҫарусӑр та ӑнланма пулать. Карякин чӑвашла вӗренме сӑлтав пур тесе каланӑ. Сӑмах май каласан, Сергей Карякин 1990 ҫулта Симферополь хулинче ҫуралнӑ. Шахмат енӗпе тӗнче вице-чемпионӗ. 12 ҫултах вӑл гроссмейстер пулса тӑнӑ. Унӑн ятне Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине ҫырса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Тӗп хулари 19-мӗш шкулта ӑҫ пухакан Сергей Михайлова Шупашкар хула администрацийӗнче паттӑрлӑхӗшӗн чысланӑ. Каччӑ ҫынна йывӑрлӑхра пулӑшнӑ, вилӗмрен ҫӑлнӑ. Кӑҫал сулла Етӗрне районӗнчи Талуй ялӗнчи пӗвере хӗрача резина ҫавракапа ишнӗ. Унччен те пулман – вӑл ҫаврӑнса ӳкнӗ, шыва путнӑ. 9-мӗш класа куҫнӑ Сергей ҫухалса кайман – хӗрачана пулӑшма васканӑ. Арҫын ача хӗрачана ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ та пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Ҫак кунсенче Сергей Михайлова Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата хула пуҫлӑхӗн Евгений Кадышев тав ҫырӑвӗпе чысланӑ, парнесем панӑ. Тӳре-шара ашшӗ-амӑшне ҫакӑн пек маттур ача ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Трактор ҫуннӑ![]() Иртнӗ канмалли кун тӗлӗнче пирӗн республикӑра виҫӗ машина тата пӗр трактор ҫуннӑ. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Малиновка ялӗнче ирхи 6 сехетре «МТЗ-82.1» урапаллӑ трактор хыпса илнӗ. Вӑл уйрӑм ҫыннҫалӑх предприятийӗн пулнӑ. Ҫулӑм урапана тата кабинӑна сиенлетнӗ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Ҫав кунах 11 сехетре Улатӑрта «Geely-Emgrand EC7» ҫӑмӑл машина ҫунма тытӑннӑ. Вӑл гаражра ларнӑ. Транспорт юсавсӑр пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Гаражри пурлӑх та сиенленнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Роза Люксембург урамӗнчи ача пахчин территорийӗнче «LADA-Granta» хыпса илнӗ. Вӑл ача пахчинче ӗҫлекен ҫыннӑн пулнӑ. Ӗнер 10 сехет тӗлӗнче Кӳкеҫри автосервисра «Mitsubishi-Lancer» ҫунма тытӑннӑ. Машинӑна юсама илсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ тунӑ сӑн Ӗнер Шупашкарта Константин Иванов урамӗнчи пӗр ҫуртра пушар алхаснӑ. Шел те, инкекре ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, К.Иванов урамӗнчи 98-мӗш ҫуртра пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Ирхине, 4 сехет те 30 минутра, пушарнӑйсен пульчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ. Хваттерти пушара 5 сехет те 16 минутра сӳнтернӗ. Ку ӗҫе 15 ҫын, 5 техника хутшӑннӑ. Пушарта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хваттерти сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ, шалти отделка сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗнӗ спектакль хатӗрлесе ҫитернӗ. Премьерӑпа ӗҫлеме театрта унчченех тытӑннӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ вӑхӑтра, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗ хыҫҫӑн, культура учрежденийӗн ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркелеме тивнӗ. Ҫапла вара Николай Сидоровӑн «Ҫӗн мӑшӑрӑн ҫӗр кӗске» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ камите куракан патне ҫитересси вӑраха тӑсӑлнӑ. Ҫӗнӗ спекталкьпе артистсем пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче сцена ҫине тухма ӗмӗтленнӗ-ха. Анчах шухӑшланӑ пек пулайман. Ҫӗнӗ ӗҫе Дмитрий Петров режиссер лартнӑ. Спектакльте театрти мӗнпур артист вылять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар сити-менеджерӗсем иртнӗ ҫул мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ? Алексей Ладыков, Ольга Чепрасовӑпа танлаштарсан, сахалрах тупӑш тунӑ. Шупашкар сити-менеджерӗ Алексей Ладыков хӑйӗн должноҫӗнче пӗлтӗр 1 млн та 428 пин те 621,67 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Декларацире ытти тупӑша кӑтартман. Унӑн, хут ҫинчине ӗненес тӗк, машина та, куҫман пурлӑх та ҫук. Ывӑлӗн – 135,6 тӑваткал метрлӑ хваттер. Декларацире мӑшӑрӗн тупӑшӗ ҫук, вӗсем 2 ҫул каялла уйрӑлнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова пӗлтӗр 1 млн те 538 пин те 497,22 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Хушма тупӑш – 60,6 пин тенкӗ. Унӑн ҫӗр лаптӑкӗ, гараж, хваттер пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() Dprof38.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакса пыратчӗ. Халӗ кӑтарту мӗнлерех-ши? ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви даннӑйсене ҫӗнетнӗ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 7309 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 5512-шӗ сывалнӑ. Шел те, вилекенсен йышӗ татах ӳснӗ, 68 ҫынна ҫитнӗ. Талӑкра халӗ 3035 ҫын чирлет. Юлашки талӑкра та кӑтарту ҫавӑн пекех, 30 ҫын инфекциленнӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть республикӑра бассейнсене, фитнес-залсене, мунчасене тата саунӑсене ӗҫлеме ирӗк панӑ. Ку ыйтӑва иртнӗ эрнекун кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен оперштаб ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() Шупашкарта Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ «Тараватлӑ Чӑваш Ен» регионсен хушшинчи фестивалӗн финалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн мӑшӑрӗпе ҫитнӗ. «Кунта ытти регионти паллӑ ӑстасем пухӑннӑ, хӑйсен паха ӗҫ опычӗпе паллаштараҫҫӗ. Вӗсем тутлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме вӗрентеҫҫӗ», — тенӗ Элтепер. Фестивалӗн финалне 13 ушкӑн тухнӑ. Наци апат-ҫимӗҫне кулинари ӗҫӗнчи паллӑ та сумлӑ экспертсем хакланӑ. Раҫҫей кулинарӗсен наци ассоциацийӗн ертӳҫи Виктор Беляев чӑваш тӗпелӗ паха апат-ҫимӗҫрен пуяннине асӑнса хӑварнӑ. Уявра Олег Николаев шеф-поварпа пӗрле хуран кукли пӗҫерсе тутанса курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |