Харпӑр шухӑш
Политика
Самант тӗксӗмленчӗ Мӗн пур Чӑвашра: Хӗвел саншӑн сӳнчӗ, Чуну — уҫлӑхра. Нумай эс хӑвартӑн Кунти пурнӑҫра. Хӑв халӑхшӑн ҫунтӑн, Утса тӑвалла. Шӳте ӑнланмарӗҫ Хӑш-пӗр юлташсем, Пит хыт айӑпларӗҫ — Ӑҫта чунӗсем? Тепри, ҫаратсан та, Лармасть тӗрмере. Ун пурнӑҫӗ янтӑ — Пулсан кӗсьере. Анчах Турӑ куҫлӑ, Йӑлтах Вӑл курать. Парсассӑн та пурлӑх Вӑрра каҫармасть. Пӗр саншӑн Вӑл уҫӗ Ҫӑтмах алӑкне, Сана валли тупӗ Чи ыр сӑмахне. Манмасть тӑван халӑх Ятна нихӑҫан. Ӗҫӳ — чӗрӗ палӑк. Апла эс пурнан!
Леонид Сильвестров Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Харпӑр шухӑш
Культура
Николай Плотникова халаллатӑп: санӑн аслӑ ӗҫӳ – наци пуянлӑхӗ! Ҫакӑнта "Нарспи" хайлавӑн тӗп вӑртӑнлӑхӗ пирки, малтан палӑртнӑ шухӑсене, схемӑллӑ ҫырса кӑтартас терӗм.
|
Республикӑра
![]() ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевпа ыран Шупашкарти «Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗнче сывпулашасси пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: сывпуллашу 9-12 сехетсенче иртет. Кун хыҫҫӑн хулари хӑш-пӗр ҫула хупӗҫ. 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен транспорт ҫӳрессине чикӗлӗҫ. Богдан Хмельницкий урамӗнче Суворов урамӗ хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа Юлиус Фучик урамӗ хӗресленнӗ таран ҫула хупӗҫ. Ҫак вӑхӑтра Граждан урамӗпе тата Президент бульварӗпе кайма май пулӗ. Аса илтерер: Михаил Игнатьев ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каҫхине нумай вӑхӑт чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() lapiedradesisifo.com сайтри сӑн Шупашкарти Эльмен урамӗнчи кӗнеке лавккинче ӗнер 16 сехет ҫурӑра пӗр арҫын ача алгебра кӗнекине вӑрлама тӑнӑ. Ӑна сутуҫӑсем ярса тытнӑ та полици чӗннӗ. 9-мӗш класра вӗренмелли алгебра кӗнеки ачана мӗн тума кирлӗ пулнӑ-ха? Вӑл шкулта панине ҫухатнӑ-мӗн, вӗренӳ ҫулӗ вӗҫӗнче вара учебнике каялла тавӑрса памалла. Кӗнеке ҫухатни пирки вӑл амӑшне каламан. Ҫавӑнпа арҫын ача кӗнекене вӑрлама шутланӑ. Арҫын ачан амӑшӗ тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() tourprom.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре тепӗр икӗ пациент кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Халӗ официаллӑ даннӑй ҫапларах: ку таранччен инфекцие парӑнтараймасӑр 23 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра республикӑра 71 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Чирлисен йышӗ 4472 ҫынна ҫитнӗ. Федераци информцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку талӑкра килте сипленекен 82 ҫын сывалнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кӑшӑлвирусран 2506 ҫын сывалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑшӑлвирус анализне пӗр вӑхӑтра 7 талӑкран пуҫласа 15 кун таран кӗтме тивнине пӗлтернӗ. Ҫын сывалсан та вӑл тепӗр икӗ эрне пульницӑра вырӑн йышӑннине, ӗҫе тухайманнине палӑртнӑ. «Мана «Химпром» гендиректорӗ хаклӑ 20 специалиста ӗҫре кӗтсе илейменнине, тахҫанах сипленнӗ хыҫҫӑн та вӗсем инфекци уйрӑмӗнче тытӑнса тӑнине пӑшӑрханса пӗлтерчӗ. Ыйтӑвӗ ҫакӑнта пулнӑ. Санэпидцентр хӑвачӗ кунне 400 анализ тума май панӑ, ӑна кунне 600 пурнӑҫланӑ, анчах Сывлӑх сыхлав министерствин 6 лабораторийӗнчен кунсерен 1000 анализ ҫитнӗ. Паллах, ӗлкӗреймен. Ҫав вӑхӑтрах СПИД центрӗн тата кожвендиспансерӑн оборудованийӗ анализа тӗрӗс пурнӑҫлама май панӑ, вӗсене ҫӗнӗрен тӗрӗслемесен те юранӑ. Медучреждение анализсем хӑвӑртрах ҫитме пуҫласанах сипленнӗ пациентсен шучӗ хӑвӑрт ӳснӗ. Ятарлӑ пульницӑсемсӗр пуҫне республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви йывӑр мар чирлисене килте сипленме май туса парать. Ҫавӑнпа та цифрӑсене улталаса кӑтартман», – ӑнлантарнӑ Олег Николаев Александр Белов журналиста. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енри сумлӑ МИХсенчен пӗри, «Правда ПФО», республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа интервью пичетленӗ. Калаҫура тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Ҫав шутра – Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева та (чунӗ ҫӳлти патшалӑха лектӗр) аса илнӗ. «Олег Алексеевич, эсир Игнатьев ҫӗршыв Президенчӗпе судлашас тенине ӗненместӗп тенӗччӗ нумаях пулмасть. Ун пек иккӗленме сирӗн сӑлтав пулнӑ-и?» – ыйтнӑ Александр Белов журналист. «Михаил Васильевичпа юлашки хутчен эпӗ нарӑс уйӑхӗнче тӗл пулнӑ. Вӑл ӗҫе вырнаҫас ыйтӑва хускатнӑччӗ. Ун чухне вӑл Питӗре черетлӗ медицина процедурине каяссине пӗлтернӗччӗ. Унтан таврӑнсан тепӗр хутчен тӗл пулма калаҫса татӑлнӑччӗ. Кайран вӑл хӑйне йывӑр туйни пирки хыпар ҫитрӗ... Ҫавӑнпа та эп Раҫҫей Президентне хирӗҫ администраци тавӑҫне вӑл хӑй алӑ пуснине паян кун та ӗненместӗп», – хуравланӑ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Атӑл тӑрӑх пӑрахутсем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, юханшыв навигацине ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен уҫӗҫ. Пассажирсене пӑрахутпа «Шупашкар – Йӑлӑм – Шупашкар» тата «Шупашкар-Сулахай ҫыранти пляж» маршрутпа турттарӗҫ. Пӑрахутсене ҫӳретме самай тӑкаклӑ. Ҫавна республика Правительствипе Шупашкар хула администрацийӗнче аван ӑнланаҫҫӗ. Пассажирсене турттарса тӑкакланнин пӗр пайне «Шупашкарти юханшыв порчӗ» акционерсен обществине хула хыснинчен саплаштарӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав тӗллевпе 7 миллион та 95 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫапла пулӑшни юханшыв трамвайӗн хакне ҫынсемшӗн меллӗ тума пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти троллейбус управленине патшалӑх пулӑшӑвӗ тивӗҫнӗ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра ҫырнӑ. Троллейбус управленийӗ 2 процентлӑ кредит 167 миллион тенкӗлӗх илнӗ. Кивҫен укҫана предприятие кредит учрежденийӗсенчен пӗри пама килӗшнӗ. Алексей Ладыков шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхлӑ кредит 1700 ытла ҫын валли ӗҫ вырӑнне упраса хӑварма май парӗ. Тепӗр майлӑ каласан, республикӑн тӗп хулинчи троллейбус ҫыхӑнӑвне тӑнӑҫлӑ ӗҫлеттерме пулӑшӗ. Предприяти кунсерен 200-е яхӑн пин пассажира турттарать. Сӑмах май каласан, вӑл укҫана трллейбуссен паркне ҫӗнетме уйӑрассине шарламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Кӑшӑлвирус алхасма пуҫланине пула килте ларма тивнӗ чухне эпир «Антон Чехов чӑвашла» ӑмӑрту пуҫартӑмӑр. Халӗ ӗнтӗ ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Пурӗ ҫичӗ куҫару ярса пачӗҫ (ярса панӑ вӑхӑтпа): • Алексей Леонтьев — «Мунчара» (В бане); • Тимӗркке — «Чунне уҫни, е Оля, Женя, Зоя» (Исповедь, или Оля, Женя, Зоя); • Алина Иванова — «Тӑван кӗтесре» (В родном углу); • Светлана Трофимова — «Кӳршӗсем» (Соседи); • Альбина Кыран — «75000»; • Александр Михайлов — «Идеалист асаилӗвӗсенчен» (Из воспоминаний идеалиста); • Ишук Тавраш — «Кӑшкӑру палли» (Восклицательный знак). Хаклав ӗҫне тӑваттӑн хутшӑнтӑмӑр: Арсений Тарасов, Борис Чиндыков, Валери Туркай тата Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар Плотников. Пурин хаклавне те пӗрлештернӗ хыҫҫӑн малти вырӑна ҫак куҫарусем тухрӗҫ: 1-мӗш вырӑн: Тимӗркке — «Чунне уҫни, е Оля, Женя, Зоя» (ӑна 3000 тенкӗпе хавхалантарӑпӑр); 2-мӗш вырӑн: Алексей Леонтьев — «Мунчара» (2000 тенкӗпе); 3-мӗш вырӑн: Александр Михайлов — «Идеалист асаилӗвӗсенчен» (1 пин тенкӗпе). Хаклавпа туллин кунта паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |