Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансене грипран привика тума пуҫланӑ. Паянхи кун тӗлне 19 пине яхӑн ачана тата 360 ытла йывӑр хӗрарӑма вакцинациленӗ. Кӑҫал хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ «Совигрипп» вакцинӑпа усӑ кураҫҫӗ. Ӑна ачасемпе йывӑр ҫынсем валли ятарласа туса кӑларнӑ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче препаратра консервант тата чӗрӗ вирус ҫук, ҫавӑнпа ун хыҫҫӑн чирлеместӗн тесе ӗнентереҫҫӗ. Прививка усси 2-3 эрнерен палӑрӗ, унӑ витӗмӗ 12 уйӑх таран пырӗ. Вакцинӑна пульницӑсене валеҫсе панӑ. Унӑн иккӗмӗш партийӗ ҫак уйӑхӑн иккӗмӗш вунӑкунлӑхӗнче килсе ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче республикӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле ирттермелле?» ҫавра сӗтел ирттернӗ. Кун пирки вӑл паян пӗлтернӗ. ZOOM хушӑм ирттернӗ ӗҫлӗ калаҫура Чӑваш, Пушкӑрт тата Тутар республикисенчи вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем хутшӑннӑ. Ҫавра сӗтелте этнокультура вӗренӗвӗ кафедрин доценчӗ Анна Егорова ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзаменӗн пӗлтерӗшӗ ҫинчен калаҫнӑ, экзамен ирттермелли формӑсене сӳтсе явнӑ. Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫлӗ тӗлпулу усӑллӑ та тухӑҫлӑ иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Никифор Наумов ЧНК Аслӑ Канашне уҫнӑ самантра (2007 ҫул, Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн) Чӑваш мӑчаварӗсенчен пӗри — Никифор Наумов — ӗнер, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Наумов Никифор Егорович 1936 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш халӑхӗ ӑна ытларах енӗпе чӑваш йӑли-йӗркисене управҫи пек пӗлет. Вӑлах «Халӑх ҫӳпҫинчен» кӗнеке авторӗ. 1959 ҫулта вӑл Йошкар-Олари вӑрман техникин институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Инженер-строитель пулса ӗҫленӗ, Сӑра вӗретнин историйӗн музейӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тӑрӑшнӑ. Пурӗ вӑл 5 кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Никифор Наумовпа ыран, авӑнӑн 9-мӗшӗнче 10 сехетре сывпуллашӗҫ. Сывпуллашу Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш ҫуртра иртӗ (Республика пульницинчи ритуал служби пулас). |
Спорт
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Шкул ачисен спорчӗн пӗтӗм Раҫҫейри федерацийӗн ертӳҫипе Ирина Роднинапа Мускавра тӗл пулнӑ. Канашлура шкул ачисемпе студентсен спортне аталантарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ, килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ. Ирина Роднина Чӑваш Ен шкул ачисен спортне аталантарассипе унччен те ӗҫленине палӑртнӑ. Халӗ тата шкулти спорт лиги тата шкул клубӗсем ӑнлавсене Раҫҫей шайӗнче нрмативлӑ документ шайӗнче ҫирӗплетнӗ. «Документа алӑ пуснӑ, халӗ ӗҫлеме тытӑнмалла. Ку программӑсем валли пысӑк укҫах та кирлӗ мар», — тенӗ Ирина Роднина. Тӗлпулура физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсем тата урамри стадионсем тӑвас ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Килес ҫул спорт комплексӗсене Ҫӗрпӳре, Патӑрьел районӗнчи Тӗрӗньелте тата Шӑнкӑртамра тумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта ку пӑтӑрмах ҫулталӑк каяллах, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пулнӑ. Администраци ҫурчӗсенчен пӗрне юсанӑ чухне пӗр рабочи ҫивитти ҫинчен персе аннӑ. Йывӑр суранланнӑскер инкек вырӑнӗнчех кӑштахран вилсе кайнӑ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 216-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа строительство ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чух асӑрханманни ҫын вилнипе вӗҫленсен айӑплаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем строительство ӗҫсене пурнӑҫлакан организацин 43 ҫулти пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Пуҫлӑх ӗҫ сыхлавӗн парвилисене пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Рабочие вӑл ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисемпе паллаштарман ҫеҫ мар, ӳкесрен хӳтӗленмелли ятарлӑ хатӗрсӗр тата тӗпӗ шуҫтарман пушмаксӑр хӑпартса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: эрех ӗҫме юратакан, киккирикне хӗртсен усалланса каякан пӗр арҫын ывӑлне хӗненӗ, арӑм пулнӑ хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратнӑ. 10-ри ачана ачана амӑшне хӳтӗлеме тӑнишӗн патак лекнӗ. Пӑтӑрмах Йӗпреҫре пулса иртнӗ. Ниҫта та ӗҫлемен вӑйпитти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе (ҫул ҫитмен ачана пӗрмай хӗненӗшӗн) тата 119-мӗш статьян 1-мӗш пайӗпе (вӗлерессипе хӑратнӑшӑн) айӑпланӑ. Ӗҫсен хайне пачах тытма пӗлмен этеме суд тӗрмене хупмасӑр 3 ҫул та 7 уйӑхлӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта ӗнер, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшенче, ҫиччӗри ача балконтан ӳксе вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачана аслисем килте пӗччен хӑварна. Хӗрача чӳречине кантӑк лартнӑ балконтан ӳкнӗ. Тӑваттӑмӗш хутран персе аннӑскерӗн пурнӑҫӗ самантрах татӑлнӑ. Инкек вырӑнне тӗпчевҫӗсемпе криминалистсем ҫитнӗ. Вӗсем пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртӗҫ. Специалистсем инкек вырӑнне пӑхса ҫаврӑннӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе вӗсем тӗпчев пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗчӗк ачасене килте пӗччен хӑвармалла марри пирки аса илтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем Куславккара пурӑнакан 17 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Яшӑн ҫын пурлӑхне ҫаратнӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 161-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата ют пурлӑха вӑрланӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тытма тивӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӑл Куславккари Воложка юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер ҫывӑхӗнче 46-ри ӳсӗр арҫынна асӑрханӑ. Унӑн карас телефонне, сигартне, пӗр кӗленче эрехне тата 100 тенкӗ укҫине уҫҫӑн ҫаратнӑ. Тӗпчевҫӗсем тӑкак виҫи 9 пин тенкӗ ытла тесе пӗлтереҫҫӗ. Тепӗр тӑватӑ кунтан, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи каҫхине, каччӑ Куславккари автозаправка станцийӗн территорийӗнчи автомобиль пылесосне вӑрланӑ. Ку япала 7 пин тенкӗ ытла тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Чикӗ леш енне агропромышленность продукцине ӑсатассипе иртнӗ эрнере пирӗн республика ҫӗршывра та палӑрнӑ. Ҫӑнӑхран хатӗрленӗ кондитер изделийӗн тата ҫу культурисен экспорт калӑпӑшӗпе Чӑваш Ен Раҫҫейри регионсем хушшинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ; чӑх ашӗпе – 11-мӗш; шӑккӑлатпа – 13-мӗш. Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне пирӗн тӑрӑхри аграрисем 17,4 АПШ долларӗллӗх продукци ӑсатнӑ, ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 26 процент нумайрах. Ҫӑнӑхран хатӗрленӗ кондитер изделийӗсен калӑпӑшӗ 48 процент ӳснӗ. Асӑннӑ продукци Чӑваш Енрен Китая, Грузие, Казахстана, Украинӑна, Японие, Азербайджана тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршыва ӑсанать. Сӗт-ҫу тата аш-пӑш продукцине, тӗпрен илсен, Китай туянать. Ҫу культурисем Германие, Бельгие, Польшӑна, Румыние каяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канмалли кунсенче Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» паркӗнче Сӑр чиккине чавнӑ ҫынсене халалланӑ палӑкӑн пӗрремӗш чулне вырнаҫтарнӑ. Ку мероприятие ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Ольга Ярилова хутшӑннӑ. Ҫак вырӑна ахальтен суйламан. Паркра вӑрҫӑ астӑвӑмӗ упранать. Ҫитес ҫул республикӑра Сӑр тата Хусан чиккисене чавнӑ ҫынсене халалланӑ ҫулталӑк пулӗ. «Тӗпчемен япалана тӗпчемелле. Ҫакна тума пире ҫӗршыв президенчӗ тӗллесе ярать», - тенӗ Олег Николаев. Палӑртмалла: ҫак чикӗсен тӑршшӗ 300 ҫухрӑмпа танлашнӑ, ку ӗҫе 171450 хӗрарӑмпа ҫамрӑк хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ ҫурланӑ. | ||
| Теплов Пётр Николаевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗпе ӗҫлекен ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Иван Алексеевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог ҫуралнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Раиса Порфирьевна, паллӑ библиотекарь ҫуралнӑ. | ||
| Гудошникова Людмила Яковлевна, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, химик-технолог ҫуралнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ | ||
| Акимов Александр Петрович, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Леонид Максимович, «Чӑашметалл» АУО тӗп директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр-бетон конструкцисен 9-мӗш Шупашкар савутне (ЖБК №9) никӗсленӗ. | ||
| Сосновка посёлока Шупашкар хула чиккине кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |