Сывлӑх
![]() infectlimited.rusinfoguard.ru сӑн ӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре «шӑши сив чирӗпе» аптӑракансен йышӗ нумайланнӑ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн тӑрӑхра пӳре синдромӗллӗ геморраги лихорадки (халӑхра ӑна «шӑши сив чирӗ» теҫҫӗ) анлӑ сарӑлнӑ. Ӑна тискер чӗр чунсем: хирти тата вӑрманти шӑшисем, килти йӗкехӳресем — ертеҫҫӗ. Ку чирпе ҫӗртме-юпа уйӑхсенче ытларах аптӑраҫҫӗ. Ҫынна чир сывлӑш ҫулӗсем урлӑ, чирлӗ чӗрчуна тытсан, вӑл лекнӗ шыва ӗҫсен, апата ҫисен ерет. Вирус вӑрманта, пахчара е дачӑра ӗҫленӗ чух лекме пултарать. Кӑҫалхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче асӑннӑ вирус 145 ҫынна ҫакланнӑ. 100 пин ҫын пуҫне чирлеслӗх кӑтартӑвӗ — 11,9 (пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑрта 4,1 пулнӑ). 2019 ҫулхипе танлаштарсан чир сарӑласлӑх 2,9 хут пысӑкрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ok.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакансем Мари Эл тӑрӑхне вӑрмана кӑмпана кайнӑ. Арӑмӗпе упӑшки Звенигово районӗнчи Липша ялӗ ҫывӑхӗнче чарӑннӑ та кӑмпа шырама тытӑннӑ. Каҫ енне вӗсем ҫухалса кайнӑ. Ку хыпар ҫӑлавҫӑсем патне 18 сехет 7 минутра ҫитнӗ. Арӑмӗпе упӑшки каялла кайма ҫул шыранӑ чухне вӗсен машини кӗрсе ларнӑ. Вӗсене пулӑшма Кокшайскри аварипе ҫӑлав ушкӑнӗ ҫитнӗ. Тӑванӗсем те, 3 ҫын, вӗсене шырас ӗҫе хутшӑннӑ. Мӑшӑра ҫав каҫах, 22 сехетре, тупнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вӗсене машинине кӑларма пулӑшнӑ, ҫул ҫине кӑларса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑра педагогсен хушшинче иртекен конкурс ҫӗнтерӳҫисене хавхаланарма хыснаран 400 пин тенкӗ уйӑрни пирки хушу алӑ пуснӑ. Ҫӗрпӳри М.В.Силантьев ячӗллӗ 1-мӗш шкул психологӗ Надежда Павлова, Канаш районӗнчи Шӑхасанти шкулта ӗҫлекен Лариса Данилова, Патӑрьелти 1-мӗш шкул вӗрентекенӗ Алевтина Михайлова 50-шар пин тенке тивӗҫнӗ. Шупашкарти 106-мӗш ача пахчин воспитателӗ Марина Васильева «Ҫулталӑкри воспитатель» ята тивӗҫнӗшӗн 100 пин тенкӗ илнӗ. Шупашкарти 45-мӗш шкулта истори вӗрентекен Александр Григорьев вара чи пысӑк парнене – 150 пин тенке – илнӗ. Вӑл – «Чӑваш Енри ҫулталӑкри вӗрентекен». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарта стела уҫӑлмалла тесе Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унӑн эскиз проектне Шупашкарти хула тӑвакан канаш пӑхса тухмаллаччӗ. Обелиск 11 метр ҫӳллӗшӗ гранит юпа пулмаллаччӗ. Ун ҫине Чӑваш Республикин бронза гербне, ҫӳле икӗ метр тӑршшӗ икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑк вырнаҫтарма шухӑшланӑччӗ. Стелӑн пӗтӗмӗшле ҫӳллӗшӗ 13,85 метр пулмаллаччӗ. Стелӑна Республика лапамӗнче, унчченхи Правительство ҫурчӗ енче вырнаҫтарма шухӑшлаҫҫӗ. Паян эпир стелӑна ырламаннине пӗлтӗмӗр. Архитекторсем шухӑшланӑ тӑрӑх, стела ытла ҫӳллӗ, ӑна Республика лапамӗнче вырнаҫтарни килӗшӳллӗ мар, ун тӑррине икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑк вырнаҫтарассине те хурланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Унӑн ӗҫӗсем Америкӑра, Италире, Испанире, Францире упранаҫҫӗ. Пултаруллӑ художник картинисемпе халӗ Шупашкарта паллашма май пур. Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Тутарстанри чӑваш художникӗн Валериан Киргизинӗн ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлнӑ. Валериян Киргизин хӑйӗн малтанхи ӳкерчӗкӗсене ӑҫта май килнӗ, ҫавӑнта ӳкернӗ. Ашшӗн хучӗсен тӳнтер енне, ал айне лекнӗ хут татӑкӗсем, хут курупкисем ҫине. Валериян Николаевич Лениногорскри музыкӑпа художество педагогика колледжӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ. Ун чухнехи Куйбышев хулинчи ӳнер шкулӗнче рисовани учителӗнче 30 ҫул ӗҫленӗ, Тутарстанри Спасскри отрасль технологийӗсен техникумӗнче вӗрентнӗ. Вӑл 1949 ҫулта Тутарстанра ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Вӗсем 60 ҫул каялла пӗрлешнӗ. Ҫак таранччен вӗсем килӗштерсе, пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑннӑ, каҫарма пӗлнӗ. Сӑмах – Канаш хулинче пурӑнакан Иванпа Надежда Поповсем пирки. Поповсем ӗмӗрӗпех Канашра кун кунлаҫҫӗ. Кунтах вӗсем пӗрлешнӗ, ачисене ҫуратнӑ, халӗ мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Надеждӑпа Иванӑн – 3 мӑнук, вӗсен икӗ ачи пур Макар тата Таисия. Канаш районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗ Поповсене кевер туйпа саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Наци апат-ҫимӗҫӗн «Гостеприимная Чувашия» (чӑв. Тарават Чӑваш Ен) пӗтӗм чӑвашсен регионсем хушшинчи фестивалӗ пуҫланнӑ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Программӑра — фестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫса хупни, Чӑваш Енре тавар туса илекенсен апат-ҫимӗҫӗпе паллаштаракан куравсем тата апат-ҫимӗҫе туянма май туса пани, чи лайӑх апат хатӗрлекенсен конкурсӗ, шӳрпе пӗҫерме вӗрентни тата ӑна тутанса пӑхма май туса пани. Мероприятие гостеприимнаячувашиякухня.рф сайтра онлайн пӑхма пулать. Унта онлайн-трансляцисен программи те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() "На связи" сайтран илнӗ сӑн Синоптиксем республикӑна кӗрхи ҫанталӑк ҫывхарнине пӗлтереҫҫӗ. Ыран ҫеҫ ашӑ пулӗ, термометр 19-24 градус кӑтартӗ. Юнкун вара чӑн-чӑн кӗркунне пек пулӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра республикӑра 14 градус ҫеҫ ашӑ тӑрӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун ҫумӑр ҫукалӗ, эрнекун вара Шупашкарта пӗр тӑваткал метр ҫине 25 литр таран шыв ӳкме пултарӗ. Эрнекун те ҫумӑр ӳкме чарӑнмӗ, 10-15 градус ӑшӑ пулӗ. Канмалли кунсенче те ҫакнашкал ҫанталӑк пулас хӑрушлӑх пур. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ҫеҫ ҫанталӑк лайӑхланма тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() News.myseldon.com сайтри сӑн Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Туҫи Мӑрат ялӗнче пушар алхаснӑ. Юрать-ха, кӳршӗри ҫуртсене ҫулӑмран сыхласа хӑварма май килнӗ. Пушара 5 автоцистернӑпа сӳнтернӗ. Ҫулӑм ача-пӑча шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ, 44 ҫултискер, самаях суранланнӑ. Унӑн ӳчӗн 20 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Аса илтерер: ӗнер кӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Лапри Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫӗнӗ ҫурт ҫунса кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчи суйлав вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх мерисене туллин пӑхӑнмалла. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Правительствин ҫуртӗнче тунтикунхи планерка ирттернӗ чухне республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев сӑмах хускатнӑ. Яваплисен кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен республикӑри оперштабӑн эрнекунхи ларӑвӗ тӗлне сӗнӳсем хатӗрлемелле. Ҫав шутра — республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗн те. Ҫавсене шута илсе татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ. Хӑрушсӑрлӑх валли хушма укҫа кирлӗ пулсан уйӑрӗҫ, суйлав комиссийӗсен пайташӗсене вӗрентмелле пулсан вӗрентӗҫ. Аса илтерер: кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче эпир республика Элтеперне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх орагнӗсен депутачӗсене суйлӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |