Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗсем паллӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 08.10.2020 12:17 | 2165 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ 2020 ҫулшӑн кама преми парассине палӑртнӑ.

Фонд ертӳҫи, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Чӑваш халӑх сайтне пӗлтернӗ тӑрӑх, сумлӑ премие «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗнчи телекӑларӑмсен ертӳҫи, сценарисен авторӗ, режиссер пулса нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫлесе халӑха паха телефильмсемпе передачӑсем парнелекен, Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхне халӑх хушшине сарас тӗлӗшпе нумай вӑй хуракан Марина Карягина тата «Ҫеҫпӗл Мишши фончӗпе Чӑваш Республикинчи ытти обществӑлла пӗрлӗхсене нумай ҫул ҫине тӑрса пулӑшнӑшӑн, Чӑваш Енри литературӑпа культурӑна аталантарма пулӑшакан ыркӑмӑлӑх юхӑмне меценат пулса хастар хутшӑннӑшӑн» Анатолий Шагаров нотариус тивӗҫнӗ.

Марина Карягина – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ, Чӑваш Енӗн литературӑпа ӳнер енӗпе паракан ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер патшалӑх премийӗн лауреачӗ.

Анатолий Шагаров 1964 ҫулта Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхальте ҫуралнӑ. Афганистанра салтак-интернационалист тивӗҫне пурнӑҫланӑ, унти хаяр ҫапӑҫусенчен пӗринче йывӑр аманнӑ. Паттӑрлӑхӗпе хӑюллӑхӗшӗн ӑна «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орденпа, СССР патшалӑх чиккине хӳтӗленӗшӗн медальпе, 1-мӗш тата 2-мӗш степеньлӗ «Погранҫарсен отличникӗ» паллӑсемпе, ытти нумай наградӑпа чысланӑ. Куйбышеври (халь Самара) патшалӑх университечӗн юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1989 ҫултанпа Шупашкар хулин нотариусӗ пулса ӗҫлет.

#премисем, #ят-сум, #Комсомольски районӗ, #чыславсем, #Йӳҫ Шӑхаль

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Cтаньял // 3200.5.2374
2020.10.09 11:14
Иккӗшӗ те тивӗҫлӗ. Ӗҫре те, пурнӑҫра та паттӑр ҫынсем.
Валери ТУРКАЙ // 2850.60.4792
2020.10.11 07:53
Тавах, Виталий Петрович!
Эс, яланхи пекех, тӗрӗссине калатӑн!
Премине Ҫеҫпӗл ҫуралнӑ кун паратпӑр.
Валери ТУРКАЙ
Agabazar // 3138.45.4922
2020.10.14 21:59
Agabazar
Олег Цыпленков Çеçпĕл премийĕсем пама пăрахнă-им тата?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем