Хулара
![]() visitvolga.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ентешсене Шупашкар хулин кунӗпе саламланӑ. «Чӑваш Енӗн 551 ҫулти тӗп хули ҫамрӑк мар пулин те чӑннипех те хальхи йышши хула. Ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, ҫулсемпе картишсем ҫӗнелеҫҫӗ. Шупашкарта социаллӑ инфратытӑм объекчӗсем хута каяҫҫӗ, тӗп хула ҫулран-ҫул илемленсе, пурӑнма, ӗҫлеме, вӗренме хӑтлӑланса пырать», — тенӗ вӑл саламра. Шупашкар хулан пурлӑхпа ӑс-хакӑл никӗсне ҫирӗплетме пысӑк тӳпе хывакан ҫынсен ӗҫӗпе, пултарулӑхӗпе пурӑннине, аталаннине палӑртнӑ, ветерансене уйрӑмах пысӑк тав сӑмахӗ каланӑ. Шупашкара малашне те ҫирӗппӗн аталанса пыма, унта пурӑнакансене телей, ырлӑх, ӑнӑҫу суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ptoday.ru сайтри сӑн Аня Чижова ячӗпе хисепленсе тӑракан фонд Чӑваш Енре ача-пӑча валли социаллӑ такси ӗҫлеттерме тытӑнасшӑн. Газельре кӳме валли икӗ вырӑн, ӑна хӑпартмалли пулӗ. Ку таксие 8 ҫын вырнаҫаять. Ҫапла майпа ку машинӑпа вырӑнпа выртакан ачана та, кӳмепе ҫӳрекен шӑпӑрлана та илсе ҫӳреме пулать. Фонд ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем водителе тупнӑ. Вӑл заявкӑсем йышӑнӗ, ачасене пульницӑсене, театрсене, кинотеатрсене илсе ҫӳрӗ. Ара, сусӑр ачан кӳлмеке ахаль уҫӑлма та тухас килет. Анчах фонд хальлӗхе бензин паракан партнера тупаймасть. Ку ӗҫ икӗ уйӑх пырать. Хальлӗхе алӑ паракан тупӑнман, вӗсене «илтекен» ҫук. Фонд партнерӑн логотипне такси ҫине ҫыпӑҫтарма сӗнсен те, ку машина республикӑшӑн мӗн тери пысӑк социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнлантарсан та пулашма кӑмӑл тӑвакансем тупӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер Муркаш районӗнче пулнӑ, унта Мӑн Сӗнтӗр ялӗнчи вулавӑша кӗрсе тухнӑ. Вулавӑшпа паллашнӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан ҫӳлӗксем ҫинче чӑвашла кӗнекесем ытларах пулмалли пирки палӑртнӑ. Ял вулавӑшӗ нумаях пулмасть «Культура» наци проектне пула улшӑннӑ. Ӑна ҫӗнетме 5 млн тенкӗ тӑкакланӑ. Вӑл укҫа культура учрежденине юсама, кӗнеке фондне ӳстерме, ҫӗнӗ оборудовани туянма кайнӑ. Вулавӑш ялта вырнаҫнӑ пулин те ӑна тӗнче тетелӗпе пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫыхӑнтарнӑ, кунта ӑс-хакӑл вӑййи валли ача-пӑча пӳлӗмӗ те пур. Палӑртса хӑварар, шӑп Мӑн Сӗнтӗрте чӑваш этнопаркӗ вырнаҫнӑ, нумаях пулмасть унта кӳршӗ тӑрӑхри министр килсе кайнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре вертолет лапамӗсем тӑвассине тата вертолетсем ҫӳретме тытӑнассине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 2024 ҫул тӗлне Чӑваш Енре 30-тан кая мар пациента пульницӑна вертолетпа илсе ҫитерӗҫ. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, транспорт хатӗрӗ икӗ региона: Чӑваш Ене тата Мари Эла – тивӗҫтерӗ. Вӑл кирек хӑҫан та ҫула тухма хатӗр пулмалла. Хӗллехи вӑхӑтра заявка хыҫҫӑн – 60 минутра, ытти чухне – 30 минутра. Борт ҫине хӗрлӗ хӗрес ӳкернӗ ҫак транспортӑн икӗ пилот пулмалла, унта икӗ тухтӑртан кая мар лармалӑх вырӑн пӑхса хӑвармалла. Выртакан ҫын валли пӗр вырӑнтан кая мар кирлӗ. Унсӑр пуҫне чирлипе пӗрле ҫула тухниэӑ ҫынна та лартмалла. Вертолета пӗр сехет арендӑна илни 231 пин те 066 тенкӗрен кая мар ларӗ. Чӑваш Ен вертолетпа 108 сехете яхӑн (25 миллион тенкӗ) усӑ курма палӑртать, Мари Эл — 65 сехете яхӑн (15 млн тенкӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енри паллӑ педагога, публициста, общество ӗҫченне, ӑсчаха, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидатне, таврапӗлӳҫӗне, Виталий Станьяла «Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни» ят пама йышӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Ӗнер Станьял ялне тӳре-шара пуҫтарӑннӑ. Хисеплӗ ватта сумлӑ ят панине ӗнентерекен хӑйӑва ҫыхса янӑ. Хитре хӑйӑва районти «Паха тӗрӗ» предприятийӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ. Виталий Станьяла хисеплесе вырӑнти артистсем, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Хорасев, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Вячеслав Рафинов ҫитнӗ. Депутат аксакалӑн нумай енлӗ пултарулӑхне палӑртса хӑварнӑ. Николай Хорасев награда хӑйӗн геройне тупнине хавхаланса каланӑ. Виталий Петрович тӑван Анат-Кӗнер шкулне аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн, Ивана Яковлевӑн, пысӑк портретне (ӑна Чӗмпӗрти Анатолий Еграшкин художник 1999 ҫулта ӳкернӗ) парнеленӗ. Шурсухал Иван Яковлев шкула темиҫе хутчен те килсе кайнине, шкултан икӗ класлӑ училищӗне йӗркелеме ҫине тӑнине картина айне ҫырса хума ыйтса каланӑ. Ачасен историе пӗлмелле-ҫке. |
Пӑтӑрмахсем
![]() mkala.mk.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре экскаватор ҫинче ҫуран утакан ҫын ҫине кӗрсе кайнӑшӑн суд тунӑ. Лешӗ вилнӗ. Ку ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Улхаш ялӗнче пулнӑ. 47 ҫулти водитель экскаватор-бульдозерпа ӗҫленӗ, каялла кайнӑ чухне 65 ҫулти хӗрарӑма асӑрхаман – ун ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм йывӑр сурансене пула вилнӗ. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд вӑл унччен айӑпланманнине шута илсе ӑна 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Водитель айӑпне йышӑннӑ, вилнӗ ҫыннӑн тӑванӗсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен кӳнӗ тӑкака саплаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Анна Иванова тунӑ сӑн Паян Шупашкарта кунӗпех, пӗр чарӑнмасӑр тенӗ пек, ҫумӑр ҫурӗ. Ҫавна май кӳлмекри шыв шайӗ тротуартан та ҫӳлерех хӑпарнӑ. Ҫумӑр шывӗ ытла та нумай пулнӑран вӑл канализаци пӑрӑхӗсенчен тапма пуҫланӑ. Ирхине кӳлмекре шыв шайӗ 1,5–2 метр таран хӑпарнӑ теҫҫӗ, каяран, кӑнтӑрласем тӗлне, яланхи виҫене аннӑ. Канализаци пӑрӑхӗсенчен шыв юхса тухнӑ вырӑнсенче асӑрхаттарас тӗлӗшпе каярах ятарлӑ хӑюсемпе карса тухнӑ. Аса илтерер: республикӑна кӗрхи евӗрлӗ ҫанталӑк килесси пирки синоптиксем маларах пӗлтернӗччӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫумӑрсем ҫитес эрнере ҫеҫ чарӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Улатӑрта хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Ӑна Депутатсен пухӑвӗн 49-мӗш ларӑвӗнче ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ сити-менеджер пулма «Алатырская спецавтоматика» (чӑв. Улатӑрти спецавтоматика) тулли мар яваплӑ обществӑн пуҫлӑхне Сергей Лукишина шаннӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме виҫӗ ҫын ӗмӗтленнӗ. Конкурс комиссийӗ Депутатсен пухӑвӗнче пӑхса тухма икӗ кандидата сӗннӗ. Хулари «халӑх тарҫисем» Лукишиншӑн саспланӑ. Вӑл хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫлама ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тытӑннӑ. Сергей Лукишин – юлашки пилӗк ҫулта ылмашнӑ пиллӗкмӗш пуҫлӑх. Ҫав вӑхӑтра Владимир Степанов, Александр Седов, Александр Герасимов тата Юрий Боголюбов пуҫлӑхра ӗҫлесе ӗлкӗрчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() mymammy.info сӑнӳкерчӗкӗ Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 6536 ача ҫуралнӑ, ҫав шутра – 3367 арҫын ачапа 3169 хӗрача. Кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра ҫуралнисенчен 35 проценчӗ, е 2276-шӗ, – ҫемьери пӗрремӗш ача, ҫемьери иккӗмӗш ача – 2371, врҫҫӗмӗш ача – 1405, тӑваттӑмӗш е ун хыҫҫӑнхисем – 475. Кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче 118 йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ, 3 – виҫӗреш. Пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтра 143 йӗкӗреш ҫуралнӑ, 6 – виҫӗреш. Ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗсене ытларах чухне Александр, Матвей, Егор, Роман, Кирилл, Артём, Иван, Максим ят панӑ. Хӗрачасенчен Анна, Мария, Виктория, София, Дарья, Ева, Милана, Ксения, Анастасия, Валерия, Варвара ятсене ытларах суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Media.healthkurs.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвирусран каллех тепӗр ҫын вилнӗ. Вируса пула республикӑра пӗтӗмпе 66 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инфекциленнисен йышӗ 7179 ҫынна ҫитнӗ, вӗсенчен 4745-шӗ сывалнӑ. 2368 ҫын сипленет. Юлашки вӑхӑтра пӗр талӑкра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакса пырать. Паян ку йыша 35 ҫын хушӑннӑ. Паян сывалакансен йышӗ самаях пулнӑ: 172 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,08-па танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |