Сывлӑх
![]() sport-express.ru сайтри сӑн Паян кӑшӑлвируспа 76 ҫын чирленине палӑртнӑ. Ӗнер ку кӑтарту 79-па танлашнӑччӗ. Пӗтӗмпе ку таранччен кӑшӑлвируспа 3878 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 2030-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 73 ҫын пульницӑран киле кайнӑ. Паянхи кун 1830 ҫын сипленет-ха. Республикӑра кашӑлвирус сарӑлнин коэффициенчӗ 0,96-па танлашать. Палӑртмалла: ку таранччен коэффициент 0,86-ран чакман. Ку ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре пурӑнакан арҫыннӑн питӗ Атӑл урлӑ ишсе каҫас килнӗ. Ӗмӗтне ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пурнӑҫлама шут тытнӑ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ. Атӑлта ишсен-ишсен арҫын ывӑнса ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем ун патне катерпа ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑталла вӑл шӑнса кӳтнӗ, шуралса кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем каланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын Атӑл урлӑ пӗрре мар ишсе каҫма хӑтланнӑ. Кашнинчех ӳсӗр пулнӑ вӑл. Анчах асӑрханулӑх пирки манать: пулӑшу вӑхӑтра ҫитмесен те пулатарть-ҫке-ха. Ку таранччен ӑна ӑннӑ: ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() aworms.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри уйсенче сӑтӑрҫӑ сарӑлнине пӗлтереҫҫӗ. Куҫа курӑнман хурт-кӑпшанкӑ – нематод – ҫӗрулмине тапӑннӑ. Ӑна пула глободероз чирӗ пуҫланас хӑрушлӑх пур. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак хурт-кӑпшанкӑ 359 ялти 6364 ҫӗр лаптӑкӗ ҫинчи ҫӗрулмине тапӑннӑ. Пӗтӗмпе – 1360,3 гектар. Нематод ҫӗрулмине тапӑнсан вӑл ӳсме пӑрахать, ҫулҫи тӗссӗрленет, пӗтӗрӗнет те майӗпен шанать. Вӑл уйрӑмах 9 районта сарӑлнӑ: Комсомольски, Вӑрнар, Елчӗк, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле, Патӑрьел, Муркаш, Канаш, Етӗрне тӑрӑхӗсенче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() culture.ru Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ — Конституци сасӑлавӗ. Ун чухне РФ Президенчӗ Владимир Путин кану кунӗ пулассине пӗлтернӗ. Ҫапах хӑшӗ-пӗри ӗҫе тухӗ. Вӗсене вара сак куншӑн пысӑкрах тӳлӗҫ. Ыттисен вара ӗҫ укҫи ҫавӑн пекех сыхланса юлӗ. «Ҫынсен утӑ уйӑхӗнчи ӗҫ укҫи чакмалла мар», - тенӗ Федераци канашӗн социаллӑ комитет пуҫлӑхӗ Инна Святенко. Вӑл канмалли тата ӗҫлемелли мар кунсенче шалу тӳлессине РФ Ӗҫ кодексӗн 153-мӗш статйинче палӑртнине каланӑ. Аса илтерер: Конституци сасӑлавӗ ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртмеллеччӗ. Анчах пандемие пула сасӑлава каярах куҫарма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() viruszone.ru сайтри сӑн Ӗнер республикӑра 79 ҫын кӑшӑлвирупа чирленине палӑртнӑ, паян – 77. Ку – ӗнерхинчен сахалрах. Паянхи кун тӗлне республикӑра 3802 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Вилнисене йышӗ ҫавӑн пекех – 18 ҫын. Юлашки талӑкра пульницӑран 128 ҫынна киле янӑ. Пӗтӗмпе 1957 ҫын сывалнӑ. Раҫҫейре паян 8779 ҫын инфекциленнине пӗлтереҫҫӗ. 8367 ҫын сывалнӑ, 174 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ҫур ҫӗрте Шупашкарти «Юбилейный» сад юлташлӑхӗнче пушар тухнӑ. Икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсе ҫулӑма сӳнтернӗ. Кӑмрӑк ашӗнче хӗрарӑмпа арҫын виллисене тупнӑ. Вӗсем – упӑшкипе арӑмӗ. Хӗрарӑм – 65-ре, арҫын 53 ҫулта пулнӑ. Экспертсем халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Сӑмах май, республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 729 пушар тухнӑ, вӗсенче 30 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тепӗр 35 ҫын суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() zarinray.ru сайтри сӑн Паян, ҫӗртмен 11-мӗшӗнче, ЧР Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хӑш кун ирттерессине пӑхса тухнӑ. Ӑна Сасӑламалли пӗрлехи кун, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ирттерме палӑртнӑ. Палӑртмалла: ЧР Элтеперне 5 ҫуллӑха суйлаҫҫӗ. Унччен ку тивӗҫе Михаил Игнатьев пурнӑҫланӑ. Олег Николаев суйлава партине кӗмен ҫын пек хутшӑнассине пӗлтернӗччӗ. Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче – тепӗр суйлав. Ун чухне Конституцие кӗртмелли тӳрлетӳсемшӗн сасӑлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне кӑҫал та ирттерӗҫ. Кун пирки республикӑн Халӑх туслӑхӗн ҫуртӗнче пӗлтереҫҫӗ. Кӑҫалхи мероприятие Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Анчах ытти ҫултинчен вӑл расна иртӗ. Пӗтӗм чӑвашсен VIII Акатуйӗн уйрӑмлӑхӗ кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ. Ҫавна май ӑна онлайн ирттерӗҫ. Унта хамӑр республикӑри тӗрлӗ районпа хулари, ҫавӑн пекех тӗрлӗ регионти халӑх, эстрадӑпа фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ. Видеосаламсене ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ddn21nac@mail.ru тата tania-fill@yandex.ru электрон адрессемпе йышӑнӗҫ. Видеоматериала #ВместеПӗрле хештегпа Google тата Яндекс дисксем ҫине, «YouTube» видеохостинга, «Контактра», «Пӗркласрисем» халӑх ушкӑнӗсене те вырнаҫтарма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ сарӑлнине ӗҫлекен республикӑри оперштаб паян черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пынӑ. Унта кӑшӑлвирус анализӗсене вӑрах вӑхӑт туни пирки те сӑмах хускатнӑ. Олег Николаев каланӑтӑрӑх, лабораторисен ӗҫӗнче тата анализ кӗтессинче йӗрке тумалла. Ҫапла хушнӑ вӑл Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствине таиа Роспотребнадзор управленине. «Соцсетьсене тишкернӗ тӑрӑх, анализсене ҫичӗ кун таран кӗтметивет. Ҫакна чир чӑтса ирттернӗ манӑн ӗҫтеш, Лекарев Сергей Николаевич (сӑмах республикӑн промышленность министрӗн ҫумӗ пирки пырать. Т.Т.), та ҫирӗплетсе пачӗ. Вӑл анализ панӑ хыҫҫӑн кӑтартӑва ултӑ кун кӗтсе больница хучӗпе ларнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, сывӑ ҫын ултӑ кун анализ хатӗр пулассине кӗтсе ларнӑ», – тенӗ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑшӑлвируспа чирлисем валли Чӑваш Енри пульницӑсенче пӑхса хӑварнӑ мӗнпур койкӑран 31 проценчӗ пушӑ. Ҫапла цифрӑна республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ. Анчах ҫакӑ республикӑра йышӑннӑ чару мерисене пӑрахӑҫлама май памасть. Ун валли койкӑсенчен ҫурри пушӑ пулмалла. Ӳпкене искусствӑлла майпа сывлаттармалли аппаратпа 28 ҫынна сывлаттараҫҫӗ. Ҫак цифрӑсене кӑшӑлвирус сарӑлассине хирӗҫ ӗҫлекен оперштабӑн ларӑвӗнче асӑннӑ. «Пандеми пуҫланнӑранпа ӳпкене искусствӑлла майпа сывлаттарнисен йышӗ 32-33 ҫынран ытла мар. Ҫав вӑхӑтрах паянхи кун тӗлне стационарсенче 1400 ытла ҫын. Ӗҫтешсем, статистикӑна тишкернӗ чух пӗр регионта та кун пеккине курман эпӗ», – тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |