Вӗренӳ
![]() Шупашкарти Ҫӗнӗ хулари шкул ачасене йышӑнма хатӗр. Унта паян хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пулнӑ. Ҫавӑн пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Алексей Ладыков хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ шкула сӗтел-пукан кӳрсе килнӗ, бассейна шыв тултарнӑ, спортлапамне хатӗрлесе пӗтернӗпе пӗрех. Вӗренӳ ҫулӗнче ку учреждени 1600 ачана йышӑнӗ. Ырӑ хыпара вуланисем хушшинче чӑннипех хӑпартланнисем те пур. «Пирӗн вӑхӑтра бассейнлӑ ҫакӑн пек шкул пирки ӗмӗтленме те пултарайман», – палӑртнӑ, сӑмахран, @svetlana.avrora. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӗмпӗрте чӑвашсен уявӗ иртнӗ. «Акатуйран Чӳклеме таран» ят панӑскере онлайн мелпе йӗркеленӗ. Ӑна пуҫаракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, наци уявӗ чӑвашсем мӗн авалтан ҫӗре юратса ӗҫленине, тӑван киле сума сунине, йӑла-йӗркене пӑхӑннине аса илтерет. Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче иртнӗ уява вӑлтӑрӑхри тата Чӑваш Енри чӑвашсем ҫеҫ мар, ытти тӑрӑхрисем те хутшӑннӑ. «Акатуйран Чӳклеме таран» мероприяти 11 сехетре, чӑваш апат-ҫимӗҫне хатӗрлеме вӗрентекен ӑсталӑх сехечӗсем 12 сехетре, уяв концерчӗ 14 сехетре пуҫланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн 19 ҫулти каччӑна унччен правасӑр хӑварнӑ. Вӑл вара руль умне ларнӑ. Ҫитменнине, ӳсӗр пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Улатӑрти полици уйрӑмне 25 ҫулти хӗрарӑм пынӑ. Унӑн «Лада Калина» машинине вӑрланӑ-мӗн. Ҫак ӗҫе кам тума пултарнине те чухланӑ вӑл: тусӗн 19 ҫулти пӗлӗшӗ. Лешӗ уҫҫине ыйтмасӑрах илнӗ. Руль умне правасӑр, ӳсӗр ларнӑ каччӑна ҫийӗнчех тупнӑ. Куншӑн ӑна уголовлӑ майпа явап тыттарма пултараҫҫӗ. Вӑл руль умне унччен те ӳсер ларни пулнӑ. Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. «Лада Калина» машинӑна вара ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() riadagestan.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри вӗрентекенсене кӑшӑлвирус анализне тӳлевсӗр туса парасшӑн. Кун пирки чувашинформ.рф пӗлтерет. Укҫа-тенке вара республикӑри хыснаран уйӑрасшӑн. «Хамӑр ума тӗллев лартрӑмӑр, эсир ҫакна ырласан, шкулта ӗҫлекенсене, вӗрентекенсене кӑшӑлвирус пуррипе ҫуккине тӳлевсӗр майпа тӗрӗслӗпӗр. Ку анализа ОМС тытӑмӗпе килӗшӳллӗн тӳлеменрен эпир укҫана Чӑваш Ен хыснинчен уйӑрма палӑртнӑ», - тенӗ ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев. Аса илтерер: шкул ачисене маска тӑхӑнса ҫӳремелле мар пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чару мерисене пирӗн республикӑра тата ҫемӗҫтерме йышӑннӑ. Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев суту-илӳ центрӗсене тата урамри аттракционсене уҫма ирӗк панӑ. Халӗ 800 тӑваткал метртан пысӑкрах суту-илӳ точкисене уҫма юрать. Апла пулин те вӗсен эпидемие хирӗҫ мерӑсене пӑхӑнмалла тата дезинфекци пирки манмалла мар. Суту-илӳ залӗнче пӗр тӑваткал метр пуҫне 1 ҫынтан ытла пулмалла мар. Лавккасене маскӑпа ҫӳремелле. Суту-илӳ точкисене кӗнӗ ҫӗрте алла микробсемпе вируссенчен сиенсӗрлетме антисептик пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Анатолий Музыкантова Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Тав ҫырӑвӗпе чыслама йышӑннӑ. Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кӗҫӗн Упи ялӗнче 70 ҫул каялла ҫуралнӑ Анатолий Музыкантов 40 ҫула яхӑн «Сувар» ансамбле ертсе пырать. Ку ушкӑна хамӑр тӑрӑхра ҫеҫ мар, ют регионсенче те аван пӗлеҫҫӗ. Ӗнер Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ЧР культура, национальноҫсен ӗҫесен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова тата Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина коллективпа тӗл пулнӑ. Унта ӗҫлекенсене тӗрлӗ Хисеп хучӗпе хавхалантарнӑ. Ҫав йышра Анатолий Музыкантов балетмейстер та пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче Именкасси ялӗнче пулса иртнӗ ку инкек. 39 ҫулти арҫын вырӑнти фермер патӗнче тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫланӑ. Тракторпа ҫӳреме ирӗк пулман пулин те вӑл ун рулӗ умне ларнӑ. Ҫав самантра вӑл ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Трактор алтӑрӑпе ӑна ҫурт ҫумне хӗстерсе хунӑ. Шар курни кӑштахран вилсе кайнӑ. Трактор рулӗ умне ларнӑ арҫын унччен судпа айӑпланманнине, хӑй айӑпне йышӑннине, инкекшӗн саплаштарнине шута илсе суд пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Ҫын пурнӑҫне татнӑ правасӑр тракториста 40 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрнар районӗнчи суд вӑрттӑн хыпар илмелли хатӗрпе усӑ курнӑ икӗ арҫынна суд тунӑ. Вӑйпиттисем судпа унччен айӑпланманнине, хӑйсен айӑпне йышӑннине, пуҫласа ята кӗнине шута илсе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Вӗсене пуҫиле право енчен явап тыттарса суд штрафӗ пама йышӑннӑ. 15 тата 20 пиншер тенкӗ. Пӗлтӗрхи раштавӑн 11-мӗшенче Вӑрнарти автошкулӑн 45 ҫулти директорӗ 27 ҫулти каччӑна пӗчӗк видеокамера тата пӗчӗк микрофон тыттарнӑ. Уншӑн ӑна 30 пин тенкӗ тӳленӗ. Директорпа ҫамрӑка автошкулта ӗҫлекен 41 ҫулти арҫын пӗр чӗлхе тупма пулӑшнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем патне тӳме евӗрлӗ камерӑпа экзамена кайнӑ 27 ҫулти каччӑ ҫав кунах ҫакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта Саранскри, Питӗрти тата ытти хӑш-пӗр хулари пек пульница пулӗ. Тӗрӗсрех каласан, унтисен проектне тӗпе хурса тӑвӗҫ. Шупашкарта тума палӑртнӑ нумай профильлӗ 1000 вырӑнлӑх поликлиника проектне ытти регион тӗслӗхне шута илсе хатӗрлеме йышӑннӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин ӗҫченӗсем Хусанти, Саранскри, Питӗрти тата Курскри ҫавӑн пек пульницӑсемпе маларах паллашнӑ. Ҫӗнӗ пульница хальхи вӑхӑт ыйтнисене шута илсе ҫӗкленӗ. Паллах, оборудовани те унта хальхи йышши пулӗ. Хатӗр проект ӗҫе хӑвӑртрах кӳленме май парӗ. Шупашкарта ҫӗнӗ пульница кирлине республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче Мускавра пулнӑ чух Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗпе Наталья Хороваяпа сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Республикин Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаева суйлава хутшӑнма ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем 24 миллион тенкӗ пухса панӑ. 725 пин тенкине ҫынсем пухнӑ, 23 миллион та 625 пинне – юридици сӑпачӗсем. Тепӗр 50 пин тенкине Олег Алексеевич кӗсйинчен кӑларнӑ. Укҫа нумай пухӑннӑ, 8 миллион тенкине каялла та тавӑрса пама тивнӗ. Паянхи кун тӗлне Олег Николаев пичет материалӗсене кӑларма, сарма 3 миллион та 288,5 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Алӑ пуснине пуҫтаракансем валли 198 пин тенкӗ кайнӑ. 205 пин тенкӗ суйлавҫӑсен алӑ пуснине йӗркелес ӗҫе тӑкакланнӑ. Информаци тата кунсультаци 190 пин тенке кайса ларнӑ. Тепӗр 4 миллион та 475,7 пин тенки ытти расхута саплаштарнӑ. Ҫапла майпа 8 миллион та 240,7 пин тенкӗ юлнӑ. Ытти кандидатсем, Александр Андреевпа Сергей Матвеев, хӑйсен 30 пинне тӑкакланӑ. Николай Степанов 100 пин тенкӗ хурса 28 пинне пӗтернӗ. Константин Степанова ЛДПР суйлава хутшӑнма 500 пин панӑ. Хальлӗхе 28 пинне тӑкакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |