Культура
![]() "Контактри" сӑн Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи пенсионерсем хастар. Хӑшӗ-пӗри юрлама та, ташлама та ӗлкӗрет. Нумаях пулмасть «кӗмӗл» волонтерсем чӑваш юррин хорӗпе пӗрле «Шурӑ чулсем» уйлӑхра концерт лартнӑ. Вӗсем ытларах патриотлӑх туйӑмне ҫӗклекен юрӑсем шӑрантарнӑ. Хастарскерсем юрланисӗр пуҫне ал ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ, пахчара ӗҫлеме те, чечек лартса ӳстерме те ӗлкӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Нӑрваш Шӑхаль, Туҫа тата Ҫӗньял ялӗсенчи почта уйрӑмӗсене юсаса ҫӗнетӗҫ. Ҫак ялсенче комплекслӑ юсав тӑвӗҫ. Почта уйрӑмӗсен тӑррине, алӑкӗсене, чӳречисене, урайне, ӑшӑ батарейисене, канализацие, шыва системине улӑшарӗҫ. Ҫавӑн пекех шалта отделка тӑвӗҫ, ҫурт фасадне ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Халӑх тетелӗнчи "Чувашский край" страницӑри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Элӗк тӑрӑхӗнчи маттур икӗ пике хальхи вӑхӑтри паллӑ юрӑсенчен пӗрне, «Матушка Земля» ятлӑскере, чӑвашла янӑратнӑ. Клипа Тавӑт ялӗ ҫывӑхӗнче ӳкернӗ. Пикесем чӑвашла тумланнӑ. Клипра — ял пӗви, хурӑнлӑх, чӑваш кӗпипе эрешӗ. Юрра Анна Куликова шӑрантарнӑ. Сӑмахӗсене вырӑсларан чӑвашла Анастасия Игнатьева куҫарнӑ. Клипра вӗсем иккӗшӗ те ӳкерӗннӗ. Режиссёрӗ тата операторӗ – Константин Доброхотов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() https://vk.com/wall-194537172_16576 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри Дмитрий тата Елена Еремеевсем Кремльти концерта хутшӑнма тивӗҫнӗ. Ҫӗршывран пурӗ 15 пин заявка тӑратнӑ. «День Знаний в кругу семьи» (чӑв. Ҫемьере пӗлӳ кунӗнче) концерта паян, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, «Раҫҫей 1» каналпа 13 сехет те кӑтартнӑ. Димӑпа Лена – пӗртӑвансем. Вӗсен вокал педагогӗ – Татьяна Шереметьева. Ачасем Олег Газмановпа, Лариса Долинӑпа, Валерияпа, Сергей Лазаревпа тата ыттисемпе пӗр сцена ҫине тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин ветеринари лабораторийӗн Патӑрьелти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Людмила Ефимова ветеринар профессине ӑнсӑртран суйласа илнӗ. Ҫав ӑсталӑха алла илес тесе вӑл 8 ҫул вӗреннӗ. Хӗрарӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, ӗҫе вӑл яланах тӑрӑшса пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. 1988 ҫулта ветеринар врачӗнчен – химик-токсикологран пуҫласа Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ветеринари уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ таран карьера картлашкипе улӑхнӑ. Патшалӑхӑн ветеринари службин эпизоотипе кӗрешекен службипе тӗрлӗ эпидемипе кӗрешет. Выльӑха сыватни чуна савӑнтарать тесе ӗнентерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() tgstat.ru сайтри сӑн Шупашкарта декретра ларакан хӗрарӑм инвестицисемпе ӗҫлесе илес тенӗ те хӑй пысӑк укҫа ҫухатнӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ. 35 ҫулти хӗрарӑм криптовалютӑна укҫа хывнӑ. Хӑйӗн укҫи те пулман, кредит илнӗ. Ҫапла вӑл палламан ҫын кӑтартнӑ счет ҫине 1 миллион та 200 тенкӗ куҫарнӑ. Хӑй ултавҫӑсен аллине лекнине вӑл укҫана илме тӑрсан тин ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Контактри" сӑн Сарӑту хулинче 150 метр тӑршшӗ граффити стена пуласси пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ унта Шупашкарти ӗлӗкхи храмсен, Анне палӑкӗн тата ытти паллӑ вырӑнӑн мӗлкисене курма пулать. Аса илтерер: граффити стена ҫине Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 14 регионти тата Китайри ултӑ провинцири паллӑ вырӑнсене сӑнланӑ. Ку ӗҫе пирӗн ентеш те Лилия Яковлева хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Автор сӑнӳкерчӗкӗ Хальхи вӑхӑтра пур ҫӗрте те вырӑс чӗлхи анлӑн янӑрать те, ялсенче те ача-пӑча вырӑсла калаҫнинчен тӗлӗнме те пӑрахрӑмӑр пулӗ. Паян Муркаш районӗнчи (халӗ муниципаллӑ округ теме юратаҫҫӗ-ха) Кӳстерекре пулма тӳр килчӗ. Унти лавккана кӗнӗ ҫӗрте чӑвашла пӗлтерӳ ҫакӑнса тӑнине курсан чун савӑнчӗ. Пӗлтерӳ авторӗ — Шурчари ветеринари пункчӗ. Хыпарта ялти ҫынсен ӗнисемпе виҫӗ уйӑхран иртнӗ пӑрӑвӗсене туберкулез чирӗнчен укол тума килессине пӗлтернӗ. |
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Енре скандинавсен мелӗпе утас енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртӗ. Тренировка авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти Театр ҫыран хӗрринче пулӗ. Унта ӑсталӑх класӗсем, массӑллӑ стартсем тата эстафетӑсем пулӗҫ, унта тӗрлӗ регионти командӑсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем скандинав уттин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашӗҫ, опытлӑ инструкторсем сӗнӳсем парӗҫ. Ӑмӑрту авӑнӑн 7-8-мӗшӗсенче пулӗ, спортпа туслисем 10 тата 12 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Элӗкре арҫын ача чутах кил-ҫуртне ҫунтарса яман. Йӑлтах – пӗр кӗленче бензиншӑн. Ача килте пӗччен юлсан кӗленчери бензина мунча умне тӑкнӑ та шӑрпӑк чӗртнӗ. Вӑл ҫийӗнчех хыпса илнӗ, ача аллине те пӗҫертсе янӑ. Вӑл ҫулӑма хӑй тӗллӗн сӳнтереймен. Ҫӑлавҫӑсем пушара пӗр сехетрен сӳнтернӗ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашне, пӳрт тӑррине сиенлетнӗ. Ачана вара пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |