Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.8 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял хуҫалӑхӗ
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Ксения Викторова Мускавра юристра ӗҫленӗ, халӗ вара Чӑваш Ене таврӑннӑ, Муркашра кайӑк-кӗшӗк усрать.

Ксения Викторова – икӗ ача амӑшӗ, шавлӑ хулара пурӑнса йӑлӑхсан тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Чӑваш Енре вӑл хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Халӗ Ксения кайӑк-кӗшӗк усрать. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче вӑл соцконтракт алӑ пуснӑ. Патшалӑх панӑ укҫапа ҫамрӑк хӗрарӑм инкубаторсем, кайӑк-кӗшӗк ҫӑмартисем туяннӑ. Халӗ унӑн хуҫалӑхӗнче – ӑратлӑ чӑхсем: бентамкӑсем, брамӑсем, виандотсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15365
 

Республикӑра
today.29ru.net
today.29ru.net

Чӑваш Енре 3 уйӑхра 11 суя укҫа тупса палӑртнӑ. 5 пин тенкӗлли – 5, 1 пин тенкӗлли – 4, 10 тенкӗлли – 2. Сӑмах май, кӑҫал ака-ҫӗртме уйӑхӗсенче 9 суя укҫа тупнӑ: 5 пин тенкӗлли – 7, 1 пин тенкӗлли – 2.

Укҫа иккӗлентерсен мӗн тумалла-ха? Ӑна тӗрӗслеттерме пӗр-пӗр коммерци банкне каймалла.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

2026 ҫулта Республика кунӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкарта тата пӗр-пӗр округра иртӗ. Ҫитес ҫул уяв мероприятийӗсем Шупашкар округӗнче пулӗҫ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра Республика кунне мӗнле паллӑ тӑвассине сӳтсе явса программа хатӗрлӗҫ.

Сӑмах май, иртнӗ ҫул уяв Шупашкарта тата Етӗрне округӗнче иртнӗ.

 

Персона
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Строительство министерствине пӑхӑнса тӑракан «Чӑвашгаз» унитарлӑ предприяти директорӗ пулма Владимир Доброхотова шаннӑ. Ҫӗнӗ пукана вӑл ырантан, чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, йышӑнӗ.

Ҫав ҫын унччен те пысӑк должноҫсенче тимленӗ. «Ҫыхӑнура» форумра палӑртнӑ тӑрӑх, ытларах чухне — влаҫ органӗсенче. 2011 ҫулта вӑл пӗр вӑхӑт Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ЖКХ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ, 2011-2015 ҫулсенче – «Дорэкс» директорӗ, 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен республикӑн транспорт министрӗнче тӑрӑшнӑ, кайран — ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче, унтан —Чӑвашупрдор директорӗнче...

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта «Volkswagen Polo» автомашина Дзержинский тата Карл Маркс урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта хӗрачана ҫапса кайнӑ. Инкек ӗнер, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, 15 сехет те 10 минутра пулса иртнӗ.

Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина рулӗ умӗнче 24 ҫулти водитель пулнӑ. 13 ҫулти хӗрача ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли вырӑнпа ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Хӗрачана пульницӑна ӑсатнӑ.

Водитель светофорӑн сарӑ ҫутипе иртсе пынӑ иккен.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти музыка училищи тӳлевсӗр концерта йыхравлать. Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ программӑпа чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 13-сехетре паллашма май килӗ.

Концерта «Когда мы едины, мы непобедимы» (чӑв. Эпир пӗрле чухне пире ҫӗнтереймӗн) ят панӑ. Программӑна училищӗри преподавательсем, студентсем, унти пултарулӑх коллективӗсем йӗркеленӗ. Концерта музыка училищинче кӑтартӗҫ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн халӑх пултарулӑх центрӗ эстрада коллективӗсен, вокалпа инструментсен ансамблӗсен, эстрадӑпа вокал студийӗсен ертӳҫисем валли ӑсталӑх лаҫҫи йӗркеленӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх университечӗн ӳнер факультетӗнче юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирттернӗ.

Семинар-практикума пухӑннисем валли ӑсталӑх класне паллӑ музыкант тата маларах асӑнса хӑварнӑ аслӑ шкулӑн вокал ӳнерӗн кафедрин аслӑ преподавателӗ, эстрадӑпа джаз вокал ӳнерӗн специалисчӗ Вероника Арисова ирттернӗ.

 

Культура
https://culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
https://culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пултарулӑх коллективӗсен «Наследники традиций» (чӑв. Йӑла-йӗркене малалла тӑсакансем) фестивальне 10 ҫул ӗнтӗ йӗркелеҫҫӗ. Шупашкарти культура колледжӗнчен вӗренсе тухнисем ун вӑхӑтӗнче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ ҫеҫ мар, йӑла-йӗркене тытса пынипе те паллаштараҫҫӗ.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче юбилейлӑ тӗлпулу иртнӗ. Ӑна колледжӑн 80 ҫулхине, институтӑн 25 ҫулхине халалланӑ. Программӑна 29 коллектив хутшӑннӑ. Вӗсем юрласа ташланӑ, оркестрсемпе хорсем те пулнӑ, вокал ушкӑнӗсемпе театр студийӗсем те сцена ҫине тухнӑ. Асӑннӑ коллективсен ертӳҫисем пурте — унччен культура колледжӗнче вӗреннӗ ҫынсем.

 

Раҫҫейре
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Дон ҫинчи Ростовра пурӑнакан 22 ҫулти хӗр Мускавра пурӑнакан чӑваш хӗрарӑмне улталанӑ. Вӑл юмӑҫ-мӗн, пӑснине пӗтерме шантарнӑ, анчах укҫасӑр тӑратса хӑварнӑ.

Пирӗн ентеш унпа пӗлтӗрхи ҫуркунне тӗнче тетелӗнче паллашнӑ. Хайхи «юмӑҫ» пӑснине пӗтернӗ тесе укҫа ыйтма тытӑннӑ – памасан пӑсассипе хӑратнӑ. Хӗрарӑм хӑранипе 130 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Йӗрке хуралҫисем чӑваш хӗрарӑмне шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ 22-ри хӗре шыраса тупнӑ. Халӗ вӑл ҫавнашкал преступленисем тата тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Культура

2026 ҫулта К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Паттӑрсем вилмеҫҫӗ» спектакль кӑтартӗҫ.

Вӑл ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене халалланӑскер пулӗ.

Театр РФ Культура министерствин грантне ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗмпе – 3,5 миллион тенкӗ.

Спектакле шӑпах ҫак грантпа сцена ҫине кӑларӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1 ... 108, 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, 117, [118], 119, 120, 121, 122, 123, 124, 125, 126, 127, 128, ... 4139
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне укҫапа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсенчен пуҫланӗ, ҫавӑнпа ытлашши тӑкакланасран асӑрханӑр. Ӗҫре ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултарӗҫ, анчах эрне варринелле лару-тӑру йӗркеленӗ. Харпӑр пурнӑҫра ӑнлану пулӗ.

Ака, 11

1858
168
Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1896
130
Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1927
99
Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1942
84
Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ.
1946
80
Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1956
70
Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
2014
12
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...