| Спорт    Надежда Лаврентьева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Вӑрнар районӗнчи Ярмушка ялӗнче пурӑнакан 61 ҫулти Надежда Лаврентьева тӗнче чемпионки пулса тӑнӑ. Китайри Тайбэй хулинче ҫу уйӑхӗн 17-30-мӗшӗсенче Ветерансен пӗтӗм тӗнчери вӑййи иртнӗ. Унта 107 ҫӗршыври 25 пин ветеран хутшӑннӑ. Пирӗн ентешӗмӗр унта икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Надежда Лаврентьева 5 тата 10 километра утассипе мала тухнӑ. Ӑна 30 градус шӑрӑх та хӑратман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  | 
| Пӑтӑрмахсем   Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятири икӗ пысӑк пуҫлӑха йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Кун пирки CHEB.ru портал пӗлтернӗ. Тытса чарнисенчен пӗри – коммерци директорӗ Алексей Федотов, тепри – предприятин хушма предприятийӗн, «РусХимтрейд» суту-илу ҫурчӗн гендиректорӗ Евгений Герасимов. Вӗсен тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 204 статйипе (ку статья коммерци подкупӗ тенине пелтерет) пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Вӗсене ӗс вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӗҫе малтанласа Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем «Химпромӑн» хӑрушсӑрлӑх службин материалӗсене тӗпе хурса тӗпченӗ. Евгений Герасимов 2020 ҫулсен варринче Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗ пулса та ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  | 
| Спорт   Тамара Дербушева. championat.com сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейӗн битатлонистсен союзӗ ҫӗнӗ, 2025-2026 ҫулти, ӑмӑртусен календарь планне ҫирӗплетнӗ. Хальхинче биалтонистсем 40 хутчен ӑмӑртӗҫ. Иртсе кайнӑ тапхӑрта календарьти плана 45 ӑмӑрту кӗртнӗччӗ. Спортсменсене ун чухлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнма ҫӑмӑл мар. Иртсе кайнӑ тапхӑрта пӗртен-пӗр спортсмен, Тамара Дербушева, ҫеҫ кашнине хутшӑнса пынӑччӗ. Арҫынсем те сиктерннӗччӗ. Пирӗншӗн, Чаваш Республикишӗн, ырӑ хыпар та пур. Раҫҫейӗн битатлонистсен союзӗн президенчӗ Виктор Майгуров 2026 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑва пирен патра ирттерессине пӗлтернӗ. Унта Сочире иртекен Содружество кубокӗн Альфа-Банк тапхарне кайманнисем килӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  | 
| Ҫутҫанталӑк   Атӑла таса мар шыв лекесерен тасатмалли сооруженисем тума уйӑрна укҫана чылай регионта йӗркелле усӑ курманни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫавӑн пек регионсен хушшинче Чӑваш Ен те пур. Чӑваш Енре Роспироднадзор 50 кӑлтӑк тупса палӑртнӑ. Унран та ытларах — ҫитменлӗхсен шучӗпе пирӗн республикӑмӑр Ярославль тата Самар облаҫӗсем хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш вырӑнта. Пӑтӑрмах пирки ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин та пӗлет иккен. Вӑл ҫӗршывӑн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗпе Александр Козловпа тӗл пулсан тасатмалли сооруженисемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явнӑ май ку ытйупа кашни кӗпӗрнаттӑрпа ӗҫленине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  | 
| Республикӑра   ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарти риэлтор ҫынсене 3 ҫул улталаса пурӑннӑ. Клиентсене шӑнман пӑр ҫине лартса вӑл 50 миллион тенкӗллӗ пулнӑ. Арҫын вӗсен шанӑҫне кӗрес тесе тӗрлӗ схемӑпа усӑ курнӑ: бизнеса инвестици хывма сӗннӗ, пурӑнмалли кӗтес тупса пама шантарнӑ. Ҫынсем ӑна ӗненнӗ, 50 пин тенкӗрен пуҫласа 8 миллион тенкӗ таран панӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Хӑйсене улталанине ӑнлансан полицие кайнӑ. 42 ҫулти арҫыннӑн явап тытма тивӗ – вӑл часах суд сакки ҫине ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  | 
| Хулара   Шупашкарта иртекен «Симӗс ылтӑн» фестивале паллӑ «Мираж» ушкӑн килӗ. Концерт утӑн 19-мӗшӗнче пулӗ. Вӑл – 18 ҫултан аслӑраххисем валли. Ҫавӑн пекех Хусанти «Хитобои», Мускаври The Beatlove тата «Ракеты», Минскри Trubetskoy трио тата ытти артист килӗ. Хӑнасем фермер продукцине тутанса пӑхма пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех Раҫҫей хӑмлинчен вӗретнӗ сӑра дегустацийӗ пулӗ. Фестиваль утӑн 12-мӗшӗнче пуланса утӑн 19-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  | 
| Персона   culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Фёдор Карягин ученӑй-экологӑн 80 ҫулхине халалланӑ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Мероприятие Чӑваш Енри Агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен союзӗ, Вырӑс географи обществин Чӑваш Енри уйрӑмӗ, Раҫҫейри экологи обществи, Раҫҫейри гидрометеорологи обществи, Чӑваш Енри наукапа ӳнер академийӗ йӗркеленӗ. Конференцире ученӑйӑн тӗрлӗ енлӗ ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан докладсем тунӑ. Аса илтерер: Фёдор Карягин — учёнӑй-педагог, географи наукисен кандидачӗ, профессор, Чӑваш Енри вӗренӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экологе, СССР халах вӗрентӗвӗн отличникӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  | 
| Персона   Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти ваттисем «Бичурин тата хальхи самана» музея ҫитсе курнӑ. Кӳкеҫре вырнаҫнӑ ҫак учреждени фончӗ пуян. Музейра краведенипе тата этнографипе ҫыхӑннӑ материалсемпе паллашма пулать. Кунсӑр пуҫне унта Никита Бичурин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ, унӑн тӗпчевӗсем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Никита Бичурин Шупашкар тӑрӑхӗнчи Шемшер ялӗнче ҫуралнӑ. Нумай вӗренме ӳркенменскер паллӑ ученӑй-синолог пулса тӑнӑ. «Никита Бичурин пурнӑҫӗ питӗ тӗлӗнтерчӗ. 1Китайра 13 ҫул ӗҫлесе пурӑнна чӑваш ӑсчахӗ Раҫҫее Китайпа ҫывӑхлатнӑ», — хавхаланса каласа кӑтартнӑ музейра пулса курнӑ хыҫҫӑн Любовь Сазанова пенсионерка. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  | 
| Пӑтӑрмахсем   Шупашкарти Хӗвелтухӑҫ урамӗнчи 13-мӗш ҫурт тӑррин парапечӗ йӑтӑнса аннӑ. Ку инкек ӗнер кӑнтӑрла иртнӗ хыҫҫӑн пулнӑ. Ӗнер ҫил те вӑйлӑ пулнӑ. Ку унпа ҫыхӑннӑ-и е ҫук-и - специалистсем уҫӑмлатӗҫ. Парапет подъезд умӗнче ларакан икӗ машина ҫине ӳкнӗ. Иккӗшӗ те вӑйлах сиенленнӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫын утса пынӑ, вӑл чутах инкеке лекмен. Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  | 
| Республикӑра   Вырсарникун, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Улхаш участок лесничествинче пушар тухнӑ. Ҫулӑм тухнине ирхи 8 сехет те 5 минутра асӑрханӑ . Вырӑна 3 пушар машини, трактор тата вӑрманта ӗҫлекен 20 ҫын ҫийӗнчех ҫитнӗ. Тикӗс вырӑн пулманран пушара самай вӑхӑт сӳнтернӗ – ҫулӑма каҫхи 8 сехет те 5 минутра тин парӑнтарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм «типӗ аслатие» пула тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  | 
