Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
Мая Селендеева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
Мая Селендеева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа шӑп та лӑп 125 ҫул ҫитет. Ҫавна май Лидия Филиппова, Ҫеҫпӗл Мишши ентешӗ, журналист тата публицист, ҫыравҫӑ, ӑсчах-тӗпчевҫӗ «Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!» - «Живи, наш Сеспель!» сӑвӑсен пуххине хатӗрлесе кӑларнӑ. Ҫав кӗнекене Патӑрьелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш номерлӗ вӑтам шкулта хӑтланӑ.

Хӑтлава Ҫеҫпӗл Мишшин «Тинӗсе» сӑввине шкул ачисем вуланинчен пуҫланӑ. Ӑна 10-мӗш класра вӗренекен София Цыганова тата Яна Головина ӑста янраттарнӑ. Кун пирки Мая Селендеева тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Ҫеҫпӗл сӑввисенеытти ача та чун-чӗри витӗр шӑрантарса кӑларнӑ.

«Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисем паянхи кун та мӑнаҫлӑн янӑраҫҫӗ. Апла кӑвар чун-чӗреллӗ сӑвӑҫӑмӑр халӑх чӗринче пурӑнать тесех тӗв турӑмӑр. Ҫыравҫӑсемпе тӗл пулни те хавхалантарчӗ темелле вӗсене. Шурӑ хуламӑртан Лидия Филипповӑпа пӗрле Галина Кӗмӗл, Мальвина Петрова сӑвӑҫсем те килчӗҫ хӑтлава», — хыпарланӑ Мая Селендеева.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall32367461_4587
 

Хулара

Шупашкарти 10-мӗш шкул умне Андриян Николаев космонавтӑн бюстне лартнӑ. Ӑна Андриян Григорьевичӑн ҫуралнӑ кунӗнче, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, вырнаҫтарнӑ.

Унӑн бюсчӗ унта унччен те пулнӑ-ха, анчах хӑш-пӗр пайӗ хӑйпӑнса ӳкнӗ. Ачасемпе вӗрентекенсем ӑна хӑйсен вӑйӗпе реставраци тума хӑтланнӑ, анчах ку пулӑшман. Кӑҫал вара ҫӗнӗ бюст лартнӑ.

Палӑртмалла: 10-мӗш шкул 1999 ҫултанпа Андриян Николаев ячӗпе хисепленет. Космонавт ҫуралнӑранпа кӑҫал 95 ҫул ҫитнӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта медицина форумӗ иртнӗ. Унта пӗтӗм ҫӗршыври 3 пине яхӑн медицина ӗҫченӗ пуҫтарӑннӑ.

Вӗсем — федераци, регион тата республика шайӗнчи пысӑк специалистсем, тӗп тухтӑрсем, поликлиникӑсемпе уйрӑмсен заведующийӗсем, пӗрремӗш звенора ӗҫлекен врачсем, профильлӗ специалистсем – кардиологсем, гастроэнтерологсем, ревматологсем тата ыттисем.

Форума хутшӑнакансем сахӑр диабечӗпе, чӗрепе юн тымарӗсен, вар-хырӑм, сывлӑш ҫулӗсен чирӗсемпе кӗрешес ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ.

 

Хулара
u-f.ru сайри сӑн
u-f.ru сайри сӑн

Шупашкарти 40 ҫулти арҫын, сварщикре ӗҫлекенскер, юрату шыраса укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл паллашу сайтӗнче Америкӑри хӗрарӑмпа паллашнӑ. Унтан вӗсем мессенджерта ҫырӑннӑ.

Кӗҫех хӗрарӑм ӑна юратни пирки пӗлтернӗ, ун патне посылкӑпа хаклӑ парне янине каланӑ.Анчах вӑл таможньӑра чарӑнса тӑнӑ-мӗн, ӑна илме укҫа тӳлемелле.

Арҫын иккӗленнӗ, полицие пырса каласа кӑтартнӑ. Полицейскисем ку, ахӑртнех, ултавҫӑ пулнине каланӑ, ӑна ҫыхӑнӑва татма хушнӑ.

Арҫын итлесе ҫапла тунӑ-ха, анчах «савнийӗ» ун патне тепӗр номертен ҫырса янӑ, ҫапла каллех калаҫса кайнӑ. Кайран сварщик пӗлӗшӗсенчен 98 пин илсе «савнийӗ» кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ. Укҫине илсен «Америкӑри савни» ҫухалнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/3601
 

Республикӑра
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Ҫитес ҫул Канаш хули 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫавна май уява хатӗрленме правительство комиссийӗ туса хунӑ. Ӗҫлӗ ушкӑна ЧР вице-премьерӗ Дмитрий Краснов ертсе пырӗ. Сопредседателӗ - РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков. Ушкӑнра пӗтӗмпе - 19 ҫын.

Палӑртмалла: 1925 ҫулччен Канаш сала пулнӑ. Халӗ вӑл - индустри хули, республикӑри транспорт чукун ҫул центрӗ.

 

Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен, паянтан, «Шупашкар - Ҫӗньял-Покровски» маршрут ҫӳреме тытӑнать. Кун пирки ЧР Транспорт министерстви пӗлтерет.

Тахҫан ку маршрут пулнӑ-ха, анчах тупӑш паманнипе перевозчик ӑна пӑрахӑҫланӑ. Халӗ ку ӗҫе ҫӗнӗ хуҫа илнӗ. Ӑна уҫӑ конкурссӑрах суйланӑ.

Транспорт кунне 3 хут ҫӳрӗ: 6:10, 7:10 тата 16:30 сехетсенче (Бабушкин тӑкӑрлӑкӗнчи 8-мӗш «а» ҫурт патӗнчен тапранӗ). Ҫӗньял-Покровскинчен рейс 6:40, 7:40 тата 17:00 сехетсенче кайӗ.

 

Вӗренӳ
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ҫӗнӗ корпусӗн (вӑл Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) стени ҫине мурал тунӑ. Унта Никита Бичуринӑн сӑнне ӳкернӗ.

Ӑна университетри икӗ студент хатӗрленӗ: пӗри машиностроени факультетӗнче вӗренет, тепри - дизайн факультетӗнче.

Мурала официаллӑ майпа авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче уҫӗҫ. Ун чухне - Никита Бичурин ҫуралнӑ кун.

 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти фольклор ансамблӗ «Теветкел» тӗнче шайӗнчи икӗ конкурсра лауреат пулса тӑнӑ: Хусанта иртнӗ «Культурӑсен пӗрлешӗвӗ» тата Питӗрте пулнӑ «Нева проспекчӗсем» конкурссенче. Иккӗшӗнче те пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Ансамбле 2010 ҫулта «Химик» культура ҫуртӗнчи чӑваш халӑх театрӗ ҫумӗнче Альбина Алексеева пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Паянхи кун унӑн репертуарӗ пуян: 50 ытла юрӑпа ташӑ, вӗсем – тӗрлӗ жанрлӑ.

Ансамбль малашне те ҫулҫӳревсене тухасшӑн, чӑваш халӑх этнокультурипе паллаштарасшӑн.

 

Пӑтӑрмахсем
newsnn.ru страницӑран илнӗ скриншот
newsnn.ru страницӑран илнӗ скриншот

Чулхулари «Валдайсем» Сӗнтӗрвӑррине ҫӳреме тытӑнасшӑн. Асӑннӑ хулари «Водолет» компани 2025 ҫулта виҫӗ ҫӗнӗ маршрут уҫасшӑн, ҫав шутра — Сӗнтӗрвӑррине те.

Хальхи вӑхӑтра компани Чулхуларан Хусана тата Чӗмпӗре ҫӳрет, ҫула май Шупашкарта чарӑнать.

«Ҫыхӑнура» форум пирӗн республика ертӳҫисем кӑҫал Шупашкартан Сӗнтӗрвӑррине, Куславккана тата Чикмене шыв транспортне ҫӳретме тытӑнассине пӗлтернине аса илтерет.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ ҫӗн сезона ҫитес уйӑхра уҫӗ. Концерт юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртӗ.

Концерт программине «В семье единой» (чӑв. Пӗрлехи ҫемьере) ят панӑ. Ӑна вӑл Раҫҫейри ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ.

«Пӗр шухӑшлӑх ҫемьере те, ҫӗршывра та пӗлтерӗшлӗ. Унран пирӗн, ҫемье тата патшалӑх пуласлӑхӗ килет. Чӑваш Енри пӗрлехи ҫемьере нумай халӑх наци ҫынни пурӑнать. Программӑра вӗсен пултарулӑхне пӗрлехи вокалпа хореографи концерчӗ урлӑ кӑтартса парӑпӑр», – тенӗ ансамблӗн ӳнер ертӳҫин тивӗсне пурнӑҫлакан Алексей Тимошенко.

 

Страницӑсем: 1 ... 107, 108, 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, [117], 118, 119, 120, 121, 122, 123, 124, 125, 126, 127, ... 3837
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Çывăх çынсемпе, туссемпе е ĕçтешсемпе хутшăнура йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Сăлтавĕ - элек. Килĕшÿ нумай вăхăтлăха çухалĕ. Уява е тĕлпулăва такамăн гĕрсĕр шÿчĕ пăсĕ. Тен, сăлтавĕ сирĕнре те пулĕ.

Нарӑс, 24

1991
34
Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...