Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус паркӗ тӗпрен ҫӗнелнӗ. Халӗ вара унта кондукторсем те ӗҫлемеҫҫӗ – кашни транспорта валидатор вырнаҫтарнӑ, пассажирсене контролерсем те тӗрӗслекелеҫҫӗ. Валидатор патне карточкӑна е телефона илсе пымалла, унтан сасӑ пуласса кӗтмелле. Терминал билет пичетлесе памасть. Ӑна bilet.nspk.ru сайтра е оператор сайтӗнче илме пулать. Валидаторпа билетшӑн тӳлесен укҫана счет ҫинчен каярахпа илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Илепар ялӗнче культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Чӑваш Енӗн Культура министерствинче ӑна «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хӑпартса лартнине пӗлтереҫҫӗ. Культура ҫуртне пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Ӑна хальхи вӑхӑтри обрудованипе тивӗҫтернӗ май фильмсем кӑтартӗҫ, концертсем лартӗҫ. Кульутра ҫуртӗнче ачасем валли спорт тата пултарулӑх кружокӗсем ӗҫлессине ӗнентереҫҫӗ. Кӑҫал пирӗн республикӑри муниципалитетсенче 14 клуб тӑваҫҫӗ. Вӗсенчен иккӗшне — вырӑнти хысна укҫипе, ҫиччӗшне — пуҫаруллӑ бюджет шучӗпе, пӗрне — «Культура» нацпроектпа, тӑваттӑшне — «Культурӑна аталантарасси» патшалӑх программипе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ене темиҫе туризм зонине пайланӑ. Кун пирки республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов пресс-конференцире пӗлтернӗ. Ҫурҫӗр, Хӗвелтухӑҫ тата Анӑҫ – ҫакӑн пек зонӑсем туса хунӑ. «Ҫурҫӗр» туризмпа рекреаци зонине Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Муркаш, Красноармейск тӑрӑхӗсем кӗреҫҫӗ. «Хӗвелтухӑҫ» зонӑна — Канаш, Комсомольски, Тӑвай, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Вӑрмар тата Елчӗк тӑрӑхӗсем, «Хӗвеланӑҫ» зонӑна — Хӗрлӗ Чутай, Элӗк, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Улатӑр, Пӑрачкав тӑрӑхӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vk.com сайтри сӑн ӳкерчӗк ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн председательне Наталья Николаевӑна /вӑл унӑн мӑшӑрӗ/ Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ. Хушӑва ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хула кунӗнче РФ Патшалӑх Думин депутатне Анатолий Аксакова, Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумне Алексей Ладыкова та сцена ҫинче чысланӑ. Анчах Наталья Николаева унта пулман. Хушӑва алӑ пуснӑ чухне документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗн саккунсен архивӗнче пичетлемен пулнӑ. Хушупа килӗшӳллӗн Наталья Николаевӑна наградӑна «ҫемье институтне ҫирӗплетес ҫӗре тӳпе хывнӑшӑн тата общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн» панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре «Чӑваш Республикин Элтеперӗн лару-тӑру центрӗ» ятлӑ хысна учрежденине уҫнӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хысна учрежденийӗн штачӗ 3 единицӑран тӑрӗ. Хысна учрежденийӗн тӗллевӗнчен пӗри — «Чӑваш Республикин Элтеперӗн тата Министрсен Кабинечӗн управлени ыйтӑвӗсемпе паха йышӑну тӑвасси». Вӑл ҫавӑн пекех лару-тӑрӑва сӑнаса-тишкерсе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче Альбина Юрату ҫыравҫӑн «Пӗр ывӑҫ канфет» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Унта калавӗсем, прозӑлла сӑввисем, эссесемпе тӗрленчӗкӗсем кӗнӗ. Кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Галина Матвеева пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке икӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗшне «Ҫунатлӑ урхамах», «Ылхан», «Шурӑ кӗпе», «Пӗччен чарлан», «Каҫар мана, ҫуралайман ачам», «Саплӑк», «Шӑнкӑрчи», «Ирӗклӗ Илюк», «Юлашки ӳкӗнӳ» тата ытти калавсене кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче Ухсай Яккӑвӗн «Кӗслеҫӗпе упа» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна пултаруллӑ ҫыравҫӑн хӗрӗ Ольга Ухсай пухса хатӗрленӗ. Кӗнекене виҫӗ хайлав кӗнӗ. Сӑвӑлла ҫав юмахсем малтанхи хут 1954 ҫулта «Кӗслеҫӗпе упа» кӑларӑмра кун ҫути курнӑ. «Вӗсенче автор ӗмӗрхи темӑсене хускатнӑ: пуян пурнӑҫпа чухӑнлӑх, ырӑ кӑмӑллӑхпа чунсӑрлӑх, тавҫӑрулӑхпа айванлӑх... Сӑнарсен ӗҫӗ-хӗлӗ урлӑ ҫыравҫӑ ҫынсенчи ҫитменлӗхсене питлет, ултавҫӑсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать», — тесе пӗлтернӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче. Кӗнекене Татьяна Бурдина художник илемлетнӗ. Редакторӗ – Ольга Иванова. Тиражӗ – 1000 экземпляр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() "Про Город" тунӑ сӑн Тӑвайра пурӑнакан Евгений Школьников мӑшӑрӗпе Зинаидӑпа пахчара арпус ӳстернӗ. Сахал мар – 100 ытла! Евгенйи – 72 ҫулта. Школьниковсем 11-мӗш ҫул ӗнтӗ арпус туса илеҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем 160 хунав лартнӑ. Вӗсене малтан килте ӳстереҫҫӗ, ҫӗртме пуҫламӑшӗнче пахчана тухса лартаҫҫӗ, кун сиктерсе шӑвараҫҫӗ – ҫапла арпус тӗрӗс-тӗкел ӳсет, нимӗнле удобрени те кирлӗ мар. Кӑҫал Школьниковсен чи пысӑк ҫимӗҫӗ 10-11 килограмм тайнӑ. Арпуссӑр пуҫне вӗсем дыня, хӗвел ҫаврӑнӑш, улмуҫҫи, иҫӗм ҫырли, ытти ҫимӗҫе ӳстереҫҫӗ. Палӑртмалла: нумаях пулмасть Школьниковсем пӗрлешнӗренпе 50 ҫул ҫитнӗ. Евгений – ЧР тава тивӗҫлӗ таврапӗлӳҫи, 7 кӗнеке авторӗ. Зинаида пурнӑҫ тӑршшӗпе экономистра ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Комсомольскинче пурӑнакан хӗрарӑмсем питӗ ырӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Вӗсем нуски, пинетка ҫыхаҫҫӗ. Питӗ-питӗ пӗчӗк вӗсем, мӗншӗн тесен вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ачасем валли ҫыхнӑ. Чӑнах та, нускисемпе пинеткӑсем пукане валли ҫыхнӑ пекех. Ырӑ чунлӑ хӗрарӑмсем хӑйсен аллипе ҫыхнӑскерсене кӗҫех вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ачасем патне ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн Шупашкарти «Университет» микрорайонти шкула планпа килӗшӳллӗн кӑҫал уҫмалла, ачасен ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне унта пуҫламалла. Паян унта Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, Тӗрӗслевпе шутлав палати, министерствӑсемпе мэри ҫыннисем ҫитсе курнӑ. Унччен каланӑ тӑрӑх, унти стройка ӗҫӗсене утӑн 31-мӗшӗччен вӗҫлемелле пулнӑ. Кайран тепӗр вӑхӑта куҫарнӑ: авӑнӑн 1-мӗшӗччен. «ТУС» тӗп директорӗ Николай Угаслов пӗлтернӗ тӑрӑх, строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ, унта халӗ клининг компанийӗ ӗҫлет, вӗренӳ оборудованине кӳрсе килеҫҫӗ. Объекта йышӑнас тапхӑр пырать халӗ. Николай Угаслов каланӑ тӑрӑх, ку кӑткӑс ӗҫ, ун валли татах вӑхӑт кирлӗ. Ҫавӑнпа шкул ачасене хӑҫан йышӑнасси пирки татӑклӑн каламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |