Республикӑра
![]() Дмитрий Моисеев архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре Медиацентр туса хурасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна кам ертсе пырассине те хыпарланӑччӗ: «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн ҫумӗ Дмитрий Моисеев. Аса илтерер: Дмитрий Андреевич 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗччен Издательство ҫуртне вӑхӑтлӑх ертсе пынӑ. Медиацентра ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче регистрациленӗ. Унӑн учредителӗ – ЧР Цифра министерстви. Мънле ӗҫсем пурнӑҫлӗ-ха Медиацентр? МИХсене кӑларса тӑрӗ, республикӑри интернет-ресурссене аталантарӗ, контент тӑвӗ, медиасферӑна тишкерӗ. Ҫавӑн пекех вӑл хаҫатсен дизайнӗпе, версткипе, рекламипе те ӗҫлӗ. Палӑртса хӑварар: Дмитрий Моисеев И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ, 2006 ҫулта «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» корреспондентра ӗҫленӗ, 2009-2015 ҫулсенче унӑн редакторӗ пулнӑ. 2016 ҫултанпа – «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн ҫумӗ. Вӑл – ЧР Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ, кӗнекесен авторӗ. Унӑн пьесисем тӑрӑх халӑх театрӗсем спектакльсем лартаҫҫӗ. |
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Сӑра фестивальне пӗрремӗш ҫул йӗркелемеҫҫӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та вӑл кӗрлесе иртсе кайрӗ. Ӑна йӗркелекенсем унта мӗн чухлӗ сӑра ӗҫнине шутланӑ. Сакӑр кунра 35,4 пин литр сӑра, 9,5 пин литр ӳсӗртмен сӑра, 7 пин ытла литр пыллӑ сӑра сутнӑ. Ҫыртмӑшсенчен ҫынсем ытларах какай тата бургер туяннӑ. Фестивальте 2315 бургер, 810 хот-дог, 8 тонна шашлӑк сутӑннӑ. Унсӑр пуҫне фестиваль хӑнисем 350 литр шӳрпе тата хашлама ҫинӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() sb.by сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Раҫҫейре «Кино каҫӗ» акци иртӗ. Ӑна йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Раҫҫей киновӗн кунне халалласа йӗркелеҫҫӗ. Пирӗн республикӑра унта Ҫамрӑксен театрӗн «Ҫеҫпӗл» кинотеатрӗ тата округсенчи 18 кинозал хутшӑнаҫҫӗ. Акцие хутшӑнакансене Раҫҫей кинематографӗн ҫӗнӗ фильмӗсене тӳлевсӗрех кӑтартаҫҫӗ: Александр Андрющенкӑн «Сто лет тому вперед» фантастика блокбастерӗ, Александр Войтинскин «По щучьему велению» юмахӗ тата Александр Герман-кӗҫӗннин «Воздух» ҫарпа истори драми. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Галина Григорьева-Айпикен халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи «Ясна» этнокомплексра паян Пушкӑртстанри чӑвашсем пулнӑ. Галина Григорьева-Айпикен халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем парнесемпе килнӗ, музея ҫӗнӗ экспонатсемпе пуянлатнӑ. Аякри йӑхиашӑмӑрсене чӑваш юррипе кӗтсе илнӗ. «Тваткал пахчи, ҫырла пахчи. Ҫырли пиҫсен илемлӗ. Ах, Тор-Тор, панулми. Татымап, ҫиимап, Тӑвансӑр пуҫне пурнымастӑп. Тӑван пӳрчӗ, тваткал пӳрчӗ. Тӑвансем пухӑнсан илемлӗ. Ай, Тор-Тор, панулми, Татымап, ҫиимап, Тӑвансӑр пуҫне пурнымастӑп...», — шӑрантарнӑ хӑнасене кӗтсе илнӗ май. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре медиацентр туса хума палӑртни ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ӑна ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Кун пирки companium.ru сайтра пӗлтернӗ. Директор пулма «Хыпар» издательство ҫуртӗнче чылай ҫул ӗҫлекен Дмитрий Моисеева ҫирӗплетнӗ. Юлашки вӑхӑтра вӑл издательство ҫурчӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫласа пынӑ. Ҫав организацин юридици адресне Шупашкар хули, Ленинла комсомол урамӗ, 1В ҫурт тесе кӑтартнӑ. Хальхи вӑхӑтра «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Виктория Вышинская. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ирина Диарова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш ачисен «Эткер» сменинче канакан ачасем «Чӑваш керем» этнокомплексра экскурсире пулнӑ. Ирина Диарова чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Сорокин ачасене музейри кашни япала ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ, ыйтусене хуравланӑ. Ачасене почта историйӗ ҫинчен каласа пани уйрӑмах килӗшнӗ-мӗн. «Чи кӑмӑлли вара парне пулчӗ. Сергей Лазаревич кашнинех кӗнеке парнелерӗ. Сӑн ýкерӗнни те, А.С. Пушкин сӑввисене чӑвашла вулани те ачасен асӗнче нумайлӑха асра юлӗ», — пӗтӗмлетнӗ Ирина Диарова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() "Контактри" сӑн Етӗрне муниципаллӑ округӗнче Пӗтӗм тӗнчери плэнер иртнӗ. Ӑна Тури Ачак ялӗнче йӗркеленӗ. Плэнера хутшӑнакан ӳнерҫӗсем хӑмла темипе те ӳкернӗ. Хӑмла ку округа мӗншӗн ҫывӑх пулни паллӑ ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех ӳнерҫӗсем 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш хресченӗн чӗрхуҫалӑх музейӗн заведующийӗн Людмила Петровӑн портретне те ӳкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче фристайл-парк уҫӑлнӑ. Унта аэроминтер тата кантра ҫулӗ уҫӑлнӑ. Ку проекта спонсорсем пулӑшнипе пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев. Асӑннӑ паркра спортсменсем фристайл енӗпе ӑмӑртайӗҫ. Фристайл-паркри аэроминтер калӑпӑшӗ — 55х25 метр. Унта спортсменсем дисциплинах «слоуп-стайл» тата «биг-эйр» дисциплинӑсенче хӑйсен пултарулӑхне туптаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти аэропорт сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти аэропорта юсама пуҫлани виҫӗ ҫул ӗнтӗ. Ҫав вӑхӑтра аэровокзал ӗҫлеме самантлӑха та чарӑнман — тӗрлӗ хулана каякансене тата пирӗн тӑрӑха килекенсене йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, отделка ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Строительсем инженери сечӗсене монтаж туса пӗтернӗ. Юсаса пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫурт калӑпӑшӗ виҫӗ хут ытла пысӑкланӗ. Юсав ӗҫӗ ҫулталӑкӗпех пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/newschebru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулин 555 ҫулхине халалланӑ уява ҫӗршыври паллӑ юрӑҫа Шамана чӗннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Концерта курма халӑх калама ҫук йышлӑн пуҫтарӑннӑччӗ. Анчах ахаль куракансене юрӑҫран вип-зонӑпа уйӑрнӑ. Унта ача-пӑчапа аслисем тата тӳрӗ-шара пурччӗ. Куракансене ҫакӑн пек икӗ ушкӑна уйӑрни теприсене тӗлӗнтернӗ, вӗсем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов патне те халӑх тетелӗнче кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑ. Тӳрӗ-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, фан-зонӑра Уҫӑ хулан хастарӗсем, волонтёрсем, ӗҫлекен ҫамрӑксен канашӗн, республикӑн районӗсен пайташӗсем, уяв мероприятийӗсене хутшӑннӑ артистсем пулнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |