Политика
![]() Павел Семёнов Чӑваш Енри чи пысӑк хуласенчен пӗри, Ҫӗнӗ Шупашкар (Шупашкар хыҫҫӑн калӑпӑшӗпе вӑл иккӗмӗш) каллех ертӳҫӗсӗр тӑрса юлнине «Regnum» информаци агентстви пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Алексей Ермолаев хулан сити-менеджерӗн Павел Семёновӑн полномочийӗ вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленни ҫинчен калакан хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӗҫрен кайма ыйтса Павел Семёнов ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех заявлени ҫырнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл икӗ эрнелӗх отпуска кайнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама сити-менеджерӑн ҫумне Дмитрий Пулатова шаннӑ. Канашра 1976 ҫулта ҫуралнӑ Павел Семёнов Ҫӗнӗ Шупашкарӑн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче 7 уйӑхран та сахалрах ӗҫленӗ. Вӑл должноҫе ӑна пӗлтӗрхи раштавӑн 2-мӗшӗнче шанса панӑччӗ. 2000 ҫултанпа сити-менеджер должноҫне Ҫӗнӗ Шупашкарта тӑхӑр ҫын йышӑнса пӑхма ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе чару мерисем йышӑннӑ. Хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ку юлашки вӑхӑтра каварлӑ вирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн, кафесемпе ресторансене ҫур ҫӗр иртни 1 сехетрен пуҫласа ирхи 6-чен ӗҫлеме чарнӑ. Ҫав вӑхӑтра апата урама илсе тухса пама ҫеҫ юрать. Ҫавӑн пекех кафесемпе ресторансенче кӑшӑлвирусран прививка тутарнӑ е чирлеменнине ӗнентерекен справка илнӗ клиентсен зонисене тума палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rbc.ru сайтри сӑн Улатӑр районӗнчи Стемас ялӗнче 16 ҫулти каччӑ ентешӗсен ылтӑнӗсене вӑрланӑ. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ентешӗн ҫуртне кӗнӗ. Унта вӑл ылтӑн эрешсене тата телефон вӑрланӑ. Пӗтӗмпе – 30 пин тенкӗлӗх. Унччен вӑл тепӗр ентешне шар кӑтарнта: лумпа усӑ курса чӳречене хирсе кӑларнӑ та картише кӗнӗ. Унта вӑл электричество пралукӗсем вӑрланӑ. Хуҫине 2 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе Улатӑр районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vremenynet.ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗнче васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем 100 ҫултан иртнӗ 10 пациента пулӑшнӑ. Вӗсенчен 9-шӗ – хӗрарӑмсем, пӗри – арҫын. Пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑскерсене мӗн канӑҫсӑрлантарнӑ? Вӗсен юн пусӑмӗ ӳснӗ, ӳт температури хӑпарнӑ, сывлама йывӑрланнӑ. 100 ҫултан иртнисем Шупашкарта, Канашра, Етӗрнере, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Муркаш районӗсенче пурӑнакансерсем. Чи асли – 107 ҫулта. Вӑл вӑй ҫуккине, пуҫ ҫаврӑннине туйнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Анжелика Сидорова архивӗнчи сӑн Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Японири Токио хулинче ҫуллахи Олимп ваййисем пуҫланӗҫ. Ӑмӑртусем ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗҫ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Олимп вӑййисене Чӑваш Ен спортсменки Анжелика Сидорова хутшӑнӗ. Вӑл Мускаври наци пӗрлештернӗ командин тата Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ. Аса илтерер: Владислав Поляшовпа Елена Герасимова гимнастсем те Олимп вӑййисене хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫӗртме уйӑхӗ шӑрӑх та типӗ пулчӗ, нормӑран 4 градус ытларах ӑшӑ пулчӗ. Кӑҫал ҫанталӑк 2010 ҫулхи пек пулӗ теҫҫӗ ҫынсем. Чӑнахах-ши? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗнче антициклон хуҫаланӗ, нормӑран 2 градус ӑшӑрах пулӗ. 2010 ҫулта 7 градус ӑшӑрах тӑнӑ. Раштав уйӑхӗ типӗ тӑнӑ хыҫҫӑн кӑрлачра юр нумай ҫурӗ. Ку енӗпе пӑхас тӑк, утӑ уйӑхӗнче чашлаттарса ҫӑвакан ҫумӑрсем пулмалла. Ыран тата тепӗр кун ҫумӑр ҫӑвӗ. Унтан 2 эрне каллех типӗ тӑрӗ. Уйӑх варринче ҫеҫ ҫумӑр ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Раҫҫей Президенчӗ йӑлана кӗнӗ тӳрӗ лини ирттерчӗ. Ӑна харӑсах темиҫе МИХ эфирӗнче курма тата итлеме май килчӗ. Владимир Путин хуравланине «Пӗрремӗш», «Раҫҫей 1», «Раҫҫей 24», НТВ, ОТР, «Мир» телеканалсем, «Маяк», «Вести FM» тата «Раҫҫей радиовӗ» радиостанцисем тӳрӗ эфира кӑларчӗҫ. 4 сехете яхӑн тӑсӑлнӑ тӳрӗ линие кӗске ыйтусемпе хуравсем вӗҫлерӗҫ. «Владимир Владимирович, телейлӗ пулма мӗн кирлӗ?», — тесе ыйтрӗ, сӑмахран, телеертӳҫӗсенчен пӗри, Екатерина Березовская. «Хӑв кирлине туйни тата хӑвна ӗҫе кӗртме пултарни», — терӗ ҫӗршыв ертӳҫи. Наиля Аскер-заде телеертӳҫӗ вара Президент отставкӑна кайсан ӑҫта ӗҫлессипе кӑсӑкланчӗ. «Отставка хыҫҫӑн мӗн тума ӗҫлемелле? Кӑмака ҫинче ларӑп», — пулчӗ Путинӑн хуравӗ. «Диетӑна эсир епле йышӑнатӑр?» — пӗлесшӗн пулчӗ Екатерина Березовская. Владимир Путин пурне те виҫеллӗ ҫимелле тесе шухӑшланине пӗлтерчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республики тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн официаллӑ страницинче «Регион сӑнӗсем» рубрика тытса пырассине унчченех йӑлана кӗртсе янӑччӗ. Ӗнер унта Михаил Александровпа паллаштарнӑ. Михаил Александров – Г.С. Титов ячӗллӗ Тӗп тӗпчев космос центрӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ. Вӑл 30 ҫулта. Йӗпреҫ районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗнче 13 ҫул службӑра тӑрать. Офицер хӑйӗн пурнӑҫне космоспа ҫыхӑнтарма ачаранах ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑнпах вӑл шкул хыҫҫӑн Ҫарпа космос академине вӗренме кӗнӗ. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче космос отраслӗн инженерӗсене хатӗрлеҫҫӗ. «Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» оществӑра ҫамрӑк офицера ырлаҫҫӗ. Михаил мӑшӑрӗпе хӗрпе ывӑл ӳстереҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑтра офицер чӑваш литературине вулама, Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисем ҫинчен материалсем пухма кӑмаллать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре Чӑваш чӗлхи музейӗ пулӗ. Кун пирки паян сӑмах хускатнӑ. Паян Атӑлҫи федераци округӗн шайӗнче культура эткерлӗхӗн специалисчӗсен семинар-канашлӑвӗ иртнӗ. Унта 12 регионти специалистсене йыхравланӑ. Чӑваш Енре унта республика Элтеперӗ Олег Николаев, культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ. Музей Етӗрне хулинче пулма пултарать. Унта чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи Николай Ашмарин ҫуралнӑ. Ҫав ҫурта юсаса ҫӗнетмедокументсем хатӗрлеме республика хыснинчен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Улатӑрта тата Етӗрнере сумлӑ объектсем пуррине пӗлтернӗ. Вӑл Николай Ашмарин тӳпине уйрӑмах пысӑка хурса хакланӑ. Вӑл 17 томлӑ чӑваш словарӗн авторӗ пулнине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Сӑмах май, Чӑваш Енре культура эткерлӗхӗн 683 объекчӗ шутланса тӑрать, ҫав шутран 221-шӗ – федераци тӗллевӗллӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() inmoscowtoday.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Мускавра ӳкерсе илнӗ сӑн Ҫӗркаҫ пирӗн тӑрӑхра вӑйлӑ ҫумӑр ҫуса иртрӗ. Ҫав вӑхӑтра аслати хӑрушла кӗмсӗртетрӗ, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, вӑйлӑ ҫил тухрӗ. Ҫавӑн пек ҫанталӑк хӑш-пӗр ҫӗрте ҫынсене ҫурт-йӗрӗпе хуралтине сиен кӳнӗ. 14 муниципалитетри 46 ялта ҫынсем шар курнӑ. Электроэнергисӗр вӑхӑтлӑха е кӗске вӑхӑтлӑха 5670 уйрӑм ҫын ҫурчӗ тӑрса юлнӑ. Вӗсенче 13800 ҫын пурӑнать. «Ӗҫе васкавлӑ пурнӑҫламалла. Ун валли муниципалитетсенче мӗнпур вӑй тата хатӗр пур», — тенӗ паян Олег Николаев. Чӑн та, ирхи 10 сехет тӗлне 20 ялта ҫутӑ панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |