Сӑра вӑрланӑПолитика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи кафесенчен пӗринчен икӗ ещӗк сӑра тата кассӑри 2 пине яхӑн тенкӗ укҫа ҫухалнӑ. Кафере ӗҫлекенсем апатлану заведенине питӗрнӗ чухне пӗрре ҫеҫ ҫавӑрса илнӗ. Ҫӑрана икӗ арҫын ҫӑмӑллӑнах уҫса кӗме пултарнӑ. Алӑка уҫнӑ хыҫҫӑн вӗсем кафене икӗ хутчен хутласа икӗ ещӗк сӑра тата кассӑри 2 пине яхӑн тенкӗ укҫана вӑрласа кайнӑ. Кафене вӑрӑсем кӗни пирки унта ӗҫлекенсем йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Усал ӗҫе тунӑ тесе 20-22 ҫулсенчи икӗ ҫамрӑка тытса чарнӑ. Вӗсенчен пӗрине унччен пуҫиле майпа явап тыттарнӑ иккен. Халӗ каллех суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял хуҫалӑхӗ
![]() «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществин производствӑпа технологи комплексне пӗтӗмпех сутса янӑ. Пурӗ 108 миллион та 941 пин тенкӗпе. Кун пирки Борис Литти арбитраж управляющийӗ пӗлтернӗ. Предприятин пурлӑхне хака пӗчӗкшерӗн чакарса сутнӑ. Маларах 435,5 миллион тенкӗ ыйтнӑ. Кайран, ав, ӑна 108,9 миллион тенкӗпе сутнӑ. Пурлӑха туянаканни — Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкри «ВДС» предприяти. «ВДС» тулли мар яваплӑ общество «Чӑваш бройлерӗн» кредиторӗсенчен пӗри пулнӑ. «Чӑваш бройлерӗ» кредиторсем умӗнче 207,6 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() news.obozrevatel.com сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа кӑшӑлвируспа чирлекенсем сахалланма тытӑннӑччӗ. Юлашки икӗ кунра каллех кӑрлач уйӑхӗнчи кӑтартусем пулнӑ: ӗнер 79 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 29742 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 27084-шӗ сывалнӑ. Ку 91,1 процентпа танлашать. Шел те, инфекци 1769 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Юлашки талӑкра 8 ҫын вилнине палӑртнӑ, 75 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 893 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Апат-ҫимӗҫ
![]() rsnadzor21.rchuv.ru сайтри сӑн Шупашкарта 180 килограмм панулмине тӗп тунӑ. Кун пирки Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн пресс-служби пӗлтерет. Чӑваш Енри транспорт прокуратури ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче суту-илӳ вырӑнӗнче 182,2 килограмм панулми тупнӑ. Ун ҫинчи этикеткӑсем ҫинче нимӗнле маркировка та пулман. Ҫакӑ курӑннӑ: панулмисене татнӑ. Анчах документсем пулман. Тӗрӗслев хыҫҫӑн вӗсене туртса илнӗ, 182,2 килограмм панулмине тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Етӗрне хулинчи общежитире икӗ арҫын виллине тупнӑ. Вӗсем 39-та тата 54 ҫулта пулнӑ. Арҫынсене пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр пулнӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак ӗҫе 52 ҫулти арҫын тума пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ. Вӑл – вӗсен пӗлӗшӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫурлан 5-мӗшӗнче вӗсем общежитире пурте пӗрле эрех ӗҫнӗ. Унтан хирӗҫсе кайнӑ. 52-ри арҫын пӗлӗшӗсене хӗненӗ, мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе темиҫе хут чикнӗ. Лешсем вилнӗ. Кун хыҫҫӑн пӳлӗмре ҫулӑм тухнӑ. Халӗ вӑл мӗне пула тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑҫ сарӑмсӑр вилнӗ. Пулла кайсан унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, паян, ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 42 минутра унӑн виллине ҫав тӑрӑхра пурӑнакан ҫынсем асӑрханӑ, кӗлеткене ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 1956 ҫулта ҫуралнӑ арҫын пулла кайнӑ, пӗвене тетел карнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл тетелпе ҫыхланса ларнӑ та путнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Сӑмах май, шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 32 ҫын путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Кӳршӗре
![]() Мӑкшӑ Республикинчи заповедникре алхасакан пушара сӳнтерме Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем те кайнӑ. 80 ҫынран тӑракан аэромобильлӗ ушкӑн тата 13 техника кӳршӗ региона паян ирхине тухса кайнӑ. Ку йыша Шупашкарти, Вӑрмарти, Йӗпреҫри, ытти тӑрӑхри пушарнӑйсем кӗнӗ. Юлашки даннӑйсене ӗненес тӗк, заповедникре ҫулӑм 850 гектар ҫинче алхасать. Сӑмах май, Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем 2010 ҫулта та Чулхула облаҫне вӑрман сӳнтерме кайнӑ. 2011 ҫулта Тутарстанра «Пӑлхар» теплоход путнӑ вырӑнта ӗҫленӗ. 2013 ҫулта вара Хабаровск крайӗнче ейӳпе кӗрешнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев чӑвашла хитре калаҫнине пирӗнтен чылайӑшӗ хӑнӑхса ҫитрӗ ӗнтӗ. Тепӗр тесен, чӑваш ҫынни тӑван чӗлхепе калаҫнинчен (ашшӗ-амӑш чӗлхине хисепленинчен) тӗлӗнме кирлӗ те мар-ха. Аса илтерер: Олег Николаев Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Республика ертӳҫи интервьюсене те чӑвашла парать, черетлӗ эрнене те икӗ чӗлхепе пӗтӗмлетет. Ӗнер вара вӑл «Хыпар» хаҫатӑн ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина Фейсбукра пӗлтернӗ. «Республика Пуҫлӑхӗ, Олег Алексеевич Николаев «Хыпар» хаҫатӑн ыйтӑвӗсене хуравлама килӗшрӗ, паллах — чӑвашла. Тӗплӗнрех, ҫитес номерте», — тесе ҫырнӑ наци медаихолдингӗн пуҫлӑхӗ. Элтеперпе Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче тӗл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Хыснаран 20 миллион тенкӗ ытла укҫа хывса баскетбол тата футбол лапамӗсем, чупса ҫӳремелли ҫулсем тунӑ, мини-футбол лапамӗ, тренажёрсем вырнаҫтарнӑ. Тренажёрсем айӗнче резинӑран сий сарман пирки ӳксе аманас хӑрушлӑх пысӑк. Строительсем ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн физкультура урокӗнчи ачасене строительствӑран юлнӑ ҫӳп-ҫапа тата вак чула пуҫтарма илсе тухнӑ. Ку вӑл пӗлтӗр пулнӑ. Шупашкар районӗнчи Атайкассинчи стадиона кӑҫал та йӗркене кӗртсе пӗтереймен-ха. «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх пӗлтернине ӗненсен, строительсем ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламан. Симӗс курӑк ешермелли вырӑнта, ҫав шутра футбол лаптӑкӗнче те, кирпӗч выртать тата хытхура ашкӑрать. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче вырӑнти ял тӑрӑхӗ подрядчик патне кӑлтӑка пӗтерме ыйтса ҫырупа тухнӑ-мӗн-ха. Утӑ уйӑхӗнче ҫӗре тикӗслеме тытӑннӑ, ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Стадиона симӗслетес енӗпе те ыйту пур. Лартма палӑртнӑ 150 чӑрӑшран пиллӗкмӗш пайӗ ҫеҫ пур, вӗсем те хут ҫинче малтан палӑртнинчен лутрарах иккен. Кунта мӗнех хушса калайӑн? Ӗҫе йӗркеллӗ вӗҫлеменнине курса тӑрсах ӑна алӑ пусса йышӑннӑ тӳре-шарапа специалист мӗнпур ыйту хуравне пӗлет пулинех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшлӑх университетӗнче тата В.И. Чапаев ячӗлл производство пӗрлешӗвӗнче тӑрӑшакансем тӗлӗнмелле резина хутӑшне патентлама пултарнӑ. Асӑннӑ хутӑш пуйӑс чукун ҫулпа пынӑ чухне вӑл чӗтреннине тата сасӑ кӑларнине пӗчӗклетме май парӗ. Рецептпа рельса ҫирӗплетнӗ чух усӑ курма пулать. Ҫакӑ рельссемпе усӑ курас вӑхӑта тӑсма пулӑшӗ. Чукун ҫул вакунӗсенче вара ытлашши шӑв-шав тӑмӗ. Ҫӗнӗлӗхе Чӑваш патшалӑх университетӗнчи Николай Кольцов тата В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнчи Сергей Сандалов, Николай Ушмарин, Евгений Егоров шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫӗнӗлӗхе 2021 ҫул вӗҫлениччен тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |