Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри муниципалитетпа Дагестанри район юнташ пуласшӑн. Ку ыйтӑва утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче сӳтсе явнӑ. Дагестанри Казбек районӗ Чӑваш Енри Ҫӗмӗрле районӗпе туслашасшӑн. Ку ыйтӑва ӗнер сӳтсе явнӑ. Тӗлпулӑва Дагестанри муниципалитетӑн ертӳҫи Гаджимурад Мусаев тата Чӑваш Ен Элтеперӗн пулӑшуҫи Иван Филиппов хутшӑннӑ. Гаджимурад Мусаев палӑртнӑ тӑрӑх, 1970 ҫулта ҫӗр чӗтреннӗ хыҫҫӑн Казбек районӗ Чӑваш Енпе туслашнӑ. Ҫавна май Казбек районӗнчи Дылым ялӗнчи пӗр микрорайон Чӑваш Ен ячӗпе хисепленет. «Чӑваш халӑхне пире пулӑшнӑшӑн тав тӑватпӑр. Чӑваш халӑхӗ хула туса пачӗ, унта халӗ те ҫынсем пурӑнаҫҫӗ», — тенӗ Казбек районӗн администрацийӗн пуҫлӑхн ҫумӗ Зикрула Эмеев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ шайри тӳре-шара тата депутат пулас кӑмӑллӑ ҫын авӑн уйӑхӗнчи суйлав пирки пуҫа хытах ватать. Мӗн тетӗн — авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче сасӑлав-ҫке. Ун чухне Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне тата Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине депутатсем суйлӑпӑр. Хӑш-пӗр ҫӗрте вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене хушма тата ҫӗнӗрен суйлав иртӗ. Кӑшӑлвирусран сыхланас тӗллевпе сасӑлав вӑхӑчӗ виҫӗ куна пырӗ: авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗччен. Суйлав ҫитнине сиссе урамсенче халех кандидатсен сӑнӗсене курма пулать. Пирӗншӗн, тӑван чӗлхемӗре сума сӑвакан чӑвашсемшӗн, чӑвашла ҫырни нимрен паха. Ҫавӑн пек баннера РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн Наци музейӗнче Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ та паллӑ ӳнерҫӗсенчен пӗрин, Чӑваш халӑх художникӗн Владимир Агеевӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Музейҫӑсем Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑста живопиҫре, графикӑра, ӳкерессипе ӗҫленӗ. Ӑна карикатурист пек те аван пӗлеҫҫӗ. Кашни ӗҫрех «агеев» стилӗ палӑрать. Владимир Агеевӑн пултарулӑхӗн биографийӗнче мифологие, легендӑсене тата халӑх юмахӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ ӗҫсем сумлӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Наци музейӗн фондӗнче 20 живопись ӗҫӗ упранать. Курава ҫав ӗҫсенчен йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() promedianews.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм банк ӗҫченӗсене те, йӗрке хуралҫисене те шанман. Ултавҫӑсене вара ӗненнӗ. Лешсем ӑна банк тата йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем тесе каланӑ та... Ҫынна шӑнман пӑр ҫине лартса яма ӑстаскерсем хӗрарӑма унӑн ячӗпе такамсем кредит илесшӗн, укҫана хӑрушсӑр счетсем ҫине куҫармалла тесе суйнӑ. Хӗрарӑма ӗнентерме «йӗрке хуралҫи» суя удостоверени те ӳкерсе ярса панӑ. Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм банка васканӑ, унта вӑл хӗрӗ валли кредит илме васкавлӑ укҫа кирлӗ тесе хӑйӗн 4 миллион тенкӗ укҫине илнӗ. Ҫав укҫа хӗрарӑма ашшӗ вилсен юлнӑ иккен. Банкра ӗҫлекенсем такамсем улталамаҫҫӗ-и тесе чарма пӑхнӑ, йӗрке хуралҫисене те чӗннӗ. Лешсем никам та шӑнкӑравламан-и тесе хытах кӑсӑкланнӑ. Банкра ӗҫлекенни кайран макӑрмалла ан пултӑр тесе те асӑрхаттарнӑ. Хӗрарӑм никама та итлемен. Унран та ытларах — тепӗр 5 банкра 3,5 миллион тенкӗ кредит илнӗ. Мӗнпур укҫана, пурӗ 7 миллион тенкӗ ытла, такамсене куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн Кӗнеке издательствинче хӑш-пӗр кӗнекене Мускав укҫипе кӑларӗҫ. Федераци субсидине «пурнӑҫӑн вулакан сӑнарне» ҫутатса паракан литературӑна кун ҫути кӑтартма уйӑраҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, укҫа-тенке вулав культурине халӑхра сарма, халӑхсен хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑварма параҫҫӗ. Федераци укҫипе Раҫсей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн Праски Виттин «Молитва в цвете» кӗнеке-альбомне, Владимир Степановӑн «Великие битвы наших предков» ӑслӑлӑхпа популярлӑ очеркӗсене, Юрий Ювенальевпа Сергей Ювенальевӑн «Музыкальное искусство и народная скульптура суваро-булгар – предков чувашей» кӗнеке-альбомне, Владимир Алмантайӑн «Суваро-булгарские имена и их значение» тӗпчевне пичетлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кашни ҫулах кӗркунне «Лучший народный дружинник» (чӑв. Чи лайӑх халӑх дружинникӗ) республика шайӗнчи конкурс иртет. Пӗлтӗр унта мӗнпур районпа хулари 18 дружинник хутшӑннӑ. Кӑҫал ҫӗнтерӳҫӗсене телевизор парса хавхалантарӗҫ. Телевизор диагоналӗ — 40 дюймран пуҫласа 43 дюйм таран. Ун пеккипе пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑн йышӑннисене савӑнтарӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ дружинника 32 бюймран пуҫласа 39 дюйм таран диагональлӗ телевизор лекӗ. Парнене аукционурлӑ туяннӑ. Пуҫламӑш хак виҫӗ модельшӗн 64,8 пин тенкӗрен 40 пин тенкӗ таран чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта паян 15 сехет ҫурӑра ача-пӑча пульницине хирӗҫ авари пулнӑ. «Шевроле» машина картише кӗнӗ чухне велосипедиста асӑрхамасӑр ун ҫине пырса кӗнӗ. Вӑл вара 15 ҫулти ача пулнӑ. Юрать-ха, ача чӗрӗ-сывах юлнӑ. Ача суранланманпа пӗрех, кӗлетки ҫинче шӑйрӑксем ҫеҫ пулнӑ. Велосипед вара машина айнех кӗрсе кайнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ача велосипедпа тротуарпа пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() infosmi.net сайтри сӑн Раҫҫей Правительстви регионсене 85 миллиард тенкӗ пайласа парӗ. Ку укҫа сывлӑх сыхлавӗ валли кайӗ. Хушӑва премьер-министр Михаил Мишустин алӑ пуснӑ ӗнтӗ. Чӑваш Ене 742 миллион тенкӗ лекӗ. Ку укҫа страхлав медицина пулӑшӑвӗ валли те пулӗ. Пӗр пайӗ кӑшӑлвируспа кӗрешмешкӗн кайӗ. Сӑмах май, кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа Раҫҫей Правительстви регионсене вируспа кӗрешмешкӗн пӗрре мар укҫа уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Семен Ислюковӑн палӑкӗ пулӗ-и? «Уҫӑ хула» порталта иртнӗ сасӑлава пӗтӗмлетнӗ. Унта 2604 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ, 1586 ҫын, патшалӑх деятельне Семен Ислюкова халалланӑ палӑк пулмалла тесе шутлать. 1018 ҫын палӑк лартассине хирӗҫ. Сасӑлав пӗтӗмлетӗвне Шупашкар хула администацийӗн архитектура тата хула строительствин управленине панӑ. Сӑмах май, Шупашкарта Семен Ислюкова халалланӑ урам пур. Вӑл – ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 12 сехет ҫурӑра Канашри ҫӳп-ҫап полигонне Росгварди тата полицейскисем ҫавӑрса илнӗ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта мина пулма пултарать тесе шухӑшланӑ. «Мина тупнӑ теҫҫӗ. Экстреннӑй службӑсем ҫитнӗ. Кунта полици, Росгварди, тухтӑрсем, пушар служби», - пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ. Мина тупнӑ-и е ҫук-и – хальлӗхе пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |