Пӑтӑрмахсем
![]() braslet-amulet.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тусу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр тенӗ ваттисем. Те тус пулнӑ ӗнтӗ вӑл, те пӗлӗш ҫеҫ — калаймӑпӑр. Анчах пӗлӗшне вӑл хур тунӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шупашкаркасси ялӗнчи пӗр килте 38 ҫулти арҫын пулнӑ. Ӳсӗр ҫын унтан пушӑ алӑпа тухса кайман. Вӑл ылтӑн-кӗмӗл ҫаклатса тухнӑ. Пурӗ 28 пин те 323 тенкӗлӗх. Халӗ ҫав арҫын тӗлӗшпе прокуратура айӑплав ҫирӗплетнӗ. 38 ҫулти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «в» пункчӗпе айӑплаҫҫӗ. Вӑл статьяпа ҫынна 5 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать. Пуҫиле ӗҫе Шупашкар район судне ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Дмитрий Пулатов Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Аса илтерер: хулан унчченхи сити-менеджерӗн Павел Семёновӑн полномочийӗ вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленни ҫинчен калакан хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ. Ӗҫрен кайма ыйтса Павел Семёнов ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех заявлени ҫырнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл икӗ эрнелӗх отпуска кайнӑ. Сити-менеджер пуканне йышӑнас кӑмӑллисенчен конкурса 2 кандидата хутшӑнма ирӗк панӑ. Вӗсем — Николай Ершов тата Дмитрий Пулатов. Кандидатсем хула аталанӑвӗн программине хатӗрленӗ, унпа конкурс комиссине паллаштарнӑ. Комиссие республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс министрӗ Михаил Ноздряков ертсе пынӑ. Кайран Депутатсен пухӑвӗнче сасӑлав ирттернӗ. «Халӑх тарҫисем» пӗр шухӑшлӑн пулса Дмитрий Пулатовшӑн сасӑланӑ. Пухӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() TASS/Imago/Xinhua/Hu Chao Китайӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи Юньнань провинцийӗн влаҫӗсем кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа миграцине тухнӑ тискер слон кӗтӗвне пула ҫак тӑрӑхра пурӑнакан 150 пин ытла ҫынна эвакуациленӗ. Кун ҫинчен «Xinhuanet» агентство пӗлтерет. Унӑн информацийӗ тӑрӑх, ази слонӗсем ҫулҫӳреве кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тухнӑ. Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа чӗрчунсем 1,3 пин ытла ҫухрӑм утнӑ, вӗсем ҫывхарнине курсан вырӑнти ҫынсене вӑхӑтлӑха куҫарнӑ. Пысӑк кӳлепеллӗ чӗрчунсене ҫӗр ҫинчен те, сывлӑшран та, пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе те сӑнанӑ. Кӗтӳ куҫнӑ май слонсем валли апат хӑварса пынӑ. Агентство палӑртнӑ тӑрӑх, слонсем пӗтӗмӗшле 110 кун хушшинчи ҫулҫӳревре вӗсене валли хатӗрленӗ 180 тонна апата ҫисе янӑ. Слонсене сӑнаса пымашкӑн пурӗ 25 пин ытла полицейскине явӑҫтарнӑ, 973 пилотсӑр вӗҫекен аппаратпа усӑ курнӑ, ку тапхӑрта 15 пин ытла васкавлӑ пулӑшу машини ӗҫленӗ, 150 пине яхӑн ҫынна эвакуациленӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, слонсен ҫакнашкал ҫулҫӳревӗ кӳнӗ сиен тӑкакӗ миллионшар долларпа танлашнӑ. Ҫав вӑхӑтрах, вӗсене Китай патшалӑхӗнче ҫӳллӗ шайра сыхланине пула, слонсене ни вӗлерме, ни транспорт ҫине тиесе куҫарма, унсӑр пуҫне алӑпа тӗкӗнме те юраман пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() lenta.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ 10 ҫын кӑшӑлвируса пула вилет. Федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку таранччен 1807 ҫын ҫак вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 78 ҫын чирленӗ, 72 ҫын сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 30050 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 27357-шӗ сывалнӑ. Ку 91,03 процентпа танлашать. Паянхи куна илес тӗк, республикӑри стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 886 ҫын сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чулхула облаҫӗнче ҫул ҫинче камера фара ҫутмасӑр ҫӳрекен машинӑсене ӳкерме пуҫланӑ. Паллах, куншӑн хуҫине штраф килет. Камера Чулхулари Комитерн урамӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗнченпе фара ҫутмасӑр ҫӳренӗ 7,3 пин машинӑна ӳкернӗ. Куншӑн 500 тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ. Йӗркене пӑснӑ ҫак тӗслӗхсене ӳкерме камерӑна нейросетьсем пулӑшаҫҫӗ. Камерӑна кӑларнӑ предприятире пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкаллипе кирек хӑш регионта та усӑ курма пулать – вырӑнти ҪҪХПИ йышӑнӑвӗ ҫеҫ кирлӗ. Ҫапах водительсем тӗнче тетелӗнче кӑмӑлсӑрланнине палӑртнӑ. Вӗсен двигательпе ҫуталакан фарӑсем ӗҫленӗ, штраф вара килнӗ. Хальлӗхе пӑрахӑҫланӑ 48 тӗслӗх пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() kurieronline.ru сайтри сӑн Ҫак кунсенче Шупашкарти «Рябинка» микрорайонта ҫынсем арҫын ача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫлама тӑнине курнӑ. Кун хыҫҫӑнах ӑна тытса чарнӑ. Педофил тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне следователь ыйтнипе следстви вӑхӑтӗнче ирӗксӗр хӑварнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Шупашкарта унашкал тӗслӗхсем татах та пулнӑччӗ. Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшӗн асӑрханмалла, ачисене кун пирки ыйтмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ талӑкра пушарнӑйсем Шупашкарта тата Улатӑрта пушар сӳнтернӗ. Ӗнер Улатӑр хулинче Горький урамӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунса кайнӑ. Шупашкарта та харпӑр ҫурт кӗле ҫаврӑннӑ. Хуҫи, 70 ҫулти арҫын, шар курнӑ. Вӑл пӳртре тухнӑ ҫулӑма сӳнтерес тесе хӑй сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Паян вара Шупашкарта «Юбилейный» сад юлташлӑхӗнче икӗ хутлӑ ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 1032 пушар тухнӑ. Вӗсенче 62 ҫын вилнӗ, 54 ҫын суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Ен тӗп хулинче ҫӗнӗ клуб хутлӑхӗ уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн пулӗ. «Мой социальный центр» (чӑв. Манӑн социаллӑ центр) клуб хутлӑхне хута ярассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем халӗ малалла пыраҫҫӗ. Строительсем тар тӑкнипе пӗрлех йӗркелӳпе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫе те пурнӑҫлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ учрежденире ваттисем валли тӗрлӗ енӗпе кӑсӑклӑ мероприятисем иртӗҫ. Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрпа танлаштарсан унти пурнӑҫа ҫулланнӑ ҫынсем хайсене кирлӗ пек йӗркелеме пултарӗҫ. Вӑл Константин Иванов урамӗнче вырнаҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян ирхи 6 сехет те 30 минут тӗлӗнче Шупашкарта троллейбус микроавтобуспа ҫапӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Энгельс тата Гагарин урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта пулса иртнӗ. Пассажирсене 15-мӗш маршрутпа турттаракан троллейбус светофор тӗлӗнче чарӑннӑ микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Асӑннӑ транспорт пассажирсене Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара 234-мӗш маршрутпа турттарать. Троллейбуса руль умӗнче 27 ҫул ларакан водитель тытса пынӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, транспортӑн тормозӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Салонта 10 ҫын пулнӑ, ҫавӑн чухлех ҫын — маршрут микроавтобусӗнче. 46-64 ҫулсенчи икӗ хӗрарӑм-пассажир кӑштах суранланнӑ, вӗсем тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Водительсем иккӗшӗ те урӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Правда ПФО» сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, республика ертӳҫи кадр улшӑнӑвӗпе ҫыхӑннӑ йышӑну тунӑ. 699-р номерлӗ йышӑнура «Чӑваш Республикин автомобиль ҫулӗсем» хысна учрежденийӗн директорне Александр Немова ӗҫрен кӑларасси пирки каланӑ. Асӑннӑ организаци ркспубликӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине пӑхӑнса тӑрать. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ кӗске хушура директора мӗн сӑлтавпа тилхепесӗр хӑварнине ӑнлантарса тӑман. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Александр Иванович ҫак учреждение 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ертсе пыма тытӑннӑ. Маларах, 2017 ҫулта, ӑна унта директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |