Культура
![]() Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юрий Пичугин республикӑра сумлӑ вырӑн йышӑнакан хӑш-пӗр ҫынна тумшӑн тиркенӗ. Поста вӑл Фейсбукра вырнаҫтарнӑ. «Аслӑ А.П. Чехов ҫынра йӑлтах хитре пулмалла — сӑнӗ те, тумӗ те, чунӗ те, шухӑшӗ те. Пирӗн официаллӑ сӑнсем Чехова пӗлмеҫҫӗ тейӗн, вӑл калани вӗсемшӗн ним те мар», — тесе ҫырнӑ Юрий Пичугин. Унӑн посчӗ вырӑсла, эпир ӑна чӑвашла хамӑра май, анчах шухӑшне ылмаштармасӑр куҫарма тӑрӑшрӑмӑр. Маларах асӑннӑ дизайнер хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗн ҫӗнӗ логотипне хатӗрленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шуашкарта пурӑнакан арҫынсем хӗрарӑма пула укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсенчен пӗри, аслӑраххи, 430 пин тенке такамсене куҫарса панӑ, ҫамрӑкраххи — 32 пин. Хайхи этемсене хӗрарӑм кирлӗ пулса кайнӑ. Секс пулӑшӑвӗ кӳресси пирки хыпарланине арҫынсем тӗнче тетелӗнче асӑрханӑ. 53-ри арҫын хӗрарӑм патне тухса кайнӑ. Палӑртнӑ вырӑна ҫитсен арҫын хӗрарӑм патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ малтан укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Депозит евӗр. Улталанасран хӑранипе. Кайран укҫана тавӑрса пама шантарнӑ. Кайран хӗрарӑм касса аппарачӗ йӗркеллӗ ӗҫлеменни, унтан тата темӗнле пӑтӑрмах ҫине йӑвантарнӑ. Ҫапла вара арҫын 430 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Унтан хӗрарӑм телефона тек тытман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() novostipmr.com сайтри сӑн Чӑваш Енре Республика кунӗнче 4 ҫын путса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе, республикӑра 14 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 4 ҫын шывра путнӑ, ҫӗртмен 25-мӗшӗнче пляжра тепӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 42 ҫулти арҫын Атӑла кӗнӗ те тухман. Унӑн виллине водолазсем тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян Шупашкар районӗнчи Ҫатракассинче ҫурт ҫуннӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӳртре ачасем пулнӑ. Телее, никам та шар курман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем шӑрпӑкпа вылянӑ, пушар ҫавӑнтан тухма пултарнӑ. Палӑртмалла: килте арҫын ачапа хӗрача пулнӑ. Пушар паян 14 сехет иртсен пулнӑ. Ӑна 3 пушар машини сӳнтернӗ. Ҫулӑм тӑррине сиенлетнӗ, вӑл ишӗлсе аннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хӗрарӑм урамра сак ҫине ларнӑ та ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 13 сехет те 27 минутра Терешкова урамӗнчи 9-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗрарӑм сак ҫинчех вилнӗ. Иртен-ҫӳрен пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 45 ҫулти пек курӑннӑ. «Вӑл сак ҫинче ларатчӗ, питӗ йывӑррӑн сывлатчӗ, унтан тӳнсе кайрӗ», - пӗлтернӗ ҫынсем. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ, анчах вӗсем те нимпе те пулӑшайман – хӗрарӑмӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() "На связи" тунӑ сӑн Кӳкеҫре вырнаҫнӑ поликлиникӑна юсама 100 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӑл Шупашкар районӗн тӗп пульници шутланать. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Малтанхи хака палӑртнӑ: 110 миллион та 875,2 пин тенкӗ. Конкурса пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫе суйлӗҫ, вӑл пульницӑна 2021 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗччен юсаса ҫӗнетме тивӗҫ. Строительсен ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен демонтаж тума тытӑнмалла. Пульницӑра шалтине ҫӗнетӗҫ, фасада, тӑррине улӑштарӗҫ, пушар тата хурал тытӑмӗсене юсӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Чатукассинче халӑх художество пултарулӑхӗн республикӑри VII уҫӑ фестивалӗ пулса иртнӗ. «Ункӑ шевлисем» ят панӑ мероприятие асӑннӑ юханшыв ҫывӑхӗнчи территорисенче пурӑнакансем пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Шупашкар, Муркаш, Красноармейски тата Ҫӗрпӳ районӗсем пуҫтарӑннӑ. Фестиваль пуҫланас умӗ Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов сӑмах каланӑ. Парламентари Филипп Лукин ячӗллӗ музея картина парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Владимир Филиппов киноооператор инсульта пула реанимацие лекнӗ. Ку хыпара Фейсбукра Татьяна Ильина (ӑна вӑл хӑй вӑхӑтӗнче тележурналист пулнӑран чылайӑшӗ паллать пулӗ) пӗлтернӗ. Владимир Филиппов 1950 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи истори факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӗп хулари 30, 38, 39-мӗш шкулсенче истори тата музыка предмечӗсене вӗрентнӗ. 1980-1998 ҫулсенче вӑл «Чӑваш Ен» ПТРКра киноооператорта ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Арсений Тарасов. hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗн, чӑваш ҫыравҫин, драматургӗн, журналисчӗн Арсений Тарасовӑн 65 ҫулхи юбилейӗ. Арсений Тарасов 1956 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлакассинче ҫуралнӑ. Вӑл И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн филологи факультетӗнче вӗренсе тухсан Чӑваш телерадио комитетӗнче, унтан пӗр хушӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ, кайран каллех Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанине куҫнӑ. Чылай хушӑ тележурналист пулса ӗҫленӗ — «Тавсси» автор передачине йӗркелесе ертсе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра «Тӑван Атӑл» журналта вӑй хурать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫак кунсенче пирӗн тӑрӑхра питех те шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Йӑлӑмра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 4-мӗш класӗ тесе йышӑнни те ытахальтен мар. Унта кӗме чарнӑ, кӑвайт чӗртме юрамасть. Пушар вышкисем ҫинчи хурала вӑйлатнӑ. Эрнекун Шупашкарти лесничествӑра пушар тухнӑ. Вӑл 0,3 гектар ҫинче алхаснӑ. Лесничество хӑй, МЧСӑн Чӑваш Енри управленийӗ, Чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен республика комитечӗ ҫине тӑнипе пушара сӳнтернӗ. Ҫав енӗпе 36 ҫын тата 13 ятарлӑ машина 2,5 сехет тӑрӑшнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Йӑлӑмри пушар 2010 ҫулхи вӑрмансенчи пушара аса илтернине палӑртса хӑварнӑ, ҫавна май тимлӗ пулма чӗнсе каланӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмра ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |