Чӑвашлӑх
![]() Атӑл леш енчи «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) санатори ҫумӗнчи «Сувар» этнопаркри кӳлепесем япӑхса пыни пирки Фейсбукра ятарлӑ пост вырнаҫтарнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «тарӑн шухӑшлӑ, сӑнарлӑ кӳлепене ӳнерҫӗсем ӑсталаса вырнаҫтарнӑранпа ҫирӗм ҫул та иртнӗ. Чӑваш йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ мифологиллӗ сӑнарсем, йывӑҫран тунӑскерсем майӗпен ҫӗрӗшсе кивелеҫҫӗ, ача-пӑча хӑпарса ларнипе те силленсе ӳкме пуҫланӑ. Хӑй малтан чунра темиҫе ҫул йӑтса ҫӳренӗ, кайран проект туса чӑваш ӳнерҫисем пулӑшнипе пурнӑҫа кӗртнӗ сӑваплӑ вырӑншӑн Николай Михайлович Балтаев ӳнерҫӗн, паллах, чӗри ыратать. Вӑл ҫавӑнпа та кӳлепесене май килнӗ таран юсаса тӑрать. Анчах та пӗччен суран типсе ларать, халӑх сурать — кӳлӗ пулать тенӗ пек этнопаркра пурин те пӗрле тӑрӑшса нимелле йӗрке тумалла». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть Юрий Сементерӗн ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. «Параппанлӑ Митраппан» кӑларӑма сӑвӑсем кӗнӗ. Кӗнекене 1 пин тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – Ольга Иванова, художникӗ – Екатерина Васильева. «Параппанлӑ Митраппан» кӗнекене кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем юратса вуласса шанаҫҫӗ. Асӑннӑ ӗҫ ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли ҫырнӑ ал ҫырусен 2020 ҫулхи республикӑри конкурсӗнче ҫӗнтернӗ май ӑна хысна шучӗпе пичетленӗ. Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ача-пӑча валли сахал мар кӗнеке кӑларнӑ. Вӗсене Шупашкарта та пичетленӗ, Мускавра та. Поэт Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑшпа туслӑ ҫыхӑну тытать, шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансемпе тата шкул ачисемпе тӑтӑшах тӗлпулусем ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() zvezdagukovo.ru сайтри сӑн Икӗ ҫамрӑк аслашшӗн /е кукашшӗн/ банк картти ҫинчен укҫа вӑрланӑ. Сахал мар – 244 пин тенкӗ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӑхса тухӗ. Хӗрпе каччӑ 15-ре тата 16-ра. Вӗсем аслашшӗн карточкине сӑн ӳкернӗ те сарӑмпа усӑ куса счет ҫинчен тепӗр карта ҫине укҫа куҫарнӑ та куҫарнӑ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен вӗсем 244 пин тенкӗ ытла йӑкӑртнӑ. Укҫана хӑйсем пӗлнӗ пек тӑкакланӑ. Ватӑ ҫын укҫа ҫухалнине курсан полицие кайнӑ. Вӑрӑсене часах тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрарӑм чӳречерен тухма хӑтланнӑ та аялалла персе аннӑ. Ҫакна иртер-ҫӳрен видео ӳкернӗ, кайран «Про Город» хаҫат корреспонденчӗсене панӑ. Ӗнер каҫхине Винокуров урамӗнче пӗр хӗрарӑм хваттертен чӳрече урлӑ тухма пуҫланӑ. Ӑна пӗлӗшӗ пулӑшнӑ. Халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗшӗ те урӑ пулман-тӑр. Анчах ӗҫ чутах инкекпе вӗҫленмен. Хӗрарӑм пӗлӗшӗпе аялалла персе аннӑ. Юрать-ха, ӑнӑҫлӑ ӳкнӗ. Хӗрарӑма васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() news.obozrevatel.com сайтри сӑн Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 10 ҫын вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Ку таранччен 1787 ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫак чире пула татӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 29897 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 27222-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 71 ҫын чире парӑнтарнӑ. 77 ҫын вара чирленине палӑртнӑ. Паянхи куна илес тӗк, Чӑваш Енре стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 888 пациент сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Мӑнҫурт ялӗнче пурӑнакансем пушарта шар курнӑ ҫемьене нимелле пулӑшаҫҫӗ. Халӑх нумай ачаллӑ ҫемьене инкекпе куҫа-куҫӑн хӑварман. Ҫурта ҫемье нумаях пулмасть хӑпартса лартнӑ пулнӑ. Пушар вара ӑна йӑлтах тӗп тунӑ. Ҫулӑм мунчана ҫеҫ ярса илеймен. Ҫавна май ҫемье пушар хыҫҫӑн унта выртса тӑрать. Ял ҫыннисем кӑмрӑк купине ҫаврӑннӑ пӳрте икӗ кунра тирпейлесе пуҫтарнӑ. Унтан никӗс янӑ. Нимелле ӗҫ вӗресе кӑна тӑнӑ. Палӑртмалла: пушарта шар курнӑ ҫемьере 4 ача: пӗри ҫарта, тепри салтакран таврӑннӑ, иккӗшӗ шкула ҫӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян 18 сехет те 20 минутра Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялӗнче ферма ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хура тӗтӗм пӗлӗтелле палкаса хӑпарнӑ. Урамра та ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ. Мӗнле ферма ҫуннӑ? Ҫулам мӗнрен тухнӑ? Хальлӗхе кун пирки тулли информаци ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() publicdomainpictures.net сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ станцийӗ патӗнчи чукун ҫула вӑхӑтлӑха хупса хурӗҫ. «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществ пӗлтернӗ тӑрах, «Энӗшпуҫ станцийӗ – Вӑрмар» ҫулӑн участокӗнчи рельссене ылмаштарма палӑртнӑ. Чукун ҫула ҫурла уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче юсӗҫ. Ҫавна май ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи 12 сехетрен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи 12 сехетчен пурнӑҫлӗҫ. Юсав вӑхӑтӗнче чукун ҫул урлӑ транспорт та каҫса ҫӳреймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнче туристсене чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе сӑйлӗҫ. Иркутск облаҫӗнчи Залари районӗнче чӑваш наци кухнин гастрономи туризмне ӗҫлеттерсе ярӗҫ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри чӑваш хастарӗ Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ. Ҫӗпӗр тӑрӑхӗпе паллашнӑ май Иркутск облаҫне ҫитсен чӑвашсен культурипе паллашма май килӗ. Тӗрӗссипе, унта тӑватӑ халӑх культурипе паллаштаракан туризм маршрутне хатӗрленӗ. Тагна ялӗнче ялти лару-тӑрӑва лексе унти лӑпкӑлӑхпа киленейӗн, чӑваш халӑх культурипе те паллашайӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Муркаш районӗнчи темиҫе ял медицина пулӑшӑвӗсӗр тӑрса юлнӑ. Мӑн Хураҫка ялӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗ хут ҫинче пур иккен те, анчах юсама хупнӑранпа ӑна тек уҫман-мӗн. Яла куҫса ҫӳрекен ФАП юнкунсеререн терапевтпа яла килсе каять. Инфекципе чирлисене Шупашкара илсе каяҫҫӗ. Вырӑнти пульницӑри стационарта пӗр уйӑх ҫурӑ ӗнтӗ урай ҫӑвакансем ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ. Неврологпа терапевт отпускра. «Ҫынсене килте сипленме хистеҫҫӗ. Ҫавна пула шала кайнӑ чирсем. Манӑн ӗҫтешӗм Александр Андреев Чӑваш Ен прокурорӗнчен пулӑшу ыйтрӗ», – тесе хыпарланӑ РФ Патшалӑх Думинчи Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн фракцийӗн пуҫлӑхӗн канашҫи Ирина Филатова Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |