Республикӑра
![]() mosk.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри ҫамрӑксене 2020 ҫулшӑн патшалӑх премине пама йышӑннӑ. Асӑннӑ укҫана наукӑра, техникӑра тата производствӑра; вӗрентӳре, воспитани парас ӗҫре тата ҫамрӑксен политики енӗпе, ҫавӑн пекех физкультурӑпа спортра тӑрӑшакансене; нимеҫӗсене; ҫынсенче патриотизм туйӑмӗ вӑратас енӗпе тимлекенсене; ҫамрӑксен юхӑмне аталантарассипе ӗҫлекенсене панӑ. Литература, культура тата ӳнер енӗпе тӑрӑшакансенчен Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн аслӑ инженер-программисчӗ Антон Назаров, асӑннӑ учрежденин гуманитари ӑслӑлӑхсен литературин заведующийӗ Виктория Николаева, Гелюся Степанова библиотекарь «Чувашская Республика: летопись столетия» проектпа палӑрнӑ. Журналистика енӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем Дмитрий Заграничный, Виктория Кислова, Вячеслав Краснов, Роман Куракин, Николай Филиппов «Студенческое онлайн ток-шоу «Среди крыш» (чӑв. «») проектшӑн патшалӑх премине тивӗҫнӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ учреждение тата чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенче тата Тутарстанри чӑвашсем ҫӳрекен 13 вулавӑша 718 кӗнеке парнелеме йышӑннӑ. Парне комплекчӗ чӑвашла 50 кӗнекерен тӑрать. Ҫав шутра — ачасемпе аслисем валли литература. Кунта А.И. Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак», «Саланнӑ кӗлте»; С.Л. Павловӑн «Тӗтре», «Сулӑнчӑк» кӗнекисене асӑнма пулать. Истори тата краеведени кӑларӑмӗсенчен Н.Е. Наумовӑн «Халӑх ҫӳпҫинчен» ӗҫне палӑртмалла. Кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем валли кӑларнӑ кӗнекесенчен П. Ҫӑлкуҫӑн «Кукамайӑм, кукамай», Д. Суслинӑн «Юрапи = Юрӑпи», А. Миллинӑн «Мухтанчӑк» («Хвастливый кот»), чӑваш халӑх юмахӗсене пухса чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла «Тилӗ вӗҫме вӗренни» = «Как лиса летать училась» кӑларӑмсене кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() u-f.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 1 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Укҫи хӑйӗн те мар, кредитсем илнӗ вӑл. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, банкӑн хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ имӗш вӑл. Ҫак хӗрарӑм ячӗпе такам креди илесшӗн-мӗн, ахӑртнех, ултавҫӑсем. Арҫын операцие пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Вӑл каласа пынипе хӗрарӑм кредитсем илнӗ, пӗтӗм укҫана тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ. Хайхискер укҫана каялла тавӑрса парассине шантарнӑ. Ҫапла вӑл ултавҫа 1,1 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӳсӗр тракторист ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ та ним пулман пекех ҫав вырӑнтан кайнӑ. Машина хуҫи суда тавӑҫ тӑратасшӑн, кӳнӗ такакшӑн укҫа шыраса илесшӗн. Ку ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчех пулнӑ. 19 сехет те 30 минутра Хӗрлӗ Чутайри пӗр ялта ӳсӗр тракторист кил умӗнче ларакан «Киа» ҫине пырса кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл унтан кайнӑ. Тепӗр кунхине тракторист ҪҪХПИе трактора штрафстоянкӑран илсе кайма пынӑ. Ҫӑмӑл машина хуҫине кӳнӗ тӑкака вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе саплаштарасшӑн мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() 31tv.ru сайтри сӑн Республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Синоптиксем тата ӑшӑрах пулассине систереҫҫӗ. Ыран республикӑра 29-34 градус пулӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн 35-37 градуса ҫитӗ. Сывлӑшри нӳрӗк – 50 процент. Ҫил кӑнтӑрла ҫеккунтра 4-9 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ, ҫӗрле – 2-7 метр хӑвӑртлӑхпа. Атмосфера пусӑмӗ 751 мм. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнине асӑрхаттарать. Хӑрушлӑхӑн «хӗрлӗ сарӑ» тӗсӗ пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти тӗп пляжра инкек пулнӑ. 12 ҫулти хӗрача Атӑлта юраман вырӑна ишсе кайнӑ та путса вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ҫакӑ паллӑ: хӗрача пляжра амӑшӗпе тата икӗ аппӑшӗпе пулнӑ. Тахӑш самантра вӑл ишсе кайма юраман вырӑналла кайнӑ, ҫавӑнта путнӑ. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине пӗр сехетрен ҫеҫ тупнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Шупашкарта ултӑ ҫулхи велосипедист машина урапи айне лекнӗ. Шар курнӑ ача урамра пӗччен, аслисемсӗр, ярӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ. Инкек Декабристсен урамӗнчи 33-мӗш урам картишӗнче 16 сехет те 20 минутра пулса иртнӗ. Шар курнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Инкек сӑлтавне ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн тӗпчевҫисем тӗпчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Чӑваш Республикин промышленность аталанӑвӗн тата инвестици ӗҫӗ-хӗлӗн фончӗ» автономи учрежденийӗн ертӳҫине ӗҫрен кӑларнӑ. Пуҫлӑх пуканне Александр Спиридонов ҫухатнӑ. Ҫавӑн пек хушӑва республикӑн Элтеперӗ, вӑлах Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Александр Витальевича фонд ертӳҫи пулма пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче шаннӑ. 2020 ҫулхи ака уйӑхӗнчен ӑна Чӑваш Енӗн аталану корпорацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине тыттарнӑ, кайран ку организаци Аталану фончӗн йышне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Ергаки» наци паркӗнче упа туристсен ушкӑнӗ ҫине тапӑннӑ хыҫҫӑн пӗр ҫамрӑк ача вилнӗ, тепри аманнӑ. Кун пирки журналистсене вырӑнти ИӖМ-ӗн тӗп комитетӗнче пӗлтернӗ. «13 ҫынтан тӑракан туристсен ушкӑнне упа тапӑннӑ хыҫҫӑн икӗ ҫын шар курнӑ, вӗсенчен пӗри, 16 ҫулти ҫамрӑк ача, вилнӗ», — каласа панӑ ведомствӑра. ИӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра туристсене маршрутран кӑлараҫҫӗ. Красноярск крайӗпе Хакассин Тӗпчев комитечӗн управленийӗ чӗрчун ҫынсем ҫине мӗн сӑлтавпа тапӑннине тӗпчеме пуҫланӑ. Вырӑна следствипе операци ушкӑнӗ тухса кайнӑ. Каярахпа «Ергаки» ҫутҫанталӑк паркӗн ӗҫченӗсем чӗрчуна персе вӗлерни пирки пӗлтернӗ. «Чӗрчун чӑн та асӑрханусӑр ҫӳренӗ, хаярскер пулнӑ — госинспекторсене хӑвалама тытӑннӑ, вӗсенчен пӗри ҫине тапӑнма хӑтланнӑ. Нумай сехет хушши йӗрленӗ хыҫҫӑн ҫынҫиен упана паркри ӗҫченсем персе пӑрахнӑ», — ҫапларах пӗлтернӗ. Парк директорӗн Игорь Грязинӑн шучӗпе, кунашкал упа килсе тухни сивӗ ҫанталӑкпа тата тарӑн юрпа ҫыхӑннӑ — вӗсене пула чӗрчунсем ҫителӗклӗ тӑранаймаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне коммерциллӗ палатка лагерӗн ҫыннисем официаллӑ туризм маршрутӗнчен пӑрӑнса аякри ҫулпа кайма шут тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Хӗсмет
… 1941-мӗш ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак тарана ҫити, 80 ҫул, хӑрушӑ инкеклӗ вӑрҫӑн ахрӑмӗ халь те ырату туйӑмӗпе чунсене витерет… 2015-мӗш ҫулхи ҫӗртме (июнь) уйӑхӗнче ман Белорусси ҫӗрӗнче, Брест крепоҫӗнче пулма тӳр килчӗ. Эпӗ Брест ҫывӑхӗнчи «Буг» ятлӑ санаторире канатӑп, анчах та кунта канма кӑна мар, ятарласа Брест крепоҫӗнче пулса курма килнӗ. Буг вӑл — кунтан инҫех мар юхса иртекен юханшыв ячӗ, Брест крепоҫне ҫитиех юхать. Июнӗн 20-мӗшӗнче санаторирен Брест крепоҫне йӗркеленӗ экскурсине каятпӑр, малтан музейра шалта пулса куратпӑр, унтан крепоҫ тӑрӑх утса экскурсовод пире кӑтартса тата каласа панисене итлетпӗр. Хальхи музей вырнаҫнӑ ҫурта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӗппипех аркатнӑ, 1956-мӗш ҫулта ӑна юсаса ҫӗнӗрен хӑпартнӑ, ҫав ҫулхи февралӗн 23-мӗшӗнче кунта малтан музей-пӳлӗм, ноябрӗн 8-мӗшӗнче — музей уҫнӑ. Ишӗлчӗксен айӗнче тупӑннӑ экспонатсем, ҫынсем пырса панӑ документсем 1956-мӗш ҫултанпа халь ку музейра 4 пине яхӑн. Эпӗ те «Щепкин шкулӗ. Пӗрремӗш чӑваш студийӗ» кӗнекене музея парнелетӗп. Ун ҫине «Ман атте Степанов Мефодий Степанович Брест крепоҫне хӳтӗленӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдорова Любовь Михайловна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |