Сывлӑх
![]() lenta.ru сайтри сӑн Юлашки талӑкра республикӑра 6 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Утӑ уйӑхӗн пуҫланнӑранпа кашни кун 5-шер ҫын вилнӗ. Ҫапла пурнӑҫран уйрӑлнисен 21 ҫынна ҫитнӗ ӗнтӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа 1568 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ: чирленӗ кашни 18-мӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен 27532 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ. Вӗсенчен 25164-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 55 ҫын чире парӑнтарнӑ. 57 ҫын вара чирленине палӑртнӑ. Паянхи кун тӗлне стационарта тата абулатори мелӗпе 800 пациент сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинер ялӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫын тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 23 сехетре вӑл пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма вӗлернӗ. Хайхискер ӑна ҫӗҫӗпе тапӑннӑ. Арҫын пиччӗшӗпе тата ҫак хӗрарӑмпа пурӑннӑ. Савнине пиччӗшӗ ҫумне кӗвӗҫнипе вӑл ҫӗҫӗ ярса тытнӑ. Арҫынна тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри ӗҫченӗсем 46 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл унччен темиҫе хутчен те судпа айӑпланнӑскер иккен. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче ун пирки маньяк тесе пӗлтернӗ. Тӗрмерен ҫав этем кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче тухнӑ. Анчах ирӗкре савӑнса та уҫӑ сывлӑпа кӑкӑр туллин киленсе пурӑнас вырӑнне арҫын каллех пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Хальхинче вӑл пӗр хӗре вӗлерессипе хӑратса пусмӑрлама хӑтланнӑ. Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхн 30-мӗшӗнче ҫурҫӗр тӗлӗнче арҫын Шупашкарти «Байконур» микрорайон ҫывӑхӗнчи вӑрманлӑ вырӑнта 21 ҫулхи хӗре асӑрханӑ. Вӗлерессипе хӑратса ӑна тӗмсем хушшине сӗтрсе кӗнӗ. Анчах хӗре темле пусмӑрас тесен хайхи май килмен, мӗншӗн тесен лешӗ хытах хирӗҫ тӑнӑ, пӗтӗм вӑйран кӗрешнӗ, хӗр тарса ӳкнӗ. Халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑра кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли 3 вакцинӑпа усӑ кураҫҫӗ: «Спутник V», «ЭпиВакКорона», «КовиВак». Юлашки иккӗшӗ Чӑваш Ене питех нумай килмен-ха. Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тӑваттӑмӗш вакцина ҫаврӑнӑша тухнӑ. Вӑл «Спутник лайт» ятлӑ. Унпа ытларах кӑшӑлвируспа чирленисене е унччен прививка тунисене вакцинацилессине пӗлтернӗ. «Ку вакцина кӑшӑлвирусран пӗр прививкӑпах хӳтӗленме май парӗ», - тенӗ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин штатра тӑман тӗп специалист-терапевчӗ Лариса Тарасова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Пасар урамӗнче («Благовещенски» микрорайонта») нумай хутлӑ ҫурт умӗнче 74 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Ку паян нумаях пулмасть, 19 сехет ҫитеспе, пулнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх коррреспонденчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын, ахӑртнех, чӳречерен тухса ӳкнӗ. Вырӑна Следстви комитечӗн оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ. Халӗ арҫын мӗнле майпа тухса ӳкнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Тӗнчере
Паянхи ҫулҫӳреве эпир Кӑнтӑр Америкӑри Рикон дель Бонете кӳлӗ хӗрринче ирттерӗпӗр. Тӗрӗсрех каласан, ҫак кӳлӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Сан-Грегорио-де-Поланко хулара ҫӳрӗпӗр. Википеди пире ӑнлантарса панӑ тӑрӑх ку хула Уругвайӑн Такуарембо департаментӗнче вырнаҫнӑ. Хула статусне вӑл 1994 ҫулта тин илнӗ. Никӗслессе вара ӑна 1853 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче пуҫласа янӑ. 1963 ҫулта пӗчӗк хула шайне ҫитнӗ. Хулара пурӗ 3415 ҫын пурӑнать. Сӑмах май, XX ӗмер пуҫламӑшӗнче кунта 6 пин ытла ҫын пурӑннӑ тет. Ятӑнчен паллӑ ӗнтӗ, ку хулара, хӑйне пӑхсан пысӑк ял пек туйӑнать пулин те, ӳкерчӗксем пит нумай. Вӗсем кашни утӑмрах тесен те йӑнӑш пулмӗ. Паллах, хулара вӗсене графити теҫҫӗ-ха, анчах ытларах енӗпе ҫавах ӳкерчӗксем темелле пуль. Хула темерӗн, кунта стадион та пур иккен. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри ҫынсем ҫармӑс вӑрманне кайсан путса ларнӑ. Вӑрмана вӗсем икӗ машинӑпа тухса кайнӑ. Анчах иккӗшӗ те вӑрманта лакса ларнӑ. «Лада-Калинӑсем» пӑтӑрмаха ҫакланни ҫинчен «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта пӗлтернӗ. Шупашкар ҫыннисем Сидельниково ялӗнчен 20 километр шалалла кӗрсе кайнӑ. Унта вӗсем хура ҫырла татнӑ. 20 литр кӗрекен савӑт тулмалӑх. Каялла килме тухнӑ та тарӑн кӳлленчӗке путса ларнӑ. Малтан – пӗр машина, унтан – тепри. Машинӑсене «ГАЗель» автомобиль водителӗ пулӑшнӑ. Ҫӑмӑл машинӑсене вӑл кӳлленчӗкрен туртса кӑларнӑ ҫеҫ мар, Шупашкара ҫити туртса кайнӑ. «Калина» экипажӗ «ГАЗель» водительне Владимира пулӑшнӑшӑн тав тӑваҫҫӗ», – тесе ҫырнӑ порталта. |
Политика
![]() Олег Николаев Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев халӑх ыйтӑвне хуравлама тӳрӗ лини ирттерессине пӗлтернӗ. Ҫынсемпе ҫавӑн пек мелпе калаҫассине пирӗн республикӑра йӑлана кӗртсе янӑ ӗнтӗ. Элтепертен министрсем те юлмаҫҫӗ. Вӗсем те ҫынсен ыйтӑвӗсене тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенче хуравлаҫҫӗ. Олег Николаев тӳрӗ эфира утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тухӗ. Ҫынсен ыйтӑвӗсене вӑл «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи https://vk.com/olegnikolaev21 тата Инстаграмри @oanikolaev1969 хӑйӗн страницисенче хуравлӗ. Халӑхӑн ыйтӑвне ҫырса та, сӑн тата видео ӳкерсе илсе те ярса пама сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал Ҫӗрпӳ ярмӑркки утӑ уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Вырӑнтисем суту-илӗве йӗркелес ыйтӑва ҫеҫ мар, культурӑпа спорт мероприятийӗсене те яланхиллех пысӑк тимлӗх уйӑрма палӑртнӑччӗ. Суту-илӳ палаткисемпе пӗрлех ача-пӑча хули пулӗ, фольклор коллективӗсем пуҫтарӑнӗҫ тесе хыпарланӑччӗ. Ярмӑрккӑ вӑхӑтӗнче Акатуй та иртӗ тенӗччӗ. Анчах паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев урӑхларах йӗркелеме сӗннине пӗлтернӗ. Кӑшӑлвирусран хӳтӗленессипе мерӑсем йышӑнма май пур мероприятисене ҫеҫ ирттерӗҫ. Кунта тӗслӗх вырӑнне спорт ӑмӑртӑвӗсене, мотокроса, Ача усрава илнисен республикӑри форумне асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Питӗрте чӑвашсен паллӑ архитекторне Петр Егорова халалласа сквер уҫӑлнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче унччен ҫак хулари ятсӑр пулнӑ сквера ӑна халаллама йышӑннӑ. Сквер тахҫан унӑн проекчӗпе Христос чӗрӗлнине халалласа хӑпартнӑ чиркӳ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Халӗ унта чиркӳ вырӑнне ҫӗнӗ храм ҫӗкленӗ. Палӑртмалла: Петр Егорович Егоров 1731 ҫулта Етӗрне уесӗнче ҫуралнӑ. 1979 ҫулта вӑл Питӗрте куҫне яланлӑхах хупнӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Питӗрте ун ячӗпе курав уҫӑлнине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |