Патшалӑхӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче пресс-службӑсенче ӗҫлекенсене коррупципе кӗрешме вӗрентнӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, асӑннӑ темӑна епле ҫутатмалли ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Семинара республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви республика Элтеперӗн Администрацийӗпе пӗрле ӗнер, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, ирттернӗ. Унта 40 ытла ҫынна пухнӑ.
Республика прокурорӗн аслӑ пулӑшуҫи Алексей Якушевич, сӑмахран, материалсенче коррупципе ҫыхӑннӑ тӗслӗхсене нумайрах илсе кӑтартма сӗннӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, саккуна пӑсакансене епле явап тыттарни ҫинчен ҫынсене пӗлтерсе тӑмалла. Апла тусан профилактика шайӗ те ӳсӗ.