Юлашки 10 ҫулта пуҫ ывӑннипе 30 ҫултан пуҫласа 50 ҫул таранчченхисем аптӑрама тытӑннӑ.
«Окумура» астӑвӑм клиникин (вӑл Японире вырнаҫнӑ) директорӗ тата нейрохирургӗ Аюми Окумура пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ вӑй питтисемех манса кайнипе аптӑраҫҫӗ. Кун пирки «Nikkei Style» журнал хыпарланӑ.
Маларах ватӑ ҫынсем манса кайнипе нушаланнӑ пулсан, халӗ ку амакпа ҫамрӑксемех аптӑраҫҫӗ. Компьютерсемпе тата смартфонсемпе усӑ курасси йышланнӑ, пуҫ нумай информацие (ҫырусене, халӑх ушкӑнӗсене, сӑнӳкерчӗксене тата видеосене) йышӑнса пӗтереймест.
Васэда университечӗн профессорӗ Есикуни Эдагава (вӑл та неврологи специалисчӗ) ытлашши нумай информаци пуҫ мимине сиенлетнине ӗнентерет. Ҫын манма, тарӑхма тата канӑҫсӑрланма пуҫлать.
Кӑмпа вӗҫӗм ҫини хӳтӗлет простата ракӗнчен. Кӑмпа аслӑ ҫулхисемшӗн уйрӑмах усӑллӑ. Пӗтӗмлетнӗ кун пек Японири Тохоку университечӗн ӑсчахӗсем. Чылай вӑхӑт сӑнанӑ вӗсем 36,5 пин ытла арҫынна.
Сӑнанӑ 40 ҫултан пуҫласа 79 ҫулчченхи арҫынсене. Вӑл ҫынсем Мияга тата Осака префектурисенче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсене сӑнама пуҫланӑ 1990-мӗш тата 1994-мӗш ҫулсенче, вӗҫленӗ 2014-мӗш тата 2008-мӗш ҫулсенче. Арҫынсене тултарма ыйтнӑ анкета. Вӗсем кӑмпа ҫинине, хускалнине, сиенлӗ йӑлапа (пирус туртнине, эрех ӗҫнине) айкашнине, пӗлӗвне, ҫемьене, историне шута илсе пынӑ.
Сӑнава хутшӑннисенчен 3,3 проценчӗ простата ракӗпе чирленӗ. Кӑмпа эрнере пӗрре е икӗ хутран ытларах ҫиекенсен рак сарӑлас хӑрушлӑх 8 процент пӗчӗкрех.
Кам мӗнле пултарать — ҫапла тӗлӗнтерет. Шупашкар ҫынни хӑйне евер эксперимент ирттернӗ. Анчах асӑрхаттаратпӑр: унашкаллине тума юрамасть.
Александр Тарасов пуҫне алебастр ӑшне чикнӗ. Вӑл ҫакна видео ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Алебастр хытнӑ чухне 60 градус таран ӑшӑнать.
Александра тусӗ Евгений Тарасов пулӑшнӑ. Сӑмах май, вӑл та хӑйне евӗр сӑнавсем ирттерсе тӗнче тетелне кӑларса хурать. Александр ку эксперимента адреналиншӑн тунине палӑртнӑ. Хытнӑ алебастртан тухма йывӑр-и? Ҫакна пӗлесшӗн пулнӑ вӑл. Телее, йӑлтах лайӑх вӗҫленнӗ. Кам мӗнле киленӗҫпе интересленет ӗнтӗ…
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр ҫамрӑк бетонпа сӑнав ирттернӗ. Вӑл мӗн хӑтланнине федерацин тӗнче тетелӗнчи каналӗпе те кӑтартнӑ. Сюжет эфира утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче тухнӑ.
Александр Тарасова телекуравпа пӗрремӗш хут мар кӑтартаҫҫӗ. Украина телеканалӗнче те палӑрнӑ вӑл. Александр хӑйне бетонпа хупланӑ. Ҫакна вӑл ҫӗрлехи 12 сехетре тунӑ. Килте ыттисем ҫывӑрнӑ. Хӑйне бетонпа хупланӑ вӑл, ҫумӗнче телефон, мӑлатук пулнӑ.
Александр Тарасов каланӑ тӑрӑх, пирвайхи 2 сехетре вӑл хӑйне лайӑх туйнӑ, ӑшӑ пулнӑ. Раствора ӑшӑ шывпа ҫӑрнӑ-мӗн. Унтан вӑл сивӗнме пуҫланӑ, каччӑна сывлама йывӑрланнӑ.
Александр малашне стройматериалпах тепӗр сӑнав ирттересшӗн. Вӑл тата пысӑкрах тата интереслӗрех пуласса шантарать вӑл.
2009 ҫулта Раҫҫейри «Финанс» журнал ҫакӑн пек ятарлӑ сӑнав ирттернӗ иккен. Упӑте умне вӑтӑр акционерлӑ компани хаклӑ хутне хурса тухнӑ та лешӗ хӑшӗсене суйласа илессе кӗтнӗ. Упӑти вара хут купинчен саккӑрӑшне хӑй патне туртса илнӗ тет. Сӑнава йӗркелекенсем вара ҫак хутсене пӗрле пуҫтарса перекет банкне йӗркеленӗ пулнӑ. Ҫулталӑк вӗҫленсен унӑн тупӑшӗ ытти банксенчен иртсе 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ имӗш.
Вӑт упӑте тӑк, упӑте! Паллах, кунта ӑнсӑртлӑх ту пулма пултарнӑ, ҫаванпа та укҫа-тенкӗ ӑстисем хӑйсен сӑнавне тепӗр хут ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |