Культура
Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Леонид Волков Валерий Кагунькин ӳнерҫӗн куравӗ уҫӑлнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Валерий Кагунькин Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш районӗнче ҫуралнӑ, халӗ арӑмӗпе Тамара Магдалинӑпа 17 ҫул ытла АПШри Калифорнири Сакраменто хулинче пурӑнать. Чӑваш ӳнерҫи аякра пурӑнсан та Тӑван ҫӗршывпа ҫыхӑну тытать. Ӳнерҫӗ картинӑсем ӳкерет кӑна мар, Америкӑра вырӑс тата совет ӳнерне сарать. Вырӑс юлташӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлени чӑваш ӳнерсисене Калифорнире «Вырӑсла Америкӑна» упрама май парать. Вӑл 200 ытла ҫул «пурӑнать» ӗнтӗ. «Калифорни — Ҫӗпӗр» курав Ҫӗпӗре тата аякри Калифорние вырӑс колонисчӗсем «парӑнтарнине» кӑтартать. Чӑваш ӳнерҫисем те Америкӑра хӑйне евӗр чӑваш колонисчӗсем. Ара, вӗсем ӳнерти вырӑс стильне пропагандӑлаҫҫӗ-ҫке-ха. Леонид Волков ӳнерҫӗсене Валерий Кагунькинӑн тӑван кӗтесне — Чӑваш Ене — пыма йыхравланӑ. Тамара Магдалина хӑйӗн пултарулӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Валерий Кагунькин хӑйне хавхалану кӳнӗшӗн пурне тав тунӑ. Вӑл хӑйӗн тӑван кӗтесне — Туканаш ялне — аса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пулас кӗнекен хуплашки «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» (2011) тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» (2012) литература ӑмӑртӑвне ярса панӑ хайлавсене пухса эпир пӗлтӗрех кӗнеке кӑларас шухӑшлӑччӗ. Ӑна илемлетме ятарлӑ конкурс та пуҫарнӑччӗ, анчах калӑплав ӗҫӗ вӑраха тӑсӑлнӑран иртнӗ уйӑхра кӑна хатӗрлесе ҫитерме пултартӑмӑр. «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» ят панӑ кӗнеке ҫак уйӑхӑн 20-мӗш кунӗсенче пичетленсе тухмалла. Пӗтӗмӗшле кӗнеке 302 страницӑллӑ пулса тухрӗ. Маларах асӑннӑ конкурсри хайлавсем тӑрӑх ӳкерчӗксем те унта кӗнӗ. Кӗнекене Ҫырмапуҫӗнчи (Ҫӗрпӳ районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул, Мӑн Вылӑри (Элӗк районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул, Тикашри (Вӑрмар районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул, Штанашри (Хӗрлӗ Чутай районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул ачисем хатӗрленӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Кӗнеке хӑтлавне 20–31-мӗш кунсенче, ачасем канма каиччен, ирттерме планланӑ. |
Культура
Анатолий Тогаев Кӑҫал ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анатолий Тогаев ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнӗ. Пултаруллӑ мусӑкҫӑна, хор дирижёрне халалласа Сӗнтӗрвӑрринчи культура ҫуртӗнче уяв каҫӗ йӗркеленӗ. Анатолий Николаевич музыка вӗрентекенӗнче ӗҫленӗ май хор ушкӑнӗсем йӗркелесе вӗсен ертсе пынӑ. Вӑл сӗрме купӑс питӗ юратнӑ. Уявра тӗрлӗ ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ: оркестр, чӑваш юррин халӑх хорӗ, вырӑс халӑх хорӗ, ветерансен хорӗ, «Нухрат» фольклор ансамблӗ… Анатолий Тогаев ҫамрӑк мусӑкҫӑсене яланах хапӑл пулнӑ, вӗсемпе хӑйӗн килӗнче те тӗлпулусем ирттернӗ. Концерта А.Тогаев ячӗллӗ ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем, Шуршӑлти «Звездный» ташӑ ушкӑнӗ те хутшӑннӑ. Педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ В.Голыгин, чӑваш юррин халӑх хорӗн юрӑҫи Л.Григорьева аса илӗвӗсемпе паллаштарнӑ. Уявра «А.Н.Тогаев — композитор 130 ҫул тултарнине халалласа» мультимеди хӑтлавӗ кӑтартнӑ. Коцерт хыҫҫӑн Анатолий Тогаевӑн вил тӑпри ҫине чечексем хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Елчӗксем Александр Миллин кӗнекипе паллаштарнӑ самант Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче СССР Журналистсен союзӗн пайташӗн, чылай ҫул Елчӗк район хаҫачӗн редакторӗнче, культура пайӗн ертӳҫинче ӗҫленӗ паллӑ журналистӑн, ҫыравҫӑн, Патреккелте ҫуралса ӳссе унтах пурӑннӑ Александр Миллинӑн кӗҫӗн ҫулхи ачасам валли пухса хатӗрленӗ «Мухтанчӑк» ятлӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ. Ҫак кунсенче вара Патреккел ял тата шкул вулавӑш фончӗ унӑн ывӑлӗ Борис Миллин ыркӑмаллӑх акцине хутшӑнса парнеленӗ ҫӗнӗ чӑвашла кӗнекесемпе пуянланнӑ. Кӗнекене сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ май пӗчӗк вулакансене ял тата шкул вулавӑш библиотекарӗсем Тамара Захаровӑпа Татьяна Никифорова Александр Георгиевичӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ–хӗлӗпе паллаштарнӑ. Александр Миллин ывӑлӗ Борис Александрович кӗнеке мӗнле калӑплани, пичетрен тухни ҫинче чарӑнса тӑнӑ, ачасене вӗренӳре тӑрӑшса вӗренме, кӗнекепе яланах туслӑ пулмаллине ӑнлантарнӑ. «Мухтанчӑк» кӗнекене И.В.Алексеев художник ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ тесе пӗлтернӗ район администрацийӗн сайтӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Куславккари культурӑпа кану центрӗнче «Туслӑх юрӑ карти — 2014» IV уҫӑ фестиваль-конкурс иртнӗ. Кӑҫал конкурса республикӑри 10 районти 21 ушкӑн хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Вӑрмар районӗнчи ташӑ ушкӑнӗсем те: «Степ» (Апапуҫ), «Капельки» тата «Непоседы» (Вӑрмар поселокӗ). Конкурс ҫӳллӗ шайра иртнӗ. Мӗн пур ушкӑн парнене тивӗҫнӗ. «Хальхи ташӑ» номинацире Вӑрмар поселокӗнчи «Непоседы» ташӑ ушкӑнӗ III Диплома тивӗҫнӗ. 10–13 ҫулсенчи ушкӑнра «Дуэт» номинацире Вӑрмарти «Капельки» ташӑ ушкӑнӗ малти вырӑна тухнӑ. Ҫак номинацирех Арапуҫри «Степ» ташӑ ушкӑнӗ II степень Диплома тивӗҫнӗ. Фестивале килнисем пурте унта хутшӑннине ӗнентерекен сертификата тата пӗчӗк парнене тивӗҫнӗ. Чи ҫамрӑк конкурсҫӑна Кира Ивановӑна (Вӑрмар поселокӗнчи «Непоседа» ташӑ ушкӑнӗ) та парнепе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шоркка артисчесем Тутарстанра Чӑваш Республикин культура минестерстви йӗркеленипе Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗпе Президиумӑн пайташӗсем, журналистсем, Шупашкар районӗнчи Шоркка ялӗнчи «Туслӑх» халӑх ансамблӗ тата ытти яваплӑ ҫынсем Иван Яковлев ҫурални 166 ҫитнине паллӑ тума акан 23-мӗшӗнче унӑн тӑван ялне — Кӑнна Кушкине — ҫитрӗҫ. Иван Яковлевӑн пӑхӑртан тунӑ палӑкӗ умӗнче митинг иртрӗ, кайран конференци пулчӗ. Хӑнасем музейпа та паллашрӗҫ. Шкулӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки пӗлчӗҫ — кунта вара пӑшӑрханмалли пурах мӗн. Юлашки вӑхӑтра ялта ачасем сахал ҫуралнине пула хальхи вӑхӑтра икӗ хутлӑ шкулта пурӗ те 20 яхӑн ача кӑна вӗренет иккен. Ялти клубра Шоркка артисчӗсен пултаруллӑхӗпе курса савӑнчӗҫ, пӗрле юрларӗҫ, ташларӗҫ. |
Культура
Тӗлпулура Китайри Аньхӑпа Чӑваш Ен культура тӗлӗшӗнчен килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Аньхӑри делегаци Раҫҫее пӗрремӗш хут килнӗ, вӗсем тӳрех Шупашкара ҫул тытнӑ. Нумаях пулмасть Китайран килнӗ ҫынсем ЧР Информаци политикин министрӗпе Валентина Андреевӑпа тӗл пулнӑ. Унта тӗп ыйӑва — икӗ республикӑри телекомпанисем килӗштерсе ӗҫлессине — сӳтсе явнӑ. Ҫавна май тӗлпулӑва массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисене те чӗннӗ. Культура департаменчӗн директорӗн ҫумӗ Дин Гуанцин каланӑ тӑрӑх, Аньхӑри телеканалсем регион историне, культурине, ӑслӑлӑх потенциалне халалланӑ программӑсене хатӗрлесе эфира кӑлараҫҫӗ. Вӑл ҫак проектсем Раҫҫей ҫыннисемшӗн те кӑсӑклӑ пулассине палӑртнӑ. Пирӗн телекомпанисем те чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗ, экономики, политики пирки, республика ҫинчен кӑларӑмсем хатӗрлеме хирӗҫ мар. Килӗшӗве алӑ пуснӑ хыҫҫӑн икӗ республикӑн та ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемелле пулӗ: проектсемпе программӑсене куҫарма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче РСФСР тата Чӑваш АССР артисчӗ Николай Григорьев 75 ҫул тултарасси пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Николай Данилович хӑйӗн юбилейне К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче уявланӑ. Артиста сумлӑ юбилейпе саламлама ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов пынӑ. Министр Николай Григорьев наци театр ӳнерне пысӑк тӳпе хывнине, унӑн пултарулӑхӗ Чӑваш Енӗн мухтавӗ пулнине палӑртнӑ. Николай Данилович пурнӑҫӗнче тӗрлӗ сӑнара калӑпласа куракансен кӑмӑлне ҫавӑрнӑ. Вӑл халӗ, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче ӗҫлекенскер, профессионал кадрсене хатӗрлемешкӗн ҫӗнӗ мелсем шырать. Сӑнсем (21) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Хӑтлавра И.Я.Я.ковлев ячӗллӗ ЧППУра «Поэт, писатель, гражданин..» электронлӑ кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш АССР халӑх поэчӗ, писатель, публицист, общество деятелӗ Семен Васильевич Элкер ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ. Электрон документаллӑ курава ЧР Патшалӑх истори архивӗн ӗҫченӗсем Ҫемен Элкерӗн фончӗн хучӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Вӗсем ӑна студентсене, университет преподавателӗсене, патшалӑх архивӗсен ӗҫченӗсене кӑтартнӑ. Ҫемен Элкер пурнӑҫӗнче литература пултарулӑхӗ пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Унӑн фондӗнче халӑх поэчӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне ҫутатакан тӗрлӗ документ пур. Ҫакна кура Ҫемен Элкер чӑваш наци литератури аталанӑвне мӗн чухлӗ тӳпе хывнине хаклама пулать. Кӑсӑкла биографи, писателӗн пуян пултарулӑхӗ, обществӑпа политика пурнӑҫӗ… - пӗтӗмпех электрон кӗнекере пур. Хӑтлавра истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУн историпе филологи факультечӗн деканӗ А.Скворцова, ЧР Культура министерствин архив секторӗн заведующийӗ А.Абдюшев, ЧР Патшалӑх истори архивӗн директорӗ Г.Ертмакова хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш чӗлхи кунӗ тата Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунӗ тӗлне Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш халӑхне панӑ халала» тепӗр хут кӑларнӑ. Пӗлтӗр кӑларни питӗ хӑвӑрт саланса пӗтнӗ иккен. Хальхинче вӑл пилӗк чӗлхепе — чӑвашла, вырӑсла, нимӗҫле, хрантсусла, акӑлчанла — пичетленнӗ. Асӑнса хӑварар: Иван Яковлев Халала 1918 ҫултах ҫырма шухӑшланӑ, ӑна вӑл 1921 ҫулта Чӗмпӗрте ывӑлӗсемпе Алексейпе тата Николайпа хатӗрленӗ. Халал 1955 ҫулчен Иван Яковлевич архивӗнче упраннӑ. Архив 1922 ҫултанпа истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗн, А.И.Яковлев профессорӑн хваттерӗнче пулнӑ. Иван Яковлевӑн мӑнукӗ Ольга Алексеевна Яковлева 1955 ҫулта архивӑн тӗп пайне В.И.Ленин ячӗллӗ СССР Патшалӑх вулавӑшне панӑ. Ҫапла май Халал чӑваш халӑхӗ патне ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |