Культура
ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 29–30-мӗшӗсенче ЧР Наци вулавӑшӗнче хальхи поэзин «Сасӑсем» фестиваль иртет. Ҫак мероприятие комбинатор поэзине халаллӗҫ. Унта палиндромсене, тавтограммӑсене, анаграммӑсене, амбиграммӑсене палартӗҫ. Комбинатор поэзин авторӗсем антика риторикине тата Вӑтам ӗмӗрти схоластикӑна аталантараҫҫӗ. Вӗсем текстсемпе, сӑмахсемпе, саспаллисемпе тата сасӑсемпе тӗрлӗ эксперимент тӑваҫҫӗ. «Сасӑсем» фестивале 30 автор хутшӑнӗ. Вӗсен йышӗнче: Герман Лукомников тата Сергей Бирюков, Борис Гринберг тата Борис Констриктор. Ҫавӑн пекех визуаллӑ поэзин авторӗсем: Александр Горнон тата Эдуард Кулемин, Светлана Литвак, Наталья Азарова тата Александр Лазарев. Сергей Фединпа Иван Чудасов теоретиксем те хутшӑнӗҫ. «Сасӑсем» фестивале Мускавра пӗтӗмлетӗҫ. Унта хальхи комбинатор позийӗн малашлӑхри аталанӑвӗ пирки те калаҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Уявра / Т. Акташ сӑнӳкерчӗкӗ Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Республикин ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Аристарх Орлов-Шуҫӑм ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа уяв каҫӗ ирттересси пирки эпир маларах пӗлтерсеччӗ. Тимӗр Акташ журналист унта ҫитсе вӑл епле иртни пирки каласа пачӗ. Мероприятие музыка тӗпчевҫи Светлана Макарова ертсе пынӑ. Культура ӗҫченӗсем композитора ача илчӗҫ, уйрӑман Аристархпа пӗрле ӗҫленисен калавӗ кӑсӑклӑ пулнӑ. Халӑх пултарулӑхне пухакан Зинаида Козлова та, Светлана Асамат сӑвӑҫ та кӑсӑклине нумай аса илчӗҫ. Зинаида Алексеева, тӗслӗхрен, Аристарх Гаврилович ӑна Мускава вӗренме янине пӗлтерчӗ. Культура ӗҫченӗсемсӗр пуҫне уява шкул ачисем чылайӑн пухӑнни пирки пӗлтерет Тимӗр Акташ. Ку, паллах, пархатарлӑ япала — аслӑ ӑрусен пурнӑҫӗпе, вӗсен пултарулӑхӗпе паллашни вӗсен ӑсӗнче пӗчӗк вӑрлӑх пек пулин те юлатех. Аристарх Орлов-Шуҫӑм композитор Ҫӗрпӳ районӗнчи Ойкасси ялӗнче 1914 ҫулта ҫуралнӑ. |
Культура
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче гастрольте пулнӑ. Ентешӗмӗрсене унта Чӗмпӗрти ӗҫтешӗсем чӗннӗ. Гастроле СССР халӑх артистки Валентина Леонтьева ячӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗн пукане театрӗ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Камсем пулнӑ-ха унта? Чӑваш халӑх артисчӗ Петр Клементьев, Светлана Кокшина, Юлия Мельник, Лариса Антонова, Ираида Васильева тава тивӗҫлӗ артисткӑсем, Алина Каликова артистка, ӳнер постановкин заведующийӗ Елена Белоусова, ҫутӑ ӳнерҫи Олег Ильин, сасӑ режиссёрӗ Павел Яргунин. Ушкӑна Юрий Филиппов (театрӑн ӳнер ертӳҫи, тава тивӗҫлӗ артист) ертсе пынӑ. Чӑваш артисчӗсем Чӗмпӗр сцени ҫине нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тухнӑ. Ирхи сеансра вӗсем «Тайны Снеговика» (чӑв. Юр кӗлеткин вӑрттӑнлӑхӗ) спектакль кӑтартнӑ. Каҫхине куракансем «14 писем к Богу» (чӑв. Турӑ патне янӑ 14 ҫыру) постановкӑпа киленнӗ. Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче вара Юр кӗлетке ҫинчен лартнӑ спектакле Димитровград ҫыннисем курнӑ. Чӑваш артисчӗсене курма чылаййӑн пынӑ. Пӗр спектакль хаваслӑ, тепри — шухӑша яраканни пулнӑ. Куракансем иккӗшне те ӑшшӑн йышӑннӑ, спектакль вӗҫленсен чылайччен алӑ ҫупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чылайӑшӗн килӗнче кивӗ (е ҫӗнни те) кӗнекесем ахалех тусан пуҫтарса выртни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Хӑшӗ-пӗри унта та кунта выртаканскерсене кӑмакана ывӑтма та именмест. Тӑхтӑр-ха! Ҫак хаклӑ тупрана мӗншӗн кӗллентерес? Килте кӗнеке нумай пухӑнчӗ-и? Эппин, ку пӗлтерӳ шӑпах сирӗн валли. Паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Республикинчи вулавӑшсенче «Кӗнеке алӑран алла: пире тата кӗҫӗн ӑрӑва» акци пуҫланать. Вӑл Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн иртет. Ӑна йӗркелекенсем Чӑваш Енре пурӑнакансене килте кирлӗ мар кӗнекесене вулавӑшсене парнелеме сӗнеҫҫӗ. Илемлӗ литература, ача-пӑча кӗнеки, энциклопеди, истори кӗнеки, чӑваш халахӗн этнографийӗ, аудиокӗнеке… Пӗтӗмпех йышӑнаҫҫӗ. Ырӑ кӑмӑллӑх акцийӗ ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Эдисон Патмар ҫыравҫӑ, фольклорист пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче республикӑн Наци вулавӑшӗнче черетлӗ кӗнекине хӑтлаттарать. Вӑл — ашшӗпе ывӑлӗн, Иванпа Эдисон Патмарсен, вунӑ томлӑ фольклор пуххисен саккӑрмӗш кӗнеки. Пӗлменнисене пӗлтерер: Эдисон Патмар — чылай ҫул ӗнтӗ чӑваш фольклорне пухать. «Чӑваш хӗрарӑмӗ» кӗнекере вӑл этемлӗхӗн черченкӗ ҫуррийӗ экономикӑн тӗрлӗ сферинче, ҫав шутра ӑслӑлӑхпа ӳнерте, епле тӳпе хывнине уҫса парать тесе хыпарлать республикӑн Культура министерстви. Ҫӗнӗ кӑларӑмра фольклор материалӗ те, хӗрарӑмӑн пурнӑҫри вырӑнӗ пирки ӑслӑ ҫынсем каланӑ шухӑшсем те вырӑн тупнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пойковскинчи (ХМАО) наци культурисен центрне ҫӗнӗ музыка инструменчӗсемпе тивӗҫтерӗҫ. Халӗ тӗрлӗ халӑх культурине ҫутатакан пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫӗнӗ баянсем калама, параппан ҫапма пултараҫҫӗ. Центрта славян нацисен тата Ҫурҫӗр Кавказ, Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан халӑхӗсен пӗрлешӗвӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем тӗнчери халӑхсен культурине, йӑли-йӗркине, историне уҫса кӑтартакан мероприятисем ирттереҫҫӗ, наци организацийӗсемпе тата ҫамрӑксемпе тӗлпулусем йӗркелеҫҫӗ. Халӗ наци культурисен центрӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗ — Раҫҫей кунӗ — валли хатӗрленеҫҫӗ. Центр ӗҫтешӗсем курав залӗн ӗҫне йӗркелесшӗн. Экспозицире наци костюмӗсене кӑтартӗҫ. Пуш уйӑхӗнче Чӑваш Енрен пирвайхи костюмсем ҫитмелле. Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Пойковскинче «Алӗҫ картишӗ» ярмӑрккӑ та йӗркеленмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Тунтикун, нарӑсӑн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин электронлӑ тата кино документацийӗн патшалӑх архивӗнче чӑваш киноӳкерӳҫисем пухӑннӑ, пӗр шухӑшлӑ пулса перлӗх йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ. Пухӑва тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» канал ертӳҫи Олег Цыпленков, «КоЮр» киновидеопӗрлӗхӗн ертӳҫрисем Константин Ефремовпа Юрий Сергеев, «Салам» ТМЯП ертӳҫисем Елизавета Разумовӑпа Владимир Карсаков, «Диал» ТМЯП («Аксар» студи) элчи Иван Иванов, «Орион» видеостуди ертӳҫи Вячеслав Оринов, «Iltimerstudio» видеостуди ертӳҫи Алексей Ефремов тата патшалӑх архивӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Пуханнисем пушӑн 28-мӗш кунӗнче «Хальхи лару-тӑрура кино ӳкересси: ҫӗнӗ аталану ҫулӗсем» ҫавра сӗтелте те (патшалӑх архивӗнчех иртмелле) чӑвашла кино ӳкерес йытӑва хускатма калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫамрӑксен юрӑ пултарулӑхӗн «Дебют» фестивале И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнерпе музыка факультечӗ йӗркеленӗ, вӑл унӑн ҫумӗнче иртет. Мӗн тӗллевпе ирттереҫҫӗ-ха ӑна? Пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртмашкӑн, Чӑваш Енри район-хуласенчи пултарулӑх ушкӑнӗсемпе, уйрӑм ҫынсемпе ҫыхӑну йӗркелемешкӗн. Фестиваль кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут йӗркеленнӗ, вӑл регион шайӗнчи статуса илнӗ. Ҫак вӑхӑтра фестиваль этрада тата халӑх юррисене шӑрантаракан 300 ытла вокалиста пӗр тӗвве пухнӑ. Кӑҫал вӑл нарӑсӑн 21-мӗшӗнче иртнӗ. Гран-прие Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ вӑтам шкулта 11-мӗш класра ӑс пухакан Константин Павлов тивӗҫнӗ. Ҫав шкулти ансамблех «Вокал ансамблӗсем» номинацире 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче «Аттепе театра!» акци ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Ҫамрӑксен театрӗ ӑна кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттерет. Акци ашшӗсене пӗлтӗрхи пекех килӗшнӗ. Хӑш-пӗр ашшӗпе ачи театра пӗрремӗш хут килсе курнӑ. Вӗсем сцена ҫине куҫ илмесӗр пӑхса ларнӑ. Фойере хӑнасене Мулкачсем кӗтсе илнӗ. Вӗсем олимп вӑййисем ирттернӗ. Тупӑшусене ашшӗсем те, ачисем те хастар хутшӑннӑ. Пурте хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн парнесене тивӗҫнӗ. Залра хӑнасене каллех парне кӗтнӗ. «Как Иван за море ходил» юмахри казаксем вӗсем валли кӑсӑклӑ конкурссем хатӗрленӗ. Чи хаклӑ парне «Ылтӑн чӑх чӗппи» спектакль пулнӑ. Постановка чи хӑюллӑ, чи хастар, чи вӑйлӑ ашшӗсем пирки. Спектакле ятарласа ҫемьепе пӑхмашкӑн хатӗрленӗ. Вӑл сцена ҫинче нумай ҫул пырать. Ачасем театра ытларах амӑшӗпе ҫӳреҫҫӗ. Акци пуҫарнӑ хыҫҫӑн ашшӗсем ытти спектакле килме те тытӑннӑ. Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗ каллех уява йыхравлать. Аннесемпе асаннесен уявӗ ячӗпе ирттерекенскерте вӑйӑсем, конкурссем тата «Мымренок» спектакль пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Сурӑм шевлисем» фольклор ансамблӗ Халӑх йӑли-йӗркине сыхласа хӑварасси хальхи вӑхӑтра уйрӑмах ҫивӗч. Ҫавӑнпа педагогсен халӑх юррисене, вӑййисене ачасене вӗрентме тӑрӑшмалла. Элӗксем ҫакна тӗпе хураҫҫӗ те ӗнтӗ. Элӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи фольклор уйрӑмӗнче вӗренекенсем несӗлсен культурине ӑша хывма тӑрӑшаҫҫӗ. Ку вӗсен чунне те пуянлатать. Шӑпах ҫак тӗллевпе пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ача-пӑча ӳнер шкулӗ ҫумӗнче «Сурӑм шевлисем» фольклор ансамблӗ йӗркеленнӗ. Ертӳҫи — А.М.Михайлова, концертмейстерӗ — С.П.Артемьев. Ансамбль солистки Ольга Егорова республика, район шайӗсенче иртнӗ конкурссен, фестивальсен лауреачӗ, Раҫҫей шайӗнче пулнӑ конкурссен дипломанчӗ. Ансамбле 9 ҫултан аслӑрах ачасем ҫӳреҫҫӗ. Ушкӑн тӗллевӗ — музыка тата ташӑ фольклорне вӗренесси, ӑна анлӑ сарасси. «Сурӑм шевлисен» репертуарӗ тӗрлӗ жанрпа пуян. Вӗсем районта, республикӑра иртекен концертсене, мероприятисене хутшӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑк артистсем чӑваш халӑх йӑли-йӗркине, музыка тата ташӑ культурине хастар пропагандӑлаҫҫӗ. Вӗсен репертуарӗнче — ӗлӗкхи йӑласем, лирика юррисем, хаваслӑ ташӑсем, вӑйӑсем. «Сурӑм шевлисем» халӑх хореографине те вӗренеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |