Культура
![]() Чӑваш ҫамрӑксен театрӗ ҫакӑнта вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Ача-пӑча драматургийӗн регионсем хушшинчи лабаратори-форумне ирттерет. Ку проекта ҫӗршывӑн Культура министерстви театр ӳнерӗшӗн кирлӗ пулӑм тесе ырланӑ май пурнӑҫа кӗртме укҫа та уйӑрнӑ. Лабораторие пухнӑ май театр ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракан наци драматургӗсен регионсем хушшинчи конкурсне йӗркеленӗ. Конкурса Чӑваш Ентен, Пушкӑртстанран, Утмӑрт тата Коми республикисенчен, Мускавран, Питӗртен, Ҫӗнҫӗпӗртен, Екатеринбургран, Самартан, Чӗмпӗртен, Анапӑран, Калугӑран, Воронежран, Аҫтӑрхантан, Волгоградран, Омскран, Сургутран, Железногорскран, Красногорскран, Анат Тагилтан, Курск облаҫӗнчи Львовран тата Белоруҫпа Литва Республикисенчен 60 пьеса тӑратнӑ. Юпан 20–24-мӗшӗсенче ӗҫсен авторӗсем Шупашкара Регионсем хушшинчи лабораторие килсе ҫитӗҫ. Форума театр критикӗ, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ, Раҫҫей хулисенчи нумай семинар авторӗ Ирина Мягкова ертсе пырӗ. Экспертсен шутӗнче Мускаври Валерий Персиков режиссер та пур. Чи лайӑх пьесӑсемпе Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театр артисчӗсем эскизлӑ постановкӑсем кӑтартӗҫ, унтан вӗсене сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юрий Кудаков мусӑкҫӑ Чӑваш мусӑкҫи тата вӗрентекенӗ Юрий Кудаков нумаях пулмасть «РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. 71 ҫулти Юрий Кудаков — 30 пьеса авторӗ, чӑвашсен 27 спектаклӗ валли кӗвӗ хатӗрленӗ. Вӑл пултарулӑх анинче 1960 ҫултанпа тӑрӑшать. Вӑл 700 ытла юрӑ ҫырнӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ анлӑ сарӑлнӑ. 200 ытла хайлава радио тата телекурав фончӗ валли ҫырнӑ. Вӑл ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне илнӗ. Вӑл — чӑваш ҫӑмрӑкӗсен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ те. Пултарулӑхне кура РФ Президенчӗ Владимир Путин кӑҫалхи ҫурлан 14-мӗшӗнче ӑна «РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» ята пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче сезон уҫӗ. Юбилейлӑ 55-мӗш сезон Георгий Хирпӳн «Нарспи» оперипе уҫӑлӗ. Оперӑна Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх хатӗрленӗ. Ҫак ӗҫпе Хирпӳ чылай ҫул ӗҫленӗ. Композитор либреттӑна хӑй ҫырнӑ, оригиналти текста хӑварма тӑрӑшнӑ. Сюжетпа сӑнарсене кура ку оперӑна психологи драми жанрӗ теме пулать. Композитор хор сценисенче фольклор темипе усӑ курнӑ. Тӗнче тетелӗнчи «Ҫыхӑнура» проекта пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нарспи» оперӑна чӑвашла юрлаҫҫӗ. Вырӑсла куҫару ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Илле Тӑхти ҫыравҫӑ Иртнӗ ӗмӗрте палӑрнӑ чылай ҫыравҫӑн пултарулӑхне тӗпчевҫӗсем паян ҫӗнӗрен тишкерсе пӑхаҫҫӗ. Паллах, ун пек чухне тӗппипех урӑх хак параҫҫӗ тесе калама ҫук. Тепӗр чухне малтан каланинех ҫӗнӗ куҫпа курса хаклаҫҫӗ. Ҫакӑ та вӑл ку ҫыравҫӑ пултарулӑхне тарӑнрах тӗпчеме, унӑн ҫӗнӗ енӗсене палӑртма пулӑшать. Сӑмах кунта Илле Тӑхти пултарулӑхӗ пирки пырать. Кӑҫал ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитрӗ. Илья Ефимович Ефимов-Тӑхти 1889 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Нӳшкасси ялӗнче чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш шкулта, Хусанти учительсем хатӗрлекен семинарире, Мускаври Пӗрремӗш патшалӑх университетӗнчи этнологи факультечӗн литература уйрӑмӗнче вӗреннӗ. Тӑхтие чӑн-чӑн халӑх вӗрентекенӗ теме пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ Елчӗк районӗнчи тӗп вулавӑшра. Вӑл нумай ҫул тӗрлӗ шкулта ӗҫленӗ, чӑваш ачисене тарӑн пӗлӳ пама тӑрӑшнӑ. Ҫав хушӑрах халӑх хушшине тухса ҫӳренӗ, халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ. Мӗн виличченех халӑха вӗрентес ӗҫре тӑрӑшнӑ. Тӗпчевҫӗсенчен чылайӑшӗ Тӑхти кулӑшне чи малтанах унӑн «Колчак» ятлӑ поэминче курнӑ, ҫыравҫӑн сӑнар калӑплас, кулӑшла лару-тӑру тӑвас ӑсталӑхне вырӑнлӑ палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумаях пулмасть Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинче паллӑ ентешне, Геннадий Маркиянов композитора, халалланӑ каҫ иртнӗ. Уява Маргарита Бронникова библиотекарь уҫнӑ. Вӑл композиторӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Геннадий Александровичӑн ҫывӑх тӑванӗ, унпа пӗр класра вӗрннӗскер, Ираида Яковлева ун пирки аса илнӗ. Вӑл паллӑ ентешӗ пирки чылай кӑсӑкли каласа кӑтартнӑ. Хӗрарӑмсен «Мерчен» вокал ансамблӗ Геннадий Маркияновӑн юррисене шӑрантарнӑ. Геннадий Александровичӑн юррисем халӑхра анлӑ сарӑлнӑ: «Йӗпреҫ хӗрӗсем», «Ытарайми анне сӑнарӗ», «Шкул вальсӗ», «Эп пӗлетӗп хам кӑна», «Пахчипех-ҫке мӑкӑнь», «Анне сасси». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансен «Маугли ӑрӑвӗ» ача-пӑча спектаклӗнче ӳкерӗнес шанчӑк пур. Унта ӳкерӗнме конкурса хутшӑнас тесен www.dobroedelo.mts.ru сайтра ҫыру хӑвармалла. Спектакль премьери кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче Ӗпхӳре иртмелле. Мюзикл валли актерсене аслисене те, ачасене те шыраҫҫӗ иккен. Хӑшӗсем пӗрремӗш рольсенче пулӗҫ, теприсем — иккӗмӗш. Хӗрарӑмсен 21 ҫултан пуҫласа 40 ҫулччен пулмалла, арҫынсене 21-рен пуҫласа 50-чченех йышӑнма хатӗр. Суйлав конкурсӗ Ӗпхӳре иртмелле. Ӑна «Маугли ӑрӑвӗ» проект ертӳҫи Константин Хабенский, спекталкь продюсерӗ Евгений Гуров тата режиссер-постановщикӗ Айнур Сафиуллин ирттерӗҫ. Ку мюзикл Константин Хабенскин фончӗн тата МТС компанин пӗрлехи ыркӑмӑллӑх проекчӗ иккен. Спектакльте пухнӑ укҫана йывӑр чирлӗ ачасене сиплеме ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян шкул ачисем Пӗлӳ кунне паллӑ тунӑран эпир электронлӑ вулавӑша Марк Твенӑн «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» кӗнекине вырнаҫтартӑмӑр. Чӑвашла ӑна Феодосия Ишетер куҫарнӑ, 1979 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Электронлатма «Хавал» пӗрлӗхӗн пайташӗсем пулӑшнӑ. «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» хайлава Марк Твен пӗрремеш хут 1876 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ. Унти ӗҫсем АПШ-ри граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче пулса иртеҫҫӗ. Ҫыравҫӑ ӑна ҫитӗннисем валли ҫырнӑ, анчах каярах хайлав ачасен кӑмӑлне кайнӑран вӑл ача-пӑча литератури пулса тӑнӑ. Чӑвашла Том Сойер пирки тепӗр кӗнекене те куҫарнӑ — 1985 ҫулта «Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени» (1884) хайлав Асклиада Соколова куҫарӑвӗпе тухнӑ. Виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӑш кӗнекисене — «Tom Sawyer Abroad» (1894, чӑв. Том Сойер чикӗ леш енче), «Tom Sawyer, Detective» (1896, чӑв. Том Сойер — детектив) — хальлӗхе чӑвашла кӑларман-ха. «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» хайлава epub форматпа та уҫласа илме пулать — капла смартфонсенче вулама май пур. |
Культура
![]() Шуршӑлта ӗҫ хӗрӳ пырать Чӑваш Ен Андриян Николаев космонавт-летчик ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленет. Нумаях пулмасть ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялне ҫитсе курнӑ, ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗсленӗ. Планпа килӗшӳллӗн, А.Г.Николаев ячӗллӗ парк урлӑ аллея пулӗ, унта Совет тапхӑрӗнчи тата Раҫҫейри паллӑ космонавтсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарӗҫ. Аллея икӗ объекта ҫыхӑнтарӗ: А.Николаевӑн пӑхӑртан тунӑ бюстне тата Космонавтика музейне. Аллея хӗррипе чечексем ешерӗҫ, хунарсем ҫутатӗҫ, канмалли саксем вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли тата Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗн «Мерчен» музыка тӗпелӗ «Наци вулавӑшӗнчи музыка кӗҫнерникунӗсем» проекта пурнӑҫа кӗртсе ҫурлан 28-мӗшӗнче «Чун кӗвви» классика музыкин каҫне йыхравлаҫҫӗ. Концерт программине тӗнчери музыка классикин хайлавӗсене кӗртнине пӗлтернӗ. Вӗсене симфони оркестрӗпе симфони капеллин солисчӗсем шӑрантарӗҫ. Акт залӗнче «Ылтӑн музыка классики» кӗнекесен, нота тата мульти-медиа кӑларӑмӗсен куравӗ йӗркелӗҫ. Уяв каҫхи 6 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчt савӑнӑҫлӑ пулӑм иртнӗ. Ҫак районта ҫуралса ӳснӗ ҫынсем — «Чавал» ентешлӗх — концерт лартнӑ. Земфира Яковлева, Станислав Кондратьев, Александр Самсонов, Анатолий Данилов, Юлия Юнисова, Иван Шинжаев тата ҫамрӑк Регина Чишкинапа Алексей Максимов ҫуралнӑ тӑрӑхне юрӑ-ташӑпа ҫитсе ентешӗсене чӑн-чӑн уяв парнеленӗ. Ку мероприяти районшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Сӑнсем (14) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |