Ӗнер 19 сехетре Вӑрнар район пульницине харӑсах ултӑ ҫынна илсе пынӑ. Вӗсенчен пӗри уйрӑмах хытӑ аптӑранӑ.
Арҫынсем Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасси ялӗнче пӗр хӗрарӑм патӗнче ӗҫленӗ. Пулӑшакансене кил хуҫи хӗрарӑмӗ кӑмпа яшкипе хӑналанӑ. Хӑй те апата ҫинӗ. Сехет те ҫитмен — хӑнасем те, кил хуҫи хӗрарӑмӗ те хӑйсене начар туйма пуҫланӑ: ӑш пӑтраннӑ, хӑсӑк килнӗ, вар пӑсӑлнӑ. Арҫынсенчен пӗри тӑн ҫухатасси патнех ҫитнӗ.
Ҫӗркаҫ улттӑшне те пульницӑн реанимаци уйрӑмӗнче тытнӑ. Паян ирхи сакӑр сехетсенче вӗсене инфекци уйрӑмне куҫарнӑ. Кӑмпа яшки ҫисе нушаланса пӗтнипе пульницӑна лекнисем халӗ хайсене начар мар туяҫҫӗ. Ҫапах та тухтӑрсем чирлисене пӑхсах тӑраҫҫӗ, кирлӗ эмелпе, ытти процедурӑпа вӑхӑтра тивӗҫтереҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем гастроле тухса кайнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Николай Терентьевӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Ыйхӑ ҫухатнисем» спектакле тата Владимир Илюховӑн «Как Настенька чуть Кикиморой не стала» постановкӑна Самар облаҫӗнче тата Тутар Республикинче лартма палӑртса хунӑччӗ. Вӗсем Тутарстанри Аксу тата Нурлат районӗсене ҫитнӗ.
Республика тулашӗнче ҫӳренипе пӗрлех хамӑр тӑрӑхра та спектакльсем лартаҫҫӗ. Ӗнер Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкассинче «Юратупа кавӑн» кӑтартнӑ. Паян Етӗрнере «Укҫа чул кастарать» лартӗҫ. Александр Пӑртта пьесипе хатӗрленӗскерте СССР халӑх артистки Вера Кузьмина Альтук сӑнарне калӑплать. Апла пулсан, кураканшӑн ку хӑех пысӑк савӑнӑҫ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн паллӑ ҫыравҫисем пӗрин хыҫҫӑн тепри леш тӗнчене кайса пыраҫҫӗ. Чӳкӗн 9-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши преми лауреачӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Юрий Григорьевич Айташ (Григорьев) ҫыравҫӑ тата куҫаруҫӑ вилнӗ.
Юрий Айташ 1938 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкассинче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Телекуравпа радиовещанин Чӑваш комитечӗн литература кӑларӑмӗсен редакторӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Тӑван Атӑл» журналӑн редактор ҫумӗнче, «Хатӗр пул» журналта ӗҫленӗ.
Унӑн пӗрремӗш сӑввисем Хусанти «Ленин ялавӗ» хаҫатра 1960 ҫулта пичетленнӗ. Повеҫсен «Йӗплӗ роза» пӗрремӗш кӗнеки 1969 ҫулта кун ҫути курнӑ.
Пӗтӗмпе Юрий Айташ — вунна яхӑн кӗнеке авторӗ. Вӑл Пушкина, Лермонтова, Есенина тата ытти хӑш-пӗр ҫыравҫа чӑвашла «калаҫтарнӑ». Айташӑн пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ пулнине критика тата ӑслӑлӑхпа тӗпчев хайлавӗсем ҫырни те ҫирӗплетет.
Юрий Айташпа паян Шупашкарти Пичет ҫуртӗнче сыв пуллашрӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн варринче республикӑри районсен ентешлӗхӗсен йӑлана кӗнӗ «Туслӑх кубокне» ҫӗнсе илессишӗн ирттернӗ ӑмӑртусенче хальхинче нихӑҫанхинчен те нумайрах спортсмен (пурӗ 21 команда) тупӑшнине пӗлтерет «Хыпар» хаҫат Петр Сидоров статйинче.
Пӗтӗмӗшле зачетра малти виҫӗ вырӑна йышӑнакан командӑри атлетсене хавхалантарма Шупашкар хула пуҫлӑхӗн Л.И. Черкесовӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 230 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкар хули 545 ҫул тултарнине халалланӑ XXII спартакиадӑра чи малтан шывра ишекенсем ӑмӑртнӑ. Икӗ хӗрпе икӗ арҫынран тӑракан 2*2 эстафетӑра пӗрремӗш вырӑна Улатӑр район ентешлӗхӗн команди тухнӑ. Ҫак коллектив чысне Алтышево ялӗнчи вӑй-хал культурипе сывлӑх комплексӗн бассейнӗнче ӑсталӑха туптанӑ ишевҫӗсем хӳтӗленӗ.
Ҫивӗч кӗрешӳре 2–5-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Шупашкар тата Красноармейски районӗсен ентешлӗхӗсен ишевҫисем лайӑх ӑмӑртнине те палӑртнӑ. Юлашки виҫӗ вырӑна Ҫӗрпӳ, Комсомольски тата Куславкка районӗсен командисем йышӑннӑ.
Волейболистсен ҫивӗч кӗрешӗвӗ «Спартак» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче пилӗк куна тӑсӑлнӑ.
Йӑнӑшасси такамӑн та пулать-ха. Уйрӑмах — яш чухне. Ҫапах та хӑв ҫуратнӑ ачана урама шӑнса вилме тесе кӑларса хунине ниепле те ӑнланма ҫук. Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасси ялӗнче ҫуралнӑ тата унтах пурӑнакан 28 хӗрарӑм вара ҫавӑн пек хӑтланнӑ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл Шупашкарта пӗр хваттерте пулнӑ чух ҫӑмӑлланнӑ. Ҫут тӗнчене ҫӗнӗ чун ирхи тӑватӑ сехетре килнӗ. Унран хӑпас тесе хӗрарӑм ҫаппа ҫарамас ачана нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин умне, ҫӗр ҫине, пӑрахса хӑварнӑ. Хӗр ачана иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Ҫийӗнчех ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ пепкене ача ҫуртне вырнаҫтарнӑ.
Ҫак пӑтӑрмах хыҫҫӑн вунӑ кунтан хӗрарӑм тӗлӗшпе ачана вӗлерме тӑнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Нумаях пулмасть хӗрарӑма амӑш правинчен хӑтарнӑ. Кунсӑр пуҫне унран алимент шыраса илмелле тунӑ.
Акан 24-мӗшӗпе 25-мӗшӗнче ҫунакан типӗ курӑка сӳнтерме пушарниксем пурӗ 90 хут ҫула тухнӑ. Вӑрнар районӗнче вара ҫунакан курӑк пысӑк инкек кӳнӗ — Вӑрнар патӗнчи пушанса юлнӑ дача хуҫалӑхӗнче 5 ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ, тата 20-мӗшӗ сиенленнӗ. Унсӑр пуҫне ҫулӑм юнашар вӑрмана ҫитсе унти лӑсӑллӑ йывӑҫсем ҫине сиксе ӳкнӗ — 2 ҫухрӑм ҫурӑ тӑршшӗпе 800 метр сарлакӑш вӑрман ҫунса кайнӑ.
Пушара сӳнтерме 3 машин тухнӑ. Унсӑр пуҫне юнашар вырнаҫнӑ Рункӑ, Уравӑш, Ҫавалкасси ял ҫыннисем, Вӑрнарти вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем те вут-ҫулӑмпа кӗрешме тухнӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗ асӑрхаттарать: типӗ курӑка чӗртсен писӑк инкек патне пырса тухма пулать! Ҫулӑмпа ҫамрӑк калчасем ӗнеҫҫӗ, хӗнлӗн шӑтса тухаҫҫӗ. Вӑрмансенче, ялсенче пушар тухасси те пулма пултарать. Ҫутҫанталӑка упрӑр!
Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасси ялӗнче (Кульцав ял тӑрӑхӗ) ял кунӗ иртрӗ. Уява чылай халӑх пухӑнчӗ: ватти вӗтти те, ял ҫыннисем те, ку ялта ҫуралса ӳснисем те. Уяв яла кӗрекен ҫӗнӗ асфальт ҫулӑн пуҫламӑшӗнче пуҫланчӗ. Ӑна, паллах, Республикӑри автомашин ҫулӗсене аталантармашкӑн йышӑннӑ Хушу тӑрӑх сарнӑ. Вӑл Хушупа килӗшӳллӗн ҫавӑн пекех ялпа юнашар Кӗҫӗн Ҫавал урлӑ кӗпер хывнӑ. Ку вӑл ялта пурӑнакан 141 ҫыншӑн питӗ пысӑк парне пулса тӑчӗ.
Ял уявне уҫнӑ май пуҫлӑхсем сӑмах каларӗҫ, ун историне аса илчӗҫ. Халӑх районти культура ҫурчӗ ҫӳмӗнчи пултаруллӑх ушкӑнне, чӑваш эстрадин ҫӑлтӑрне, Галина Скворцовӑна, алӑ ҫупсах итлерӗҫ.
Уяв тӗлне ял ҫннисем ҫичӗ витре кӗрекен хуранра шӳрпе пӗҫерсе хатӗрлерӗҫ — пурне те унпа хӑналарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |