Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Аслатиллӗ ҫумӑр витӗр

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 25.05.2016 19:07 | 1920 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш наци вулавӑшӗнче ӗнер Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Акчикасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Василий Никифорович Спиридонов — Эрченешӗн (1922–1975) «Аслатиллӗ ҫумӑр витӗр» кӗнекин хӑтлавӗ пулчӗ. Кӗнекене автор 1937–1974 ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсем тата «Иккӗмӗш тӗлпулу» калав кӗнӗ.

Василий Эрченеш Канашри педагогика училищинчен, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, нумай вӑхӑт хушши Паньтӑкри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи учителӗ, директор ҫумӗ тата директор пулса ӗҫленӗ. Ӑна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫӑн иккӗмӗш степенлӗ орденӗпе тата «За отвагу» медаль парса чысланӑ.

Кӗнеке алҫырӑвӗ 40 ҫул кӗнекен тухасса кӗтсе выртнӑ. Ӑна Зоя Сергеевна Спиридонова — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, сӑвӑҫ, юрӑҫ тата композитор — поэтӑн тӑванӗсем пулӑшнипе кун ҫути кӑтартнӑ.

Хӑтлава Василий Эрченешӗн ҫывӑх тӑванӗсем, вӑл вӗрентнӗ вӗренекенсем,пӗрле ӗҫленӗ учительсем, Хӗрлӗ Чутай райадминистаци элчисем хутшӑнчӗҫ, поэт пурнӑҫӗпе паллаштарчӗҫ. Пухӑннисене Эльвира Яковлева ертсе пыракан Ҫӗньял ансамблӗ юрӑ-ташӑ парнелерӗ. Хӑнасене пурне те авторӑн кӗнекине парнелерӗҫ.

#Ҫӗньял, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #культура, #кӗнекесем, #хӑтлавсем, #Паньтӑк, #Акчикасси, #наци вулавӑшӗ

 

Сӑнсем (8)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем