Культура
Абдула Туркцкойпа Савухи Ахмеров чӑваш хӗрарӑмӗсемпе Ҫулсем иртнӗҫемӗн япала та кивелет. Хӑшӗ-пӗри ӑна кӑларса ывӑтать. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Тукай ялӗнче пурӑнакан Людмила Данькова вара мӑшӑрӗн асламӑшӗнчен юлнӑ хатӗр-хӗтӗре упраса хӑварнӑ та «Сире кӗтекен кил» хӑна ҫурчӗ уҫнӑ. Унта Раҫҫейри туристсем кӑна мар, ют ҫӗршывсенчисем те килеҫҫӗ. Пурте ӗлӗкхи чӑвашсем мӗнле пурӑннипе кӑсӑкланаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Даньковсен хӑна ҫуртне Стамбул хулинчи «Ҫулҫӳревҫӗ» телеканал журналисчӗ Абдула Туркцкой килсе кайнӑ. Савухи Ахмеров оператор та пӗрле килнӗ. Ахмеров Раҫҫейре ӳснӗ, ҫавӑнпа вырӑсла аванах калаҫать. Вӗсем тӗрӗк халӑхӗн ӗлӗкхи йӑли пирки фильм хатӗрлеҫҫӗ-мӗн. Инҫетрен килнӗ хӑнасем хуран кукли мӗнле пӗҫернине, услам ҫу хатӗрленине, ҫӑм арланине кӑсӑкланса сӑнанӑ. Ҫӑнӑх хатӗрленине те курнӑ. Вӗсене чӑваш халӑх юррисем, ташшисем интереслентернӗ. Ют ҫӗршыв журналисчӗсем Чӑваша килсе кайнипе кӑмӑллӑ юлнӑ. Кӑштахран татах килме шантарнӑ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Утӑн 24-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӑмпал ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, журналист, ҫыравҫӑ Антип Николаев-Шевле ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа асаилӳ каҫӗ иртнӗ. Антип Николаевич публицист, ҫыравҫӑ пулнӑ. Вӑл Кӑмпал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне Антип Николаевич 17-ре пулнӑ. Темиҫе кун маларах ӑна ытти ачасемпе пӗрле — пӗтӗмпе 800 ытла ҫын — Инҫет Хӗвелтухӑҫне янӑ. Унта вӑл икӗ ҫул шахтӑра ӗҫленӗ. Ҫав вӑхатрах фронта хӑйӗн ирӗкӗпе каяссишӗн талпӑннӑ. 1943 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ, Япони миллитарисчӗсемпе ҫапӑҫнӑ. Совет Ҫарӗнче вӑл 1970 ҫулччен пулнӑ. Пултарулӑхӗ ҫар журналистикине илсе ҫитернӗ. 1949–1970 ҫулсенче вӑл «Боевая вахта» (чӑв. Ҫар вахти) хаҫат корреспонденчӗ, Ҫӗпӗр ҫар округӗнчи «Советский воин» (чӑв. Совет салтакӗ) хаҫатӑн пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1972–1988 ҫулсенче ЧАССР Журналистсен союзӗн правленийӗн яваплӑ секретарӗнче вӑй хунӑ. Унан статйисем «Красная звезда» хаҫатра, «Советский воин», «Советский моряк», «Гражданская авиация» журналсенче пичетленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Сувар» фильм кастингӗ Утӑн 25-мӗшӗнче Шупашкарта «Сувар» фильм ӳкерме кастинг иртесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, кино Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗрӗ ҫинчи пурнӑҫа, Сувар хулине ҫутатӗ. Ӗнер тӗп хулари «Салют» культура керменӗнче фильмра ӳкерӗнекенсене суйлама кастинг иртнӗ. Фильма Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ вӑхӑта кун ҫути кӑтартма палӑртаҫҫӗ. Ӑна ӳкерекенӗсем — «Обочина» кино хатӗрлекенсем. «Паян кунта килнисенчен кашниех фильм ӳкернӗ ҫӗре хутшӑнаять. Пӗрисем — актер евӗр, теприсем — пулӑшуҫӑ пек», — тенӗ Юрий Тя-Сен сценарист. Проект питӗ вӑрӑм иккен, сахалтан та виҫӗ ҫула пырӗ. Ҫур ҫултан сценарие ҫырса пӗтерӗҫ. Кастинга 50 ҫын ытла пынӑ. Вӗсен хушшинче паллӑ ҫынсем те пулнӑ. Экстрасенсен тӗнчери кӗрешӗвне хутшӑннӑ Русалина Селентай, акӑ, мӑшӑрӗпе Дмитрий Мадуровпа тата Терентий ывӑлӗпе пынӑ. Русалина хӑйӗн экстрасенсорлӑ вӑйӗпе те фильма ӳкерме пулӑшма шантарнӑ-мӗн. Хӗрарӑмӑн ывӑлӗ, сӑмах май, «сувар» тесе чи малтан ҫыртарнӑ ача. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Кӑҫал, Культура ҫулталӑкӗнче, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищи — 85 ҫул, Шупашкарти ӳнер училищи 80 ҫул тултарать. Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ вара тӗнче тетелӗнчи конкурса хутшӑнма чӗнет. Вӑл — «Хамӑрял юррисем» (оригинал ячӗ ҫавнашкал — ред. асӑрхавӗ) конкурс. Ӑна Раҫҫейри тӗрлӗ регионта, ытти ҫӗршывра пурӑнакан чӑваш наци халӑхне пултарулӑх тӗлӗшӗнчен пӗрлештерес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Авӑнӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 31-мӗшӗччен видеоматериалсене йышӑнаҫҫӗ. Чӳкӗн 12-мӗшӗччен ҫӗнтерӳҫӗсене суйлаҫҫӗ, ҫак тапхӑрта пӗтӗм видеоролике «YouTube» канала вырнаҫтарӗҫ. «Хамӑрял юррисем» конкурса уйрӑм ҫынсем те, профессионал вокал тата хор ушкӑнӗсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Видеороликӑн 6 минутран ытларах пулмалла мар. Тӗплӗнрех ҫак адреспа ыйтса пӗлме пулать: Шупашкар хули, Энтузиастсен урамӗ, 26-мӗш ҫурт, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ. Е 8(83352) 33-09-69 телефонпа шӑнкӑравламалла. Электрон почта: chgiki.onitr@mail.ru. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енӗн Архив фончӗ хӑйӗн фондне паха материалсемпе пуянлатсах тӑрать. Нумаях пулмасть учреждени Чӑваш АССРӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, художникпа, кинорежиссёрпа, халӗ Мускавра пурӑнакан Эрнст Мокеевпа килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ тунӑ. Мокеев хӑйӗн графикине ҫулсеренех Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн Хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн центрӗнче кӑтартать иккен. Унӑн документлӑ фильмне кӑҫал Шупашкарти кинофестивальте те конкурссӑр кӗртнӗ. Режиссёрпа художникӑн архивистсемпе ӗҫлеме те вӑхӑт тупӑннӑ. Архива панӑ материалсем хушшинче унӑн ашшӗн, Матвей Мокеевӑн портречӗсем те пур-мӗн. Матвей Мокеев Пӗрремӗш тӗнче, Граждан, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл хӑйӗн аслӑ пиччӗшӗн, Феликс Мокеев актерӑн, режиссерӑн сӑн ӳкерчӗкӗсене те панӑ. Эрнст Мокеев хӑйӗн пирки каласа кӑтартакан хутсене те архив валли илсе килнӗ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш кӗнеке издательствинче черетлӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Хальхинче — РФ Ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗн Светлана Гордеевӑн «Карҫинккари кӑмпасем» кӗнеки. Светлана Гордеева иртнӗ кӗркунне вӑрманта уҫӑлса ҫӳренӗ, кӑмпа шыранӑ. Ҫав вӑхӑтра сӑвӑ йӗркисем ҫуралнӑ. Ҫапла майпа поэт вӑрмантан кӑмпапа ҫеҫ мар, сӑвӑсемпе те таврӑннӑ. Светлана Гордеевӑна ҫимелли тата наркӑмӑшлӑ кӑмпасене уйӑрма ашшӗ ача чухнех вӗрентнӗ-мӗн. Ашшӗ кӑмпаҫӑ пулнӑ. «Хальхи ачасем кӑмпасене паллаҫҫӗ-и?» Поэта ҫак ыйту канӑҫсӑрлантарнӑ. Ҫавӑнпах кӑмпасем пирки кӗнеке кӑларма шухӑшланӑ. Ҫӗнӗ кӗнеке ҫимелли тата наркӑмӑшлӑ кӑмпасем пирки каласа кӑтартать. Автор ӳкерчӗксене те хӑйех хатӗрленӗ. Ӳкерчӗксем хӑйне евӗр. Хурӑн кӑмпи ав мунчара хурӑн милӗкӗпе ҫапӑнать. «Карҫинккари кӑмпасем» кӗнеке икӗ чӗлхепе тухнӑ: вырӑсла тата чӑвашла. Ӑна вырӑсларан чӑвашла Валерий Кошкин поэт куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Республикӑри тӗллевлӗ инвестици программине пурнӑҫлама кӑҫал 67 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Тупраран пысӑк пайӗ, 25 миллион тенкӗ, Чӑваш патшалӑх филармонине лекӗ. Кунсӑр пуҫне патшалӑх субсидийӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне 15 миллион тенкӗ тивӗҫӗ, Трактор тӑвакансен культура керменне — 5 миллион, А.Г. Николаев летчик-космонавтӑн мемориал комплексне — 7 миллион, А.Г. Николаев паркне — 7 миллион, Чӑваш патшалӑх пукане театрне — 10 миллион. Халӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх истори архивӗн ҫуртне тӗплӗн юсаҫҫӗ. Чӑваш ҫамрӑксен театрне уйрӑм ҫурта куҫарасси пирки хальлӗхе ӗмӗтленме те тӑмасть-тӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Плэнер хупӑннӑ кун Чӑвашран нумай паллӑ ҫын тухнӑ. Вӗсенчен пӗри — Алексей Афанасьевич Кокель. Вӑл чӑваш ӳнер аталанӑвне нумай витӗм кӳнӗ. Кокель плэнерӗ ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал 7-мӗш хут иртнӗ плэнер утӑн 19-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Мероприятие ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ А.Алексеева, РФ халӑх ӳнерҫи, ЧР Ӳнерҫӗсен союзӗн председателӗ Р.Федоров живописҫӑ, Украина халӑх ӳнерҫи, Украинӑри ӳнерҫӗсен наци союзӗн Хорьковри организацийӗн председателӗ В.Ковтун тата ытти сумлӑ ҫынсем хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев Кокель плэнерне пула чӑваш халӑхӗн ырӑ ячӗ тӗнчипех сарӑлнине палӑртнӑ. Кӑҫал плэнер Алексей Кокель ҫуралнӑ тӑрӑхра — Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче — иртнӗ. Алексей Афанасьевич тӑван кӗтесне ӳнер аталанӑвӗн центрӗ тума ӗмӗтленнӗ. Унӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫланчӗ теме те пулать ӗнтӗ. Плэнер ҫулсерен Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи ӳнерҫӗсене пухать. Кӑҫал вара Чӑваш Ене Мордва, Тутар, Удмурт республикисенчен, Пенза облаҫӗнчен, Симферопольтен, Украинӑран килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарта халиччен пулман камерлӑ театр уҫӑлать. Ӑна уйрӑм ҫын туприне хывнипе хута ярӗҫ. Театра йӗркелекенсем «ArsLonga» камерлӑ театр пирки «театралсем театралсем валли» йӗркеленӗ тесе калаҫҫӗ. Апла тӑк вӑл куракансен ыйтӑвне тивӗҫтерессе шанаҫҫӗ. Пысӑках мар хӑтлӑ зал 174 куракана йышӑнать. Театра проектланӑ чух ҫутӑ тата сасӑ оборудованине илнине ӗнентереҫҫӗ. Тата, паллах, интерьера та театр тӗнчине илсе кӗртме лайӑх пултӑр тесе йӗркеленӗ-мӗн. Театр стени пысӑках мар драматурги труппине вырнаҫма май парать. Апла тӑк унта пысӑках мар театр ушкӑнӗсем тата антрепризӑсем вырнаҫайӗҫ. Сӑнавлӑ проектсене те унта ним мар лартма пулӗ. Утӑ уйӑхӗн 25, 26, 27-мӗшӗсенче театра уҫнӑ май Ролан Топор пьесипе лартнӑ «Зима под столом» премьерӑна кӑтартӗҫ. Спектакль 19 сехетре пуҫланмалла. Спектакль 19 сехетре пуҫланмалла. Мӗнех, чӗрӗ кӗвӗ, ыттисенчен расна хореографи театр ӳнерне юратакансен кӑмӑлне тивӗҫтерессе шанасси ҫеҫ юлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш туйӗ. 2012. Анна Васильевӑн ӗҫӗ Халӑхсем хушшинчи журналистикӑн гильдийӗ «НацАкцент» порталта «Манӑн пысӑк наци туйӗ» сӑнӳкерчӗксен конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ. Унӑн тӗллевӗ — ӑруран ӑрӑва куҫакан йӑли-йӗркине, Раҫҫей халӑхӗсен нумай енлӗ культурине туй ҫипуҫӗ урлӑ кӑтартасси. Конкурса хутшӑнас текенсен авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗччен сӑнӳкерчӗксене svadba@nazaccent.ru электрон адреспа ярса памалла. Ҫырура туя мӗншӗн наци тумӗпе ирттерес тени пирки те каласа кӑтартмалла. Тӳресем ӳкерчӗксене кӑна мар, вӗсен хуҫисен историне те хаклама шантараҫҫӗ. Юпан 1-мӗшӗнче конкурсӑн виҫӗ ҫӗнтерӳҫине палӑртӗҫ: пӗрне профессилле журналистсем хаклӗҫ, иккӗмӗшне — сайт ҫинчи сасӑлав тӑрӑх, виҫҫӗмӗшне — «Контактра» халӑх тетелӗнчи официаллӑ ушкӑн урлӑ. Конкурс пирки тӗплӗ информацие nazaccent.ru/content/12258-konkurs-moya-bolshaya-nacionalnaya-svadba-startuet.html сайтра тупмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |