Культура
Утӑн 25-мӗшӗнче Шупашкарта «Сувар: Халап ҫурални» фильма ӳкермешкӗн кастинг иртӗ. Ҫӗнӗ фильм авторӗсем — «Чӑвашфильм» киностудин «Обочина» фильма ӳкерекенсем. Фильм Сувар хула пирки пулнине ӑнкарма йывӑр мар. Картина Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗрӗ ҫинчи ҫапӑҫусене ҫутатӗ. Сценари хатӗр теме те пулать. Халӗ ӳкерӳ валли хатӗрленеҫҫӗ, авторсен йышне палӑртаҫҫӗ. Кастинг «Салют» культура керменӗнче иртӗ. Унта арҫынсем те, хӗрарӑмсем те пыма пултараҫҫӗ. Фильма ӳкермешкӗн 3 ҫултан аслӑрах ачасем те кирлӗ. Кастинг утӑн 25-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Валинкке» ушкӑн Элӗкри «Валинкке» халӑх фольклор ансамблӗ Геннадий Заволокин ячӗллӗ «Выля, купӑс» Пӗтӗм тӗнчери III фестивале хутшӑннӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 3–13-мӗшӗсенче Новосибирск тата Новосибирск облаҫӗнче иртнӗ. Икӗ ҫулта пӗрре иртекен мероприяти тӗнче шайне тухма ӗлкӗрнӗ. Хальхинче унта хамӑр ҫӗршыври 70 регионӗнчен тата Германирен, Америкӑран, Израильтен, Украинӑран, Белоруҫран, Казахстанран килсе ҫитнӗ. Конкурса хутшӑнма 278 заявка тӑратнӑ иккен. Ҫав шутра Чӑваш Енри тепӗр ушкӑн та пулнӑ. Ку вӑл — Шупашкар районӗнчи «Хӗлхем» фольклор ансамблӗ. «Валинкке» пирки каласан, фестивальте ушкӑна куракансем кӑмӑлтан йышӑннине пӗлтереҫҫӗ Элӗк район администрацийӗнче. Конкурс ирттернисӗр пуҫне фестивале хутшӑннисене «Выля, купӑс» телекӑларӑм валли те ӳкернӗ. «Валинкке» ушкӑн фестивальтен лауреат ячӗпе таврӑннӑ. Ансамблӗн солисчӗсем Владимир Терентьевпа Галина Краснова фестиваль дипломанчӗсем пулса тӑнӑ. Сӑнсем (46) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян Елчӗк районӗнче Наци ӗҫӗсен канашӗн тата Тӗн енӗпе ӗҫлекен канашӗн пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта тухса калаҫнӑ районти культурӑпа кану центрӗн методисчӗ София Тинякова каланӑ тӑрӑх культурӑпа кану учрежденийӗсен тӗрлӗ халӑх тата тӗн ҫыннисен хушшинчи туслӑха ҫирӗплетессишӗн ӗҫлесси, наци йӑли-йӗркине наци ӑнланӑвне ҫирӗплетесси тӗп тӗллев тесе палӑртнӑ. Ҫавна пурнӑҫа кӗртессишӗн районта тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ, наци культурине упраса хӑварма тата аталантарма майсем туса панӑ-мӗн. Тӗн ҫыннисем те унта хутшӑннӑ. Вӗсем те епле ӗҫсем пурнӑҫлани пирки каласа кӑтартнӑ. Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ, ав, Сергий Радонежский ҫуралнӑранпа 700 ҫул ҫитнӗ ятпа куҫса ҫӳрекен курав та хатӗрлесе илсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ытларикун, утӑн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин киноматографистсен пӗрлӗхӗн Правленийӗ черетлӗ пухӑва пухӑннӑ. Унта кино ӳкерекенсен пӗрлӗхне кӗрекенсен миҫе тенкӗ тӳлесе кӗмеллине, пӗрлӗх пайташӗсем ҫулсерен миҫе тенкӗ пухмаллине тата ытти ыйтусене сӳтсе явнӑ. Сӑмах май тӳлев виҫине тӗрлӗрен сӗнекенсем пулнӑ — сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн пӗрлӗхе кӗме 3 000 тенкӗ тӳлемелле тунӑ, ҫулсерен — 1 пиншер тенкӗ. Тепӗр ыйтура ҫитес ҫул 1-мӗш Пӗтӗм чӑваш кинофестивальне йӗркелессине тӑратнӑ. Правлени пайташӗсем ӑна 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ирттерме ҫирӗплетнӗ, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗччен фестивалӗн Йӗрки-шывне хатӗрлеме Вячеслав Оринова сӗннӗ. Вӑл хӑй те хӑйӗн шухӑшӗсене пытарса тӑман, кинофесивале ирттерме укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу илме культура министрествине ҫырупа тухса сӗннӗ. Вячеслав Оринов тепӗр сӗнӳ те панӑ — Элтепер патне ҫырупа тухса чӑваш киноматографи аталантарас енӗпе ятарлӑ грант йӗркелесси ҫинчен. Правлени пайташӗсем ӑна ырланӑ. Пухура ҫавӑн пекех кино ӳкерекенсен шкулне тата пӗрлӗхӗн сайтне йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ. |
Культура
Ҫӗрпӳре культура эткерлӗхӗнчи ҫурта сутӗҫ. Ҫапла йышӑннӑ Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви. Курбатов ҫурчӗн пуҫламӑш хакне 205 пин тенкӗпе хакланӑ. Ҫурта вӑл вырнаҫнӑ ҫӗрпе пӗрле сутӗҫ. Курбатов ҫуртен 1897 ҫулта туса лартнӑ. Унӑн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ — 264,1 тӑваткал метр. Вӑл вырнаҫнӑ тата ӑна тытса тӑма кирлӗ ҫӗр лаптӑкӗ 1349 тӑваткал метрпа танлашать иккен. Курбатов ҫуртне туянаканӑн унпа усӑ курмалла кӑна мар, ӑна тытса тӑмалла тата упраса хӑвармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Куславкка районӗнче культура еткерлӗхӗн 32 объекчӗ вырнаҫнӑ. Вӗсенчен 1 — федераци, 31-шӗ регион пӗлтерӗшлӗ. 6 ӗскер (объект) Куславкка хулинче вырнаҫнӑ. ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов Куславкка районӗнче ӗҫлӗ ҫулҫӳревре пулнӑ. Министр культура еткерлӗхӗн хӑш-пӗр ӗскерӗпе тата культурӑпа канӑвӑн тӗп центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Вадим Ефимов Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Марина Солдатихина ертсе пынипе Николай Лобачевский математикӑн ҫуртне (вӑл унта 1848–1856 ҫулсенче ҫулла пурӑннӑ), Жомени барон, Волчков купса ҫурчӗсене ҫитсе курнӑ. Куславкка хула администрацийӗ тӑрӑшнипе хулари культура еткерлӗхӗн ӗскерӗсене хурал зони вырнаҫтарнӑ. Культура объекчӗсене упрассишӗн сахал мар тӑрӑшаҫҫӗ. 2011–2012 ҫулсенче Жомени баронӑн ҫуртне юсамашкӑн 2,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кӑҫал вырӑнти хысна пулӑшнипе ҫурта газ кӗртесшӗн. Министр Куславкка хула администрацине ҫак ҫуртӑн «хуҫине» шырама сӗннӗ, унсӑрӑн ӑна туллин сыхласа хӑварма май ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Етӗрнери культура объекчӗсенчен пӗри Культура эткерлӗхӗн ӗскерӗсене (объекчӗсене) упраса хӑварассипе республикӑра епле ӗҫсем ирттернине чӑваш парламенчӗ тишкернине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енре культура эткерлӗхӗ тесе хаклакан 702 ӗскере шута илнӗ. Ҫав шутран 440-шӗ — республика пӗлтерӗшлӗ, 221-шӗ — федераци шайӗнче. 702 объектран 56-шӗ федераци харпӑрлӑхӗнче шутланса тӑрать, 36-шӗ — республикӑн, 80-шӗ — муниципалитетсен. Пысӑк пайӗ, 217-шӗ, — уйрӑм ҫын е пӗр-пӗр предприяти харпӑрлӑхӗнче. Кунсӑр пуҫне хуҫасӑрррисем те пур. Кӑҫал вунӑ ытла палӑка юсамалла. Ун валли федераци тата республика хыснисенчен 71 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ытларикунпа юнкун республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов культура эткерлӗхӗ шутланакан Етӗрнери ҫуртсене ҫитнӗ. Авалхи ҫав хулара кӑна, ав, 59 обьект вырнаҫнӑ. Унти тӗп вулавӑш хӑй вӑхӑтӗнчи Земство пухӑвӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна 1879 ҫултах тунӑ. Етӗрнери ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗ 1911 ҫулта туса лартнӑ куҫ пульницин ҫуртӗнче тӗпленнӗ. Пӗлтӗр музея юсама республика хыснинчен ҫур миллион тенкӗ уйӑрнӑ, районтан — 100 пин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарти «Кӑмӑл-туйӑм» ушкӑн — Испанире Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи «Кӑмӑл-туйӑм» хореографи ушкӑнӗ Испанирен таврӑннӑ. Унта ачасем пӗтӗм тӗнче шайӗнче иртнӗ «Аллегория» фестивале хутшӑннӑ. Мероприяти кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртет иккен. Унта Грузинчи, Турцинчи, Словакинчи, Нидерландри, Польшӑри, Латвири, Украинри 1 500 ытла ҫын хутшӑннӑ. Фестиваль хула урамӗсем тӑрӑх ҫӳренинчен пуҫланнӑ. Шупашкарти ачасен Петр Пашков вӗрентекен ертсе пыракан «Кӑмӑл-туйӑм» ушкӑнӗ гала-концерта хутшӑнма тивӗҫнӗ. Унта вӗсем чӑваш, вырӑс тата тутар ташшисене ташланӑ. Халӗ ачасем Греципе Польшӑра иртекен пӗтӗм тӗнчери фестивальсене хутшӑнас ӗмӗтпе пурӑнаҫҫӗ иккен. Шупашкар хулин Калинин район администрацийӗ фестивале йӗркелекенсем Чӑвашра ҫамрӑк талантсене чи пысӑк шайра пулӑшнине пӗлсен тӗлӗннӗ тесе ӗнентерет. Сӑнсем (3) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Атӑлҫи тӑрӑхӗнче туризм тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Ҫула тухнисем ытларах чух шыв ҫулӗпе ҫӳреҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, Атӑл тӑрӑх. Ҫак аслӑ шыв тӑрӑх ҫӳрекен туристсем Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче те чарӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Атӑл тӑрӑх Хусанти, Мускаври, Чулхулари тата Самарӑри ҫул ҫӳренсене турттаракан теплоходсем ҫӳреҫҫӗ. Куславкка – пысӑках мар провинци хули. Унта Жомени барон ҫурчӗ пур, Волчков, Забродин, Суслов ҫӗр улпучӗсемпе купсасен йӗрне шыраса тупма пулать. Куславкка тӑрӑхӗ – вилӗмсӗр «Ӗмӗр сакки сарлака» роман авторӗн Никифор Мраньккан тӑван кӗтесӗ те. Хулан пульницинче вара эвакогоспиталь вырнаҫнӑ пулнӑ. Туристсем вырӑнти пасара та кӗрсе тухма кӑмӑллаҫҫӗ иккен, хула пляжӗнче шыва кӗреҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрринче туристсем А. Зайцев ячӗллӗ художество галерейине кӗрсе тухаяҫҫӗ. Соснин купсан пӳртӗнчи экспонатсем те вӗҫӗмех ылмашса тӑнине кура унта кашнинчех мӗн те пулин ҫӗннине асӑрхама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Аристарх Орлов-Шуҫӑм Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳре Орлов-Шуҫӑм композитор ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине халалласа Районти пӗрремӗш уҫӑ фестиваль иртнӗ. Аристарх Гаврилович – Чӑваш АССРӗн искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата халӑх артисчӗ, РСФСР халӑх артисчӗ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Уйкас ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл пултаруллӑ композитор, педагог, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн тата Чӑваш радиовӗпе телевиденийӗн хорӗн, Кабардин-Балкарин патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ертӳҫи тата хормейстерӗ пулнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи уҫӑ фестивале Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Георгий Фадеев, Ҫӗрпӳ ентешлӗхӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Федоров композитор (Шупашкар районӗнчи Культура ҫуртӗнчи ветерансен хорӗпе пӗрле), республика конкурсӗсен лауреачӗ Анатолий Печников композитор (хӑй ертсе пыракан Шупашкр районӗнчи Иккассинчи «Ҫӑлкуҫ» ансамбльпе пӗрле), пӗтӗм тӗнчери тата Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ Андрей Барабанов тата ыттисем хутшӑннӑ. Фестивальте Аристарх Орлов-Шуҫӑм кӗвӗленӗ юрӑсем янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |