Культура
Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Руслан Валитова тутарсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркипе килӗшӳллӗн ҫара ӑсатнӑ. Унта сумлӑ хӑнасем хутшӑннӑ: Ҫӗнӗ Шупашкар имамӗ Минкадир Резяпов, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Владимир Марков, хулари ҫар комиссариачӗн пуҫлӑхӗ Сергей Баранов. Мӑсӑльмансен салтака ӑсатасси – кӑткӑс йӑла. Вӑл – салтакӑн тӑванӗсемшӗн кӑна мар, пӗтӗм хулашӑн пысӑк пулӑм. Унта хӑнасем чӗнмесӗрхе килеҫҫӗ. Салтак киле чиперех таврӑнтӑр тесе йӑла-йӗркене ҫирӗп пӑхӑнаҫҫӗ. Малтанах арҫынсем ҫеҫ пухӑнаҫҫӗ. Пулас салтака варрине лартаҫҫӗ, кӗлӗ вулаҫҫӗ, ӑна ҫар тивӗҫне лайӑх пурнӑҫлама, киле сывӑ таврӑнма сывлӑх сунаҫҫӗ. Кӗлӗ хыҫҫӑн хӑнасене плов ҫитереҫҫӗ, чей ӗҫтереҫҫӗ. Сӗтел синчи тӑвара кашниех тутанса пӑхать. Сӗтел ҫине тӗрлӗ ҫимӗҫ лартаҫҫӗ. Чи хакли – риспа тата какайпа пӗҫернӗ ҫавра кукӑль. Арҫынсем хӑналаннӑ май иртнине каласа кӑтартаҫҫӗ. Арҫынсем хыҫҫӑн хӗрарӑмсен черечӗ ҫитет. Пӗри кӗлӗ вулать. Йӑлапа килӗшӳллӗн, пулас салтак кил енне питпе ҫаврӑнса тухса каять. Ҫурӑмпа ҫаврӑнсан таврӑнмасан та пултарать-мӗн. Руслан Валитова та ҫак йӑлана пӑхӑнса салтака ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пӑрачкаври историпе ӳнер музейӗнче Ҫуллахи вӑхӑтра Пӑрачкав районӗнче пурӑнакансем тата хӑнасем валли историпе ӳнер музейӗнче Шупашкарти пултаруллӑ ҫамрӑк ӳнерҫӗсен «Сервант» ушкӑнӗн куравӗ ӗҫлет. «Сервант» - юлташсем хушшинче ҫуралнӑ ушкӑн. Ушкӑн ячӗ хӑйне евӗр. Сервант – чашӑк-тирӗк шкапӗ пулсан та ӳнерҫӗсем ӑна хӑйне евер ӑнланаҫҫӗ. Вӗсемшӗн вӑл асаилӗве упрамалли вырӑн. Ушкӑнра – Алена Бамбурина, Владимир Бамбурин, Олеся Волкова, Анастасия Данилова, Иван Никитин, Алексей Орешкин, Александр Щеглов. Кашнинех хӑйне евӗр пултарулӑх, кашниех ӳнерпе пурнӑҫа хӑйне евӗр ӑнланать. «Сервант» ушкӑнри ҫамрӑк ӳнерҫӗсенчен чылайӑшӗ И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультетӗнче вӗреннӗ, пленэрсене ҫӳренӗ, пӗрле ӗҫлеме пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем Шӑмӑршӑ районӗнче Ҫамрӑксен кунӗнче ҫулсерен иртекен эстрада юррин «Ҫамрӑк сасӑсем» район фестивалӗ иртнӗ. Ку фестиваль Шӑмаршӑ районӗнче йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Вӑл ҫулсерен пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртма пулӑшать. Фестивале 14-35 ҫулсенчи солист вокалистсем, вокал ансамблӗсем хутшӑннӑ. 14-18 ҫулсенчисен йышӗнче «Соло-вокал» номинацире Мария Константинова ҫӗнтернӗ. 2-мӗш вырӑна Надежда Павлова тивӗҫнӗ. 3-мӗш вырӑнта – Михаил Кириллов. 18-35 ҫулсенчисен хушшинче вара Анастасия Мердеева ҫӗнтернӗ. 2-мӗш вырӑна Ольга Бибукова тухнӑ. 3-мӗш вырӑна Кристина Долгова тивӗҫнӗ. «Дуэт» номинацире Мария Тридвона тата Вика Иванова мала тухнӑ. «Вокал ансамблӗ» номинацире 1-мӗш вырӑна «Эдельвейс» вокал ансамблӗ тивӗҫнӗ. «Антонина» ача-пӑча ташӑ ушкӑнӗ Шӑмӑршӑри культура аталанӑвӗн центрӗн тавне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Вадим Ефимов министр Екатерина Образцова СССР халӑх артисткипе Ҫак уйӑхӑн 24–28-мӗшӗсенче Шупашкарта тӗнчери пукане театрӗсенчен чи пысӑккин С.В. Образцовӑн патшалӑх академи тӗп театрӗ гастрольпе пулчӗ. Мускаври театр пултарулӑхне пирӗн куракансем пысӑка хурса хаклани каламасӑрах паллӑ-тӑр. Асӑннӑ театр репертуарӗпе темиҫе ӑру ӳснӗ. Шупашкара тӗп хула профессионалӗсем «Атӑ тӑхӑннӑ кушак» классика юмахне тата «Гулливерӑн ҫул ҫӳревӗ» историе илсе килнӗ. Аслисем пирки те манман Мускав «пуканисем». Вӗсем валли «Тӗлӗнтермӗш концерт» кулӑшла ревю лартнӑ. Ку спектакль – тӗнчере пуринчен ытла ҫын пӑхнине кура Гиннес рекорчӗн кӗнекине лекнӗскер. Чаплӑран та чаплӑ пукане ӑстин Сергей Образцовӑн мӑнукӗпе, асӑннӑ театрӑн режиссер-постановщикӗпе, СССР халӑх артисчӗпе Екатерина Образцовӑпа Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов тӗл пулнӑ. Вӑл гастролӗн тӳпине пысӑка хурса хак панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
ЧР Журналистсен пӗрлӗхӗ пысӑк проекта вӗҫленӗ. Организаци юбилейӗ тӗлне «Чӑваш журналистикипе пичечӗн энциклопедийӗ» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ку массӑллӑ информаци хатӗрӗсен, издательствӑсен, полиграфи предприятийӗсен, информаци агентствисен историне, тӗп тапхӑрӗсен аталанӑвне ҫутатакан пӗрремӗш кӗнеке. Кӗнекере 2400 яхӑн статья, вӗсене алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ. Кунта СССР тата РФ Журналистсен союзӗсен пайташӗсем пирки, чӑваш изданийӗсен пирвайхи редакторӗсем, репрессиленӗ журналистсем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем, фронтри корреспондентсем, пичет ветеранӗсем тата ыттисем ҫинчен те ҫырса кӑтартнӑ. Чӑваш Ен тулашӗнче тухса тӑракан чӑваш журнал-хаҫачӗ пирки уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ. Энциклопедире 1400 ытла сӑнӳкерчӗкпе усӑ курнӑ. Унта псевдонимсемпе пичетленнӗ журналистсемпе ҫыравҫасем пирки те пур. Кӗнеке журналистсемшӗн, издательсемшӗн, культура ӗҫченӗсемшӗн, ӑсчахсемшӗн, политиксемшӗн, студентсемшӗн, ытти ҫынсемшӗн кӑсӑклӑ пулмалла. Вӑл 3 пин тиражпа тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Нарспи» — Москакассинче Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Москакасси культура центрӗнче Ӗренпур облаҫӗнчи Тури Игнашкино культура керменӗнчи «Нарспи» фольклор ушкӑнӗ хӑнара пулнӑ. Москакассисем 700 ҫухрӑм аякра тӗпленнӗ чӑвашсем хӑйсен йӑли-йӗркине упраса хӑварассишӗн тӑрӑшнине хӑйсен куҫӗпе курса ӗненнӗ. «Нарспи» Москакассисем хальччен илтмен чӑваш юррисене илемлӗн шӑрантарнӑ. Ушкӑнра чӑвашла пачах пӗлменнисем те пулнӑ-мӗн, ҫапах вӗсем чӑвашла питӗ хитре юрланӑ. Концерта Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Р.Н.Тимофеев, культура пайӗн пуҫлӑхӗ Е.Г.Чернова, культура пайӗн спициалисчӗсем, Москакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Н.Матросов килнӗ. «Нарспипе» пӗрле Тури Игнашкино ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Н.А.Грачев та ҫитнӗ. Концерт вӗҫленсен Р.Н.Тимофеев Муркаш районӗпе Ӗренпур облаҫӗнчи чӑвашсен туслӑхӗ малашне те ҫирӗп пуласса шанса каланӑ. Кун хыҫҫӑн хӑнасене сӗтел хушшине чӗннӗ. Кунта та юрӑ-ташӑ шӑпланман. Аякри хӑнасене «Муркаш» халӑх фольклор ушкӑнӗ тата «Шуҫӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ чыслӑн кӗтсе илнӗ, ӑсатса янӑ. Сӑнсем (27) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Нумаях пулмасть Комсомольскинче тӗрӗк тӗнчин хальхи вӑхӑтри халӑх культурин тата ӳнерӗн «Урмай Залида» II фестивалӗ иртнӗ. Республикӑн Культура министерстви фестиваль пирӗн республикӑшӑн пысӑк пулӑм пулнине палӑртать. Унта Раҫҫейри тата чикӗ тулашӗнчи ҫӗршывсенчен килсе ҫитнӗ. Фестиваль пултаруллӑ халӑх коллективӗсене, уйрӑм юрӑҫсене палӑртассипе, халӑх ташшисене, инструмент кӗввине, тӗрӗк халӑхӗсен вокалне сарассипе иртет-мӗн. Вӑл тӗрӗк халӑхӗсен хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме май парасса та шанаҫҫӗ. Фестивале тӗрлӗ шайри тӳре-шара, чиркӳ ҫыннисем, депутатсем таранах пырса ҫитнӗ. «Урмай Залида» тӑватӑ сехете тӑсӑлнӑ. Ӳнере ӑнланакансем хакланӑ тӑрӑх, гран-прие Кабардин-Балкари республикинчен килнӗ «Эльбрус» фольклор ансамблӗ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ветерансен хорӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Мускавра чӑвашсен Акатуйӗ пулать. Унӑн йӗркелӳҫисем Вӑрнар районне Акатуя чӗнсе ҫыру янӑ, Мускава Вӑрнар районӗнчи ветерансен халӑх хорне яма сӗннӗ. Паллах, хор ҫакна хапӑлласах йышӑннӑ, Мускава ҫула тухнӑ. Ветерансен хорӗ республика тулашне унччен те тухса ҫӳренӗ. Пӗлтӗрхи раштавра вӗсем Смоленск хулинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫей канашлуне хутшӑннӑ. Ветерансен халӑх хорӗ 1993 ҫулта йӗркеленнӗ. Унӑн пӗрремӗш ертӳҫи — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Юдин. Вӑл Красноармейски районӗнчи Кушкӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл районти культура ҫуртӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. Халӗ хора Елена Матвеева ертсе пырать. Музыка ертӳҫисем — Василий Семенов тата Валерий Кудрявцев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Концерт саманчӗ Республика кунне халалласа иртнӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале Чӑваш Ене тӗрлӗ ҫӗршывран пултарулӑх ушкӑнӗсем чылай килнӗ. Вӗсем хушшинче — Италири «Про Локо Самугео» ансамбль те. Республикӑн тӗп хулинче иртнӗ фестивале хутшӑннипе пӗрлех Итали артисчӗсем тӗрлӗ районта хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, ҫав шутра — Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче те. Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче асӑннӑ фольклор коллективӗ хӑнасене хапӑл Хӗрлӗ Чутай ҫӗрне ҫитнӗ, Етӗрнепе Чутай чиккинче вӗсене райадминистрацин культура пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Самсонов кӗтсе илнӗ. Чи малтанах Итали артисчӗсем Сӗнтӗкҫырминчи Культура ҫуртӗнче Сардини ташшисемпе паллаштарнӑ. Курма пухӑннӑ халӑх ют ҫӗршыв артисчӗсен пултарулӑхӗпе кӑмӑллӑ юлнӑ. Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Любовь Кузнецова вара италиансене тав тунӑ май асӑнмалӑх ҫӑпата тата наци тумтирне парнеленӗ. Унтан фольклор ушкӑнӗ «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» халӑх музейӗнче пулса курнӑ. Каҫхи ултӑ сехетре вара «Про Локо Самугео» фольклор ушкӑнӗ Хӗрлӗ Чутайри Культурӑпа кану центрӗ умӗнче пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Республика кунӗнче «Руҫ ӑстисем» алӗҫ ӳнерӗн куравӗ иртнӗ. Кӑҫал унта 53 ӑста хутшӑннӑ: Раҫҫейӗн 13 регионӗнчен — 28-ӑн (Коми, Мари республикисенчен, Иваново, Курск, Курган, Чулхула, Ӗренпур, Самар, Тамбов, Чӗмпӗр, Челепи облаҫӗсенчен, Перӗм тата Краснодар енӗсенчен), Чӑваш Енрен — 25-ӗн. Конкурса хутшӑнакансене дипломсемпе, парнесемпе чысланӑ. Кӑҫал конкурс гран-прине Иваново хулинчи Любовь Степанова ҫӗнсе илнӗ. Вӑл татӑк-кӗсӗкрен «Телей кайӑкӗ» панно ҫӗленӗ. Автор Чӑваш Ен ӳнерне ҫутатакан кӗнекесене тишкерсе чӑваш тӗррин тӗнчине сӑнарланӑ. Шурӑ (тасалӑх, сывлӑх тӗсӗ), хӗрлӗ (уяв тӗсӗ), хура (ҫӗр тӗсӗ) тӗссемпе усӑ курнӑ. Ӗҫӗнче Ивановӑри иртнӗ ӗмӗрти 50–60-мӗш ҫулӗсенчи пусмасемпе усӑ курнӑ. Панно композицийӗ вырӑс тата чӑваш халӑхӗсен туслӑхне вырӑс изразецӗн кайӑкӗпе чӑваш мифологийӗн паллисемпе пӗрлештерни урлӑ кӑтартать. Сӑнсем (20) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |