Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль вӗҫленнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш патшалӑх филармони залӗнче чысланӑ.
Ултӑ кунра Чӑваш Ен ҫыннисемпе хӑнисем 52 фильм курнӑ. Вӗсенчен 8-шӗ — Чӑваш Енри. Фестивальпе килӗшӳллӗн, фильмсене Вӑрмарта, Сосновкӑра, Ҫӗмӗрле тата Куславкка хулисенче кӑтартнӑ.
«Чи лайӑх сценарий» номинацире Олег Хамоков (Кабаржа-Балкар Республики, «Армия» фильм) тивӗҫнӗ. «Чи лайӑх режиссура» номинацире «Суицид» фильмӑн режиссерӗ Шеннадий Алхимов ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх фильм» — «Февраль» (Чечня Республики, режиссерӗ Руслав Магомедов). Куракансем Александр Прошкинӑн «Охрана» фильмне килӗштернӗ. Чи лайӑх оператор — Михаил Кардашевский (Якут Республики, «Заблужившиеся»). Юрий Спиридонова Чӑваш наци кинематографӗн аталанӑвне хастар хутшӑннӑшӑн чысланӑ. Иккӗмӗш планри чи лайӑх роле Ольга Озоллапиня вылянӑ. «Арҫын рольне чи лайӑх калӑплакан» — Ярослав Жалнин («Трагедия в бухте Роджерс»). «Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан – Мария Коровина («Охрана»). Чи лайӑх оператор — Шандору Беркеши («Ангелы революции»). Илемлӗ фильмӑн чи лайӑх сценарийӗ — «Побег из Москвабада». Элла Манжеевӑна чи лайӑх режиссура ӗҫӗшӗн палӑртнӑ. Гран-прие «Тряпичный союз» фильм тивӗҫнӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ятарлӑ парнине «Побег из Москвабада» фильм тивӗҫнӗ.
