Культура
Уявра / О. Цыпленков тунӑ сӑн Эрнекун, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Оринин ял клубӗ ҫумӗнчи «Шуракӑш» ансамбле йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитнине палӑртрӗҫ. «Шуракӑш» ансамбль 1988 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнче пӗрремӗш хут пухӑннӑ, ӑна йӗркелесе яраканӗ тата ертсе пыраканӗ Владимир Михайлович Александров шутланать. Ҫав ҫулах, 1988 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче ҫӗнӗ ансамбль пӗрремӗш концертне лартнӑ. «Шуракӑш» районта кӑна мар, республикӑра та паллӑ ушкӑн. Хӑйӗн концерчӗсемпе вӑл Раҫҫейри ытти тӑрахсенче те пулса курнӑ. Чикӗ леш енче те пӗрре мар концерт лартнӑ: Турцире, Белоруссире, Молдовӑра (Гагаузинче). Дагестанра, Алтайра, Липецкра тата ытти тӑрахсенче вал пулса курнӑ. «Шуракӑш» коллектива саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Тимофеев Ростислав Николаевич, Оринин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Волков Александр Сергеевич, Муркаш районӗн культуӑпа архив ӗҫӗн пай начальникӗ Чернова Елена Геннадьевна тата ыттисем ҫитрӗҫ. Уява видео ӳкерсе хутшӑннӑ Олег Михайлович Цыпленков каласа панӑ тӑрӑх ансамбле саламланӑ май пурте тенӗ пекех чӑвашла тухса калаҫрӗҫ, пӗр Чернова Елена Геннадьевна кӑна — вырӑсла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Нумаях пулмасть Шупашкарти Ф.М.Лукин ячӗллӗ 5-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗнче наци музыкин, поэзийӗн, ӳнер ӑсталӑхӗн «Тӑван ен» республика фестивалӗ иртнӗ. Вӑл — асӑннӑ шкулӑн проекчӗсенчен пӗри. Ӑна ҫулсерен нарӑсра ирттереҫҫӗ. Проекта 2009 ҫулта пуҫарнӑ. Пилӗк ҫулта унта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Етӗрнери музыка шкулӗсем, ача-пӑча ӳнер шкулӗсем шкулӗсем хутшӑннӑ. Концерт программине Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ училищӗре вӗренекен студентсем те пуянлатнӑ. Хальччен ирттернӗ фестивальсене Ф.М.Лукин, Г.Я.Хирпӳ композиторсем, Я.Г.Ухсай поэт 100 ҫулт тултарнисене халалланӑ. 2013 ҫултанпа «Тӑван ен» проект анлӑланнӑ. Халӗ ун ҫумне республикӑра инҫет мелӗпе ирттерекен чӑваш музыка литературин олимпиади тата ҫамрӑк музыка тата ӳнер тӗпчӗвҫисен, экскурсоведсен «Музӑсемпе калаҫни» республика конкурсӗ хутшӑннӑ. Пиллӗкмӗш юбилейлӑ фестивале Г.С.Лебедев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халлалланӑ. Унта Канаш, Ҫӗрпӳ хулисенчи, Вӑрмар тата Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗсенчи вӗренекенсемпе вӗрентекенсем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура залӗнче нарӑсӑн 16-мӗшӗнче республикӑри ХТК (КВН) ушкӑнӗсен ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлнӑ ятпа «КиВиН Чувашии-2014» (чӑв. Чӑваш Ен КиВиНӗ) фестиваль иртнӗ. 12 ҫул хушшинче ХТК вӑййисене республикӑри 100-е яхӑн тӗрлӗ вӗренӳ заведенийӗсен, шкулсен командисем хутшӑннӑ. Хӗрлӗ Чутай район чысне Ҫӗнӗ Атикасси вӑтам шкул команди хӳтӗленӗ. «Бодрячок» командӑра Эльвира Андреева, Анастасия Смирнова, Дмитрий Лобов, Эдуард Сидоров, Сергей Ильин, Николай Софронов, Анастасия Маркова. Ушкӑн жюри умне «Мир, в котором мы живём» (чӑв. Эпир пурӑнакан тӗнче) юрӑпа тухса «Мир не прост» (чӑв. Тӗнче ансат мар) юрӑпа вӗҫленӗ. Вӗсен вӑййи-кулӑшӗ куракансен кӑмӑлне кайнӑ, ушкӑна нарӑсӑн 22-мӗшӗнче фестивалӗн Гала концертне хутшӑнма суйланӑ. Унсӑр пуҫне шкул ачисен Шупашкарпа Красноармейски районӗсен, Патӑрьел ялӗн, Шупашкар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри хулисенчи шкул командисем хушшинче тупӑшса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма тивет. Ушкӑнри Николай Софронов, Сергей Ильин, Дима Лобов, Эдик Сидоров Штанашри 9 ҫул вӗренмелли шкулта вӗреннӗ чухнех хӑйсен пултарулӑхӗпе палӑрса тӑратчӗҫ, кашни уяв-концера хастар хутшӑнса куракансене тӗрлӗ кулӑшпа савӑнтаратчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь ялне ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн фольклор ушкӑнӗсем пухӑннӑ. Вӗсем Вӑрнар, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле районӗсенчен пырса ҫитнӗ. Вырӑнти шайри сцена ӑстисен тӗлпулӑвне Культура ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ. Куракансене Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти «Ӗмӗт» ушкӑн, Якуртушкӑньти «Шанчӑк», Куславкка районӗнчи «Эткер», Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи «Кунер» тата «Шӳлкеме», Вӑрнар районӗнчи «Шурӑмпуҫ», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ямаш» халӑх фольклор коллективӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи халӑх юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Сӗнтӗрвӑрринчен пынӑ «Шӳлкеме» вӑл тӑрӑхра салтака епле ӑсатнине туса кӑтартнӑ, йӑла-йӗрке ташшисене лартнӑ. Сӑнсем (26) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Иртнӗ канмалли кунсенче Шупашкарта Самаровсен «Седьмой лепесток» (чӑв. Ҫиччӗмӗш чечек ҫуначӗ) ырӑ кӑмӑллӑх театрне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Куракансем Катаевӑн «Цветик-семицветик» (чӑв. Ҫич тӗслӗ чечекӗм) юмахӗ тӑрӑх хатӗрленӗ спектакльпе киленнӗ. — Ҫӗнӗ театр Шупашкарта Культура ҫулталӑкӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлни савӑнтарать, — тенӗ спектакль режиссерӗ, ӳнер ертӳҫи Игорь Милосердов. — Унсӑр пуҫне театр тӗллевӗ — ырӑ кӑмӑллӑх. Пухӑннӑ укҫапа чирлӗ ачасене сиплӗҫ. Чи пахи — укҫа-тенке фондсене мар, ҫынсене алла парӗҫ. Ҫак ӗҫе мана сӗнсен тӳрех паллӑ драматургӑн Евгений Шварцӑн каларӑшне аса илтӗм: «Ачасем валли спектакле аслисем валли пекех лартмалла, анчах тата лайӑхрах». Пирӗн театр ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть, кунта Шупашкарти тӗрлӗ театрти профессионал актерсем выляҫҫӗ. Хальлӗхе пирӗн ятарлӑ ҫурт ҫук, анчах вӑл ҫитес вӑхӑтра пуласса шанатпӑр. Чи кирли — тӗллев тата ӗмӗтленни. Ырӑ кӑмӑллӑх театрӗн йӗркелӳҫисем Александр тата Ольга Самаровсем каланӑ тӑрӑх, остеопетрозпа чирлекен Дима Григорьев нушине кура вӗсем ҫакнашкал театр пуҫарма шухӑшланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шкул ҫинчи асӑну хӑми Вунӑ ҫула яхӑн тӑсӑлнӑ Афган вӑрҫине пирӗн республикӑра ҫуралса ӳснӗ 5 692 ҫын хутшӑннӑ, 176-шӗ аманнӑ, 117-шӗ вилнӗ, 4-шӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчен Афганистан тата Чечен вӑрҫине 100 ытла ҫамрӑк каччӑ хутшӑннӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ: Геннадий Ивановпа Юрий Макаров Афган вӑрҫинче, Валериан Быковпа Сергей Эзенкин Чечен вӑрҫинче. Ҫак районти Штанашри вӑтам шкултан 1981-мӗш шкулта вӗренсе тухнӑ Григорий Петрович Антонов (вӑл Ҫӗмӗрле районӗнчи Полярная Звезда поселокра ҫуралнӑ) та Афган вӑрҫине хутшӑнса пуҫне хунӑ, ӑна вилнӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ, Штанашри шкул ҫурчӗ ҫинче ӑна асӑнса ятарлӑ паллӑ вырнаҫтарнӑ. Ӑна тата ытти интернационалистсене асӑнса 5-мӗшсем ятарлӑ стена хаҫачӗ кӑларнӑ, шкулта класс сехечӗсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Районта кӑҫалхипе 9-мӗш хут Афганистанра тата ҫӗршывӑн ытти регионӗсенчи юнлӑ хирӗҫтӑрусенче куҫ хупнисем ячӗпе патриотизмла юрӑсен «Пусть живые запомнят и пусть поколения помнят» (чӑв. |
Культура
Чӑваш Енри ташӑ ушкӑнӗсене Пӗтӗм тӗнчери XI ташӑ Олимпиадине хутшанма чӗнеҫҫӗ. Мероприяти Мускавра ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланать, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӗҫленет. Йӗркелӳҫисем — Пӗтӗм Раҫҫейри ташӑ организацийӗ тата Раҫҫей UNESCO ташӑ канашӗ. Олипиадӑпа килӗшӳллӗн Европа чемпионачӗ тата Тӗнче кубокӗ, Раҫҫей чемпионачӗпе кубокӗ, тӗрлӗ фестиваль-кункурс, «Ҫӗнтерӳ вальсӗ — 2014» бал ташшин XIX ЦСКА кубокӗ уҫӑлӗ. Ташӑ марафонне нихҫан пулман чухлӗ ҫын килессе кӗтеҫҫӗ: 45 ҫӗршывран 25 пин ҫын. Йӗркелӳҫӗсем кӑмӑл пуррисене хутшанма чӗнеҫҫӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗрхи ташӑ Олимпиадинче Чӑваш Ен Раҫҫей субъекчӗсен йышӗнче 41-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хутшӑнас текенсен Олипиадӑн официаллӑ сайтӗнче регистрациленмелле. Вӑл ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫеҫ ӗҫлӗ. Олимпиада пирки www.ortodance.ru сайтра тӗплӗнрех пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Геннадий Айхине халалланӑ кунсем иртӗҫ. Ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Уявра чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ситнине халалланӑ тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Всенчен пӗри — «Геннадий Айхин литература картти» курав. Ӑна «Айгиниана» пуххин (унта паллӑ ентешӗмӗрӗн пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ документсене пухнӑ) материалӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ. Курав яланхи пек иртмӗ. Хальхинче кӗнекесем, ӳкерчӗксем, сӑнсем пулӑшнипе поэтӑн литература карттине «ӳкерме» палӑртнӑ. «Тӑван кӗтес туртӑмӗ», «Европа + Айхи», «Урӑх ҫыран хӗррисем» — ҫак пайсем карттӑн йӗрӗсене палӑртӗҫ. Чӑваш Ен тата Франци, Польша тата Испани, Скандинави ҫӗршывӗсем тата Кӑнтӑр Америка, АПШ тата Япони, Болгари, Израиль тата ыттисем литература карттин географине кӑтартаҫҫӗ. «Чикӗсӗр поэзи» экспозицие поэт тата унӑн пултарулӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ тӗпчев материалӗсем кӗнӗ. Вӗсем ҫӗршыв чиккисене пӗрлештерӗҫ. Карттӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗ — чӗлхе. Геннадий Айхин хайлавӗсене тӗнчери халӑхсен 52 чӗлхипе куҫарнӑ, унӑн кӗнекисене 36 ҫӗршывра кӑларнӑ. Хӑй поэт 20 ытла ҫӗршывра пулса курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарти 5-мӗш музыка шкулӗнчи ача-пӑчасен «Соловушки» ансамбль ҫитес вӑхатра Сочие тухса кайӗ. Вӗсем Олимп вӑййисем хупӑннине халалланӑ мероприятире юрлӗҫ. Ҫамрӑкскерсем спорт ҫинчен юрӑсем шӑрантарӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем «Пусть всегда будет солнце!» юрра, Раҫҫей Гимнне шӑрантарӗҫ. Олимп репертуарӗнче — 12 юрӑ. Ачасем ушкӑнпа чылай ҫӳренӗ. Маттурскерсем Раҫҫей шайӗнче тата халӑхсем хушшинче иртнӗ конкурссене хутшӑннӑ. Олимпиада хупӑннине халалланӑ мероприятие каймашкӑн ачасен ҫирӗп суйлав витӗр тухмалла пулнӑ: пӗр вырӑна — ултӑ ҫын. Вӗсемпе Сочире Александр Васильев ертӳҫӗ пулӗ. Ачасем пин-пин ҫынлӑ хорта ӑҫта тӑмаллине пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Вӗсене хорӑн ҫӳлти сылтӑм енче, улттӑмӗш тата ҫиччӗмӗш ретсен хӗрринче, курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ушкӑнӗ Европӑра гастрольте пулнӑ. Чӑваш ташӑҫисем чикӗ леш енчи халӑха «Акӑш кӳлли», «Щелкунчик», «Ҫывӑракан пике», «Дон Кихот» постановкӑсем лартса кӑтартнӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем Европӑра ҫулҫӳревре темиҫе уйӑх пулнӑ. Вӗсем Германири, Польшӑри, Швейцарири, Италири, Австрири хуласене нимӗҫ импасариовӗ чӗннипе ҫитнӗ. Чӑваш артисчӗсем тӗрлӗ лапамра вылянӑ: ӗлӗкхи пысӑк театрсенчен пуҫласа спорт лапамӗсем таранах. Пирӗн артистсен пултарулӑхне чикӗ леш енчи халӑх хапӑлласах йышӑннӑ. Хӑсене ҫирӗп тытма пӗлекен нимӗҫсем те ура ҫине тӑрса алӑ ҫупнӑ. Итальянсем те артистсене кӑмӑллӑн йышӑннӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет труппин илемлӗх ертӳҫи, тӗрлӗ конкурс дипломанчӗ Данил Салимбаев каланӑ тӑрӑх, ушкӑн ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫланӑ, пултарулӑха ҫӳллӗ шайра кӑтартнӑ. Уйрӑмах Андрей Субботин, Марианна Чемалина, Анна Серегина палӑрнӑ. Анасатасийӑпа Дмитрий Абрамовсен дебючӗ те тӗлӗнтернӗ. Дани Салимбаев гастроль артистсемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |