Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура "Ҫавра сӗтел" вӑхӑтӗнче
"Ҫавра сӗтел" вӑхӑтӗнче

Иртнӗ канмалли кун Улатӑрта «Пурнӑҫ ячӗпе» культурӑпа ыр кӑмӑллӑх фестивалӗ иртнӗ. Ӑна «Литература» номинаципе йӗркеленӗ. Фестивале сӑвӑ ҫыракан сусӑрсене пултарулӑхне сарас тата вӗсене пӗр-пӗринпе хутшӑнтарас тӗллевпе ирттерни пирки хыпарлать Улатӑр хула администрацийӗ.

Фестивалӗн тӗп пулӑмӗ вырӑнне хурса «Ал парар, юлташсем» ҫавра сӗтеле хакланӑ. Ӑна хулари тӗп вулавӑшра пухнӑ. Унта тӳре-шара таранах хутшӑннӑ. Фестивале «Литература» номинаципе хутшӑнакансене те унтах чысланӑ. Хула администарцийӗн дипломӗпе Чулхула облаҫӗнчи Чкаловск хулинчи Татьяна Стафеевана тата Куславккари Александра Аникинана хавхалантарнӑ. Хусанти литература пӗрлешӗвӗн ертӳҫине Наиля Ахунована тав хучӗпе палӑртнӑ.

Фестивальте «Пурнӑҫ ячӗпе» фестивальте ҫӗнтернӗ Андрей Малов, Татьяна Стафеева тата Александра Аникина хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Сӑнсем (25)

 

Культура

Утӑ уйӑхӗн 8–11-мӗшӗсенче Хусанта Раҫҫейӗн кӗнеке кӑлараканӗсен ассоциацийӗпе Федерацин пичетпе массӑллӑ коммуникацисен агентстви «Регионти кӗнеке кӑларакансен конкуренцине ӳстересси ятпа конференци ирттерет.

Кун пек мероприяти кӗнеке кӑларакансемшӗн ҫӗнӗлӗх мар-ха. Хальхи саккӑрмӗш хут иртет. Унта 23 хулари, ҫав шутра наци республикисен тӗп хулисем те, хутшӑнӗҫ. Йыша Чӑваш кӗнеке издательстви те кӗнӗ. Унта вӑл краеведени тата ӑслӑлӑхпа популярлӑ литературӑна кӑтартӗ. Ҫав шутра – Иван Яковлевӑн халалӗнчен пуҫласа «Чӑваш Республикин социаллӑ-экономика атласӗ» йышшисем таранах.

Конференцире издательствӑн тӗп редакторӗ Валерий Алексеев автор правипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусемпе тухса калаҫмалла. Кун пирки издательство пӗлтерет.

 

Культура Ярмӑрккӑна ал ӑстисем тӗрлӗ япала илсе аннӑ. Михаил Игнатьев йывӑҫ кӗреплене пахалать
Ярмӑрккӑна ал ӑстисем тӗрлӗ япала илсе аннӑ. Михаил Игнатьев йывӑҫ кӗреплене пахалать

Йӑлана кӗнӗ Ҫӗрпӳ ярмӑркки хальхинче утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен тытӑнса ӗнерччен пычӗ. Уяв программине официаллӑ майпа ҫӗрпӳсем эрне кун уҫнӑ.

Сӑмах май, ярмӑрккӑна уҫма Чӑва Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Унта пынӑ май вӑл производствӑра малта пыракансене тата ытти тӗрлӗ категорие чысланӑ. Ҫӗрпӗве ҫитнӗ-ҫитнех Элтепер унти Хӗрарӑмсен мӑнастирне те кӗрсе тухнӑ. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ иккен. «Михаил Игнатьев юсава Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле ӗҫсене вӗҫлемелле тесе палӑртрӗ», – тесе хыпарланӑ кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-служби.

Эрне кунах ҫӗрпӳсем район «Акатуйне» те ирттернӗ.

Сӑнсем (92)

 

Культура

«Раҫҫей почти» Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн коллекцийӗнчи картинӑсемпе усӑ курса 19 открытка кӑларнӑ.

Открыткӑсенче - ӗлӗкхи Шупашкар: С.Ф.Скрябинӑн «Шупашкар. Сельхозинститут строительстви» (1957 ҫул), В.Я.Медведевӑн «Сивӗ ир (хӗллехи Шупашкар)» (1974 ҫул), Н.Д.Моховӑн «Шупашкар сулахай ҫыранран», Н.И.Садюковӑн «Шупашкар. К.Иванов урамӗ» тата ыттисем. Вӗсен йышӗнче Андриян Николаев космонавта халаллани те пур: «Салам, Ҫӗр!» (Н.В.Овчинников).

Ӳнер музейӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ку вӗсемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Кун пек майпа ӳнер хайлавӗсемпе кашниех паллашма пултарать.

 

Культура

Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти «Кӑнтӑр» культура ҫуртӗнче куҫ курманнисем тата япӑх куракансем пухӑннӑ. Унта ҫитме сӑлтавӗ те пулнӑ. Ҫак кун кунта «Хӗрарӑм шӑрши» фильм тӳлевсӗр кӑтартнӑ, тифлоӑнлантару пулнӑ. Мероприятие куҫ курманнисен Пӗтӗм Раҫҫейри обществин Шупашкарти организацийӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.

Ку фильм – пуҫламӑш кӑна-ха. Ҫӑвӗпех ҫакнашкал ҫынсем валли фильм кӑтартӗҫ. Диктор экранри ӗҫ-пуҫа каласа кӑтартать, унти сасса итлемешкӗн чӑрмантармасть.

«Кӑнтӑр» культура ҫурчӗн киноклубӗ фильм курмашкӑн пурне те чӗнет.

 

Культура Патӑрьелте пленэра хавас
Патӑрьелте пленэра хавас

Йӑлана кӗнӗ Кокель пленэрӗ кӑҫал саккӑрмӗш хут иртмелле. Хальхинче унӑн вырӑнне Патӑрьел районӗнчи Турхан тесе йышӑннӑ. Пленэра ҫак уйӑхӑн 8–20-мӗшӗсенче пулӗҫ. Пӗтӗм тӗнче шайне тухнӑ мероприятие Украинӑри тата хамӑр ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӗҫлесе пурӑнакан сӑрӑ ӑстисем килсе ҫитӗҫ. Кӑмӑл тӑвакансем хушшинче – Пензӑрри, Саранскри, Питӗрти, Хусанти, Ижевскри тата Чӑваш Енри художниксем.

Сӑрӑ ӑстисен ӗҫӗсен куравне утӑн 20-мӗшӗнче Турханта йӗркелӗҫ. Унта Украина художникӗн «Чӑваш ялӗнчи тӗлпулу» ӳкерчӗкне, унӑн тӑршшӗ 154 сантиметр, сарлакӑшӗ 94 сантиметр тӑршшӗ, хӑтлӗҫ.

Пленэра 2007 ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Ӑна Патӑрьел районӗнчи Турханта ҫуралнӑ Алексей Кокель художник ячӗпе ирттереҫҫӗ. Ку пуҫарӑва Раҫҫейӗн художествисен академийӗ тата республика ырланӑ.

 

Культура

Ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче шкул ачисемпе ача пахчине ҫӳрекенсем регионти ӳсен-тӑран паллисене суйланӑ. «Раҫҫей аллейи» Пӗтӗм Раҫҫей акцийӗпе килӗшӳллӗн республикӑра «Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Унта 12 районти (Вӑрмар, Елчӗк, Етӗрне, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен), 5 хулари (Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар) 31 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ.

«Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсне пирӗн тӑрӑхри ӳсен-тӑранӑн 63 сӑнӳкерчӗкне тӑратнӑ. 14 ача республика палли юман пулмалла тесе шухӑшлать. 6-шӗ пилеше тата ҫӑкана суйланӑ. 5-ӗн – хурӑншӑн, 4-шӗ – хӑвашӑн. 4-шӗ салтак тӳмине палӑртнӑ. Конкурсра курӑкӑн, тӗмӗн 20 ытла тӗсне те тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртнӑ.

1-мӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗнчи Татьяна Шустова йышннӑ. Шупашкарти 122-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Роман Никитин – иккӗмӗш. Шупашкарти 38-мӗш шкулта вӗренекен Дмитрий Матвеев 3-мӗш пулнӑ. Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Мария Ветликова, Шупашкарти 5-мӗш ача садне ҫӳрекен Данила Дмитриев, Красноармейски районӗнчи Пикшик шкулӗн вӗренекенӗ Виталий Михайлов лауреатсен ятне тивӗҫнӗ.

Малалла...

 

Культура Искей Пайтулӗн палӑкӗн эскизӗ
Искей Пайтулӗн палӑкӗн эскизӗ

Красноармейски районӗнчи Ҫӗньял Упи ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Алексей Васильевич Захаров кӳлепеҫӗ (вӑл, 1949 ҫулта ҫуралнӑскер, хӑй вӑхӑтӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетне пӗтернӗ) чӑвашсен паллӑ поэчӗн, халӑха хӳтӗлеме кар тӑнӑ, Степан Разин ҫарӗнче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ Искей Пайтулӗн ҫар паттӑрӗн (полковникӑн) палӑкӗн проект эскизне хатӗрленӗ. Ӑна ку проекта хатӗрлеме Чӑваш халӑх писателӗ, Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ Юхма Мишши ҫыравҫӑ хавхалантарнӑ. Сӑмах май, Пайтул ҫуралнӑранпа кӑҫал 343 ҫул ҫитрӗ. Поэтӑн 340 ҫулхине Трак тӑрӑхне кӗрекен Сурӑмхӗрри ялӗнче (хӑш-пӗр историксем каланӑ тӑрӑх вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ) анлӑн паллӑ турӑччӗ, ӑна асӑнса йывӑҫ юпа та лартса хӑварнӑччӗ (кунта пӑхӑр http://chuv-krarm.3dn.ru/news/pajtula_capla_chyslarec_suramkherrinche/2011-08-04-228).

Ҫак палӑка поэт тата ҫар пуҫӗ ҫуралнӑранпа 350 ҫул ҫитнӗ тӗле вырнаҫтарса лартсан пит аванччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru/news/
 

Культура

Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньялти «Илем» фольклор ансамблӗ нумаях пулмасть Турханти психоневрологи центрӗнче пулнӑ. Унта пурӑнакансем вӗсене хапӑлласа кӗтсе илнӗ. Зал лӑк тулли пулнӑ.

«Илем» фольклор ансамблӗ 1991 ҫулта йӗркеленнӗ. Ун чухне унӑн ертӳҫи мусӑкҫӑ, вӗрентекен, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Владимир Антонов пулнӑ. Паянхи кун та вӑл ушкӑна ертсе пырать.

«Илем» фольклор ушкӑнне 1999 ҫулта халӑх ятне панӑ. Вӑл Патӑрьел, Улатӑр, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсенче, Шупашкарта, Чӗмпӗрте, Мускавра, Чӗмпӗр районӗнчи Чӑнлӑ районӗнче, Тутарстанри Пӑва, Теччӗ районӗсенче концертпа пӗрре мар пулнӑ.

 

Культура Тобольскри Чӑваш сӑрчӗ / Н. Плотников тунӑ сӑн
Тобольскри Чӑваш сӑрчӗ / Н. Плотников тунӑ сӑн

Тобольск хулинче Чӑваш сӑрчӗ ҫине такам пысӑк саспаллисемпе юрату сӑмахӗсем ҫырнӑ. «Милая Яна» тенӗ унта. «Милая» сӑмаха кам ҫырнине тупнӑ-ха, анчах вӑл «Яна» сӑмаха ҫырманнине ӗнентерет.

Ҫутҫанталӑк палӑкне сӑтӑр кӳнӗ тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тобольскра пурӑнакан 29 ҫулти арҫыннӑн шӑпине суд татса парӗ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Анчах хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫӗртмен 5-мӗшӗнче «милая» сӑмаха ҫеҫ ҫырнӑ. Ҫапла майпа арҫын савнине Людмилӑна савӑнтарасшӑн пулнӑ-мӗн. «Яна» сӑмаха кам ҫырнине пӗлмест.

29 ҫулти арҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫак ту культура пуянлӑхӗ пулнине пӗлмен, асӑрхаттарса ҫырнине курман. Юрату сӑмахӗ ҫырса вӑл савнине кӑна мар, Тобольскра пурӑнакансене те савӑнтарма шухӑшланӑ иккен. Касса кӑларнӑ саспаллисем вырӑнне чечек акасшӑн пулнӑ.

Ку ӗҫе тетелте хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Халӗ каснӑ ҫереме мӗнле ҫӗнетмелли пирки шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл та, фенологсен шухӑшӗпе, пуянлӑх шутланать.

Халӗ суд пулмалла. Арҫынна е 3 миллион тенкӗ таран штраф тӳлеттерме, е 400 сехет ӗҫлеттерме, е 3 ҫуллӑха хупма пултарӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 371, 372, 373, 374, 375, 376, 377, 378, 379, 380, [381], 382, 383, 384, 385, 386, 387, 388, 389, 390, 391, ...408
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 10

1931
94
Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть