Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Драма артисчӗсем етӗрнесене савӑнтараҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.05.2016 19:44 | 2435 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем гастроле тухса кайнине эпир пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, Николай Терентьевӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Ыйхӑ ҫухатнисем» спектакле тата Владимир Илюховӑн «Как Настенька чуть Кикиморой не стала» постановкӑна Самар облаҫӗнче тата Тутар Республикинче лартма палӑртса хунӑччӗ. Вӗсем Тутарстанри Аксу тата Нурлат районӗсене ҫитнӗ.

Республика тулашӗнче ҫӳренипе пӗрлех хамӑр тӑрӑхра та спектакльсем лартаҫҫӗ. Ӗнер Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкассинче «Юратупа кавӑн» кӑтартнӑ. Паян Етӗрнере «Укҫа чул кастарать» лартӗҫ. Александр Пӑртта пьесипе хатӗрленӗскерте СССР халӑх артистки Вера Кузьмина Альтук сӑнарне калӑплать. Апла пулсан, кураканшӑн ку хӑех пысӑк савӑнӑҫ.

#чӑваш драма театрӗ, #культура, #Тутарстан, #театрсем, #Самар облаҫӗ, #гастрольсем, #культура, #Етӗрне, #театрсем, #Вӑрнар районӗ, #Ҫавалкасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем