Персона
![]() Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, истори наукисен докторӗ Антон Салмин юбилейӗ пулнӑ. Антон Кириллович — Питӗрти Антопологипе этнографи музейӗнче (Кунсткамерӑра) Хӗвелтухӑҫ славянсен тата Раҫҫейӗн Европа пайӗнче пурӑнакан халӑхсен этнографийӗн пайӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшать. Вӑл 1949 ҫулхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. |
Персона
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Полина Осипова пултарулӑхӗпе ют ҫӗршывсене тӗлӗнтерет. Вӑл хуларан кайсан чӑваш культурине, хӑйӗн ҫемйин историне тӗпчеме пуҫланӑ. Халӗ вара унӑн куравӗ Токиори пысӑк универмаргра ӗҫлет. Вӑл чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пулӗ. Вӑл универмага илемлетнӗ ҫеҫ мар. Полина хӑйӗн принчӗсемпе футболкӑсемпе толстовкӑсем кӑларнӑ. Хӗр 1998 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ, халӗ Аслӑ Британире ӗҫлет. Вӑл модӑллӑ брендсемпе килӗштерсе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тӗп режиссерне Валерий Яковлева Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Ун пек хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ала пуснӑ, документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ. Валерий Яковлев нумаях пулмасть 85 ҫул тултарчӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑл Мускаври театр институтӗнчен вӗренсе тухнӑранпах ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Анатолий Аксаков страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Раҫҫей Патшалёх Думин депутатне Анатолий Аксакова Чӑваш халӑх художникӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессоре, живопись ӑсти, Анатолий Данилов хӑйӗн картинине парнеленӗ. Кун пирки Анатолий Аксаков «Контактра» хыпарланӑ. Депутат пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳкерчӗксем ӑна ачалӑхне Крымра ирттернине аса илтернӗ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче художник Аксаковран пулӑшу ыйтнӑ-мӗн. Вӑл Чӑваш Енри тата Тутарстанри художниксем Крымри ӗҫтешӗсемпе тачӑ ҫыхӑну йӗркелеме, унта куравсемпе ӑсталӑх сехечӗсем ирттерме ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Аксаков Крым муниципалитечӗн ертӳҫисемпе тӳрех ҫыхӑннӑ-мӗн, проекта пурнӑҫа кӗртме май килнӗ. Халӗ чӑваш художникӗ депутата тав туса хӑйӗн картинине парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Машина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Нумаях пулмасть Марина Карягина поэтӑн тата драматургӑн икӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. «Ҫак кунсенче харӑсах «йӗкӗрешлӗ» пултӑм темелле пуль: икӗ «Ача» кун ҫути курчӗ. «Ҫӗн Кун ачи» кӗнекере — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ лартнӑ пьесӑн тулли варианчӗ, «Эреш-мен» пьеса-юмах тата тӗрлӗ жанрпа ҫырнӑ сӑвӑсем, куҫарусем. «Ачаш ача» кӗнекере – шкул ҫулне ҫитменнисене тӗрлӗ сасӑсене тӗрӗс калама пулӑшакан сӑнарлӑ сӑвӑсем. Палиндромсем те пур (кӗнекен ячӗ те – палиндром). Пуҫламӑш классенче вӗренекенсем валли – уйрӑм пай», — хыпарланӑ автор «Контактра». Кама кӑсӑклӑ - ыйтма пултаратӑр. Ӳнерҫисем - Наталия Андреевӑпа Георгий Фомиряков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Кӳкеҫӗн общество канашӗ» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Кӳкеҫри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан Клеопатра Георгиева юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ. Ватӑ ҫын — тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ. Ӑна юбилейпа саламлама Кӳкеҫ пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов пынӑ. Вӑл Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламне илсе ҫитернӗ. Кинемее ҫавӑн пекех посёлокри «Откровение» ансамбль те саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Енри гимнаст Владислав Поляшов ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӑл Надежда ятлӑ хӗре мӑшӑр тунӑ. Владислав - 29 ҫулта. Гимнастикӑпа вӑл мӗн ачаран кӑсӑкланнӑ. 2014 ҫулта Раҫҫей спорт мастерӗ пулса тӑнӑ. 2016 ҫулта вара тӗнче класлӑ спорт мастерӗн ятне тивӗҫнӗ. Владислав тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене те хутшӑннӑ. Ҫав шутра - Олимп вӑййисене те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Вера Иванова ӳкернӗ видеоран илнӗ скриншот К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 63 ҫул тӑрӑшнӑ Нина Григорьева ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралнӑ Нина Ильинична ачаранпах театра юратнӑ. Мускаври театр институтӗнчен вӗренсе килсен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тимлеме тытӑннӑ та тӳрех халӑх юратакан артист пулса тӑнӑ. Пулас мӑшӑрӗпе, тӑван район каччипе, хӑйӗнчен пӗр ҫул кӗҫӗнрех Николай Даниловичпа, театр институтӗнче паллашнӑ. Унта вӗсене Ромеопа Джульеттӑна выляттарнӑ. Ҫавӑн пек туслашса кайнӑ та чипер хӗрпе хитре каччӑ. Иртнӗ эрнере Нина Ильинична театртан пӑрахма заявлени ҫырса панӑ. Николай Данилович вара ӗҫӗнчен (вӑл пулас актёрсене сцена ӑсталӑхне вӗрентсе пурӑннӑ) ҫур ҫул каярах кайнӑ. |
Персона
![]() Владимир Викторов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑра ӗҫлекен Лариса Прокопьева 70 ҫул тултарнӑ. Лариса Семёновна — психиатр-тухтӑр. Юратнӑ ӗҫӗнче вӑл 40 ҫула яхӑн тӑрӑшать. Юбилейпа тухтӑра Владимир Викторов тӗп тухтӑр саламланӑ. Лариса Семёновна пысӑк квалифициллӗ врач ҫеҫ мар, ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ та тимлӗ пулнӑран ӑна ӗҫтешӗсем те, пациентсем те хисеплеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине (халӗ аграри университечӗ) 20 ҫул ытла ертсе пынӑ Николай Кириллов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл тин кӑна 76 ҫул тултарнӑ, иккӗмӗш кунхине вилнӗ. Николай Кириллов 1945 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Авруй ялӗнче ҫуралнӑ. Ял хуҫалӑх академине вӑл 1980 ҫулта ӗҫлеме килнӗ. Аслӑ шкула 1991-2012 ҫулсенче ертсе пынӑ. Николай Кирилловпа юпан 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнчи акт залӗнче 12 сехет ҫурӑра сыв пуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |