Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ала пуснӑ.

Алена Елизарова пирӗн тӑрӑхра тӗрлӗ социаллӑ программӑна пурнӑҫа кӗртессипе ҫине тӑрса ӗҫлет. Ку вӑл нумай ачаллӑ ҫемьесене, ватӑсене, ӗҫсӗр ҫынсене, халӑхӑн тата ытти категорине тӳрремӗнех пырса тивет.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрнар округӗнчи Мӑчамӑш ялӗнче пурӑнакан фронтовик Павел Князев 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Павел Иванрвич Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче I Беларуҫ фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, Хӗвеланӑҫ Прусси операцине хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӗве вӑл Кенигсбергра кӗтсе илнӗ. Фронтран таврӑнсан «Победа» колхозра 25 ҫул ӗҫленӗ. Тӳрӗ чунпа ӗҫленӗшӗн ӑна орденсемпе, медальсемпе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_409129
 

Персона

Чӑваш Енӗн Культура министерствинче бухгалтер учёчӗн тата ревизи пайӗн пуҫлӑхӗ — тӗп бухгалтерӗ пулнӑ Галина Смелова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

Галина Александровна министерствӑра 17 ҫул, 1991 ҫултан пуҫласа 2008 ҫулччен, тӑрӑшнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Раҫҫейӗн Культура минситерствин Хисеп грамотине те тивӗҫнӗ.

Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтерне тӑрӑх, Галина Александровна яланах пысӑк профессионал та ӗҫчен ҫын пулнӑ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Раиса Василенко, Куславккк округӗнчи Мушар ялӗнче пурӑнаканскер, авӑн уйӑхӗнче соцконтракт ҫырнӑ, бизнес-план хатӗрлесе ӑна хӳтӗленӗ. Ҫапла вӑл хӑйӗн ӗҫне аталантарма патшалӑхран 200 пин тенкӗ илнӗ.

Ку укҫапа вӑл чӑх усрас енӗпе ӗҫне аталантарнӑ. Раиса Василенко экологи тӗлӗшӗнчен таса чӑх ашӗ туса илсе ӑна сутасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12258
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарта пурӑнакан Николай Буравов чӳк, уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл – чӑн-чӑн паттӑр теме пулать. Николай Степанович Шупашкарти тата Раҫҫейри ытти пысӑк гидроэлектростанцисене тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

Саяно-Шушенски, Красноярск, Зейск, Бурейск ГЭСӗсене тӑвас ӗҫе хутшӑннӑ. Ҫапах унӑн чи пысӑк ӗҫӗ Шупашкарпа ҫыхӑннӑ. Вӑл тӑрӑшнипе тӗп хуламӑрта кӳлмек пулнӑ.

Николай Степанович паянхи кун та хавхаланса пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_18277
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Валерий Гавриловичпа Галина Витальевна 50 ҫул каялла Тӑвайри ял канашӗнче ҫырӑннӑ.

Вӗчем икӗ хӗр те пӗр ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсен – 5 мӑнук.

Валерий Гарилович колозра пысӑк машинӑпа 40 ҫул ытла ӗҫлӗнӗ.Галина Витальевна банк тытӑмӗнче вӑй хунӑ, кайран ял тӑрӑхен администрацийӗнче ӑс пухнӑ. Унтанах тивеҫлӗ канӑва тухнӑ.

Халӗ те ахаль лармаҫҫӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12241
 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Иван Иванова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Кун пек документа республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Иван Ивановчи ҫав театрта чылайранпа ӗҫлет, унсӑр пуҫне вал пулас артистсене сцена ӗҫне сахал мар хӑнӑхтарнӑ.

 

Персона

Канаш округӗнчи участковӑй Сергей Ипатьев республика шайӗнчи «Халӑх участковӑйӗ» конкурсра ҫӗнтерсе Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗленӗ. Вӑл 954 сасӑ пухса 47-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑна Белгород облаҫӗнчи Сергей Наумов участковӑй тухнӑ.

Сергей Ипатьева вара, республика шайӗнче 4 хут ҫӗнтернӗскере, кӗҫех ҫӗнӗ служба машини – «Нива Тревел» – парӗҫ.

 

Персона
Владимир Живов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Владимир Живов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре ҫуралнӑ Антон Макаров — пултаруллӑ художник. Ку сӑнукерчӗкре унӑн «Молодая Чувашка» (чӑв. Ҫамрӑк чӑваш хӗрӗ) ӗҫӗпе паллашма пулать.

Антон Владимирович Шупашкарти ӳнер училищинчен тата Питӗрти И.Е. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура академи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Темиҫе ҫул Питӗрти А.Л. Штиглиц ячӗллӗ патшалӑх ӳнерпе промышленность академийӗнче пӗтӗмӗшле живопись кафедринче аслӑ преподаватель пулса тӑрӑшнӑ.

Питӗрте пурӑнакан Владимир Живов чӑваш халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, художник регион, ҫӗршыв тата тӗнче шайӗнчи куравсене темиҫе хут та хутшӑннӑ. 2010 ҫулта ӑна Раҫҫӗйӗн художниксен союзӗн ылтӑн медалӗпе чысланӑ.

 

Персона
Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалах филармонийӗн артисчӗ, «Ҫавал» ансамблӗн солисчӗ Александр Ильин чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 45 ҫул тултарнӑ.

Йӗпреҫ районӗнчи Туҫа ялӗнче ҫуралнӑскер мӗн ачаранпах халӑх юррипе ӳснӗ. Александр Ильинӑн ашшӗ-амӑше те — пултарулӑх ҫыннисем. Амӑшӗ вырӑнти культура ҫуртӗнче директор пулса ӗҫлет, ашшӗ — хуткупӑсҫӑ.

«Ҫавал» ансамбльте юрланисӗр пуҫне вӑл шӑхличпе вылять, сӑрнайпа, палнайпа тата параппанпа калать, ташша ӑста.

Солистӑн мӑшӑрӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Любовь Ильина. Вӑл та ансамбльте юрлать. Ильинсен хӗрӗ Настя тата ывӑлӗ Коля Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче тата Чӑваш культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗренеҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, [25], 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, ...189
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, ку эрнере пессимистла кӑмӑл пулӗ. Ҫынсем халӗ сире хирӗҫ, ҫавӑнпа кӑмӑла кайман ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Тарӑхмалла мар, тӗнчери пулӑмсенчен аякра пулмалла. Хыпарсем ан пӑхӑр, тӗнче тетелӗнче те вӗсене ан пӑхӑр. Хурлӑхлӑ хыпар курас хӑрушлӑх пур.

Ҫурла, 21

1934
91
Геннадий Айхи, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2005
20
Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та