Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарта пурӑнакан ветеран Василий Акулов 102 ҫул тултарнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1942 ҫулта кайнӑ та киле 1947 ҫулта таврӑннӑ.

Василий Дмитриевич Пенза облаҫӗнче ҫуралнӑ. 1941 ҫулхи ҫуркунне вӑл Мускава кайнӑ, унта кирпӗч савутӗнче ӗҫленӗ. Тепӗр ҫулхине кӗркунне вӑл фронта кайнӑ, Чӗмпӗрти танк шкулӗнче вӗреннӗ хыҫҫӑн танк полкӗнче оруди командирӗ пулнӑ.

Василий Акулов Харьковра, Польшӑра, Курск пӗккинче ҫапӑҫнӑ, Германие ҫитнӗ.

 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

«Чӑваш Ен мисӗ – 2023», «Раҫҫей мисӗ – 2024», 2024 ҫулта Тӗнче мисӗсен топ-12 списокне кӗнӗ Валентина Алексеева Раҫҫей чысне Пӗтӗм тӗнчери Miss BRICS 2026 конкурсра хӳтӗлӗ.

Конкурс Хусанта пуш уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсенче иртӗ. Ӑнӑҫу сунатпӑр ентешӗмӗре!

Палӑртса хӑварар, Валентина Алексеева – Шупашкартан, Мускавра тухтӑра вӗренет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-191629825_82489
 

Персона
https://max.ru/oanikolaev/AZyLfkBefWE сӑнӳкерчӗкӗ
https://max.ru/oanikolaev/AZyLfkBefWE сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина орден медальне тивӗҫнӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ.

Республика ертӳҫисем артисткӑн юбилей концертӗнче пулнӑ иккен.

Августа Уляндина — ӑста юрӑҫ, педагог, пултаруллӑ композитор, вӑл «Ярды» ушкӑна йӗркелесе янӑ.

Ӑна Элтепер «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/oanikolaev/AZyLfkBefWE
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарта пурӑнакан Наталия Яхатина кӗленчесене илемлетме ӑста. Вӑл – Шупашкар администрацийӗн Мускав районӗн управин ертӳҫин ҫумӗ.

Малтанах ӗҫтешӗсем Наталия кӗленчесене хӑй илемлетнине ӗненмен те, ют ҫӗршывран илсе килнӗ тесе шутланӑ. Тинӗс стилӗ тата стипманк – унӑн юратнӑ енӗсем. Наталия Кимовна хитрелетнӗ кӗленчесене тусӗсемпе пӗлӗшӗсене парнелет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_27034
 

Персона
https://vk.com/idhypar пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
https://vk.com/idhypar пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Самар хулинче Андрей Петтоки поэта халалласа асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна педагогика институчӗн ҫурчӗн стени ҫине вырнаҫтарнӑ. Мероприяти нарӑсӑн 18-мӗшӗнче иртнӗ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗ «Контактри» хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ.

Андрей Петтоки Самар хулине 1937-мӗш ҫулта куҫса кайнӑ, вырӑнти краеведени музейӗнче ӗҫленӗ, унти пединститутра вӗреннӗ. Унтах пулас мӑшӑрӗпе паллашса ҫемье ҫавӑрнӑ.

1942 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вӑл Смоленск тӑрӑхӗнче пуҫне хунӑ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Хӗрлӗ Чутай округӗнче пурӑнакан йӗкӗреш Нинӑпа София Охтеркинсем 87 ҫул тултарнӑ.

Нина Ивановнӑпа София Ивановна ҫак районтах Пантьӑк ялӗнче 1939 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Иккӗшӗ те – вӑрҫӑ ачи, вӗсем «Искра» колхозра чылай ӗҫленӗ, иккӗшӗн пӗтӗмӗшле стажӗ 120 ҫулпа танлашать. Иккӗшӗ халӗ 21 мӑнукпа тата кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_26963
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Канаш округӗнчи Яманкассинче пурӑнакан Олег Сергеев кашни ҫулах кайӑксемпе чӗрчунсемшӗн тӑрӑшать — вӗсем валли сырӑшсем ӑсталать.

Вӑл сырӑшсем ӑсталама питӗ ӑста. Вӗсене хӑмаран касса кӑларса питӗ илемлӗ тӑвать. Нумаях пулмасть Олег Сергеев вӑрманти пакшасене тутлӑ апатпа сӑйлас тенӗ. Вӑл хӑй ӑсталанӑ ҫӗнӗ сырӑша мӑйӑр хунӑ та ӑна хырлӑхра ҫакса хӑварнӑ.

Сӑмах май, Олег Сергей общество ӗҫӗсенче те маттур. Вӑл — ял старости.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_17389
 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗрӗ» галереийнче «Бичурин и мы: диалог времён» (чӑв. Бичурин тата эпир: ӗмӗрсен диалогӗ) курав уҫӑлнӑ.

Унта Чӑваш Енри, Питӗрти, Китайри художниксен ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Вӗсем — Бичурин ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш пленэра хутшӑннӑ ӑстасем.

Иакинф архимандрит Раҫҫейре китаеведение пуҫарса яраканни. Вӑл Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ эрнере Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Андрей Галкин композитор 65 ҫул тултарнӑ ятпа пултарулах каҫӗ иртнӗ.

Андрей Галкин — Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Унта професси театрӗнсен тата вӗрену учрежденийӗсен ертӳҫисем, культура ӗҫченӗсем тата ытти сумлӑ хӑна пуҫтарӑннӑ.

 

Персона
https://vk.ru/wall-211725618_3159 сӑнӳкерчӗкӗ
https://vk.ru/wall-211725618_3159 сӑнӳкерчӗкӗ

Порфирий Афанасьев чӑваш халӑх поэчӗ, журналист, куҫаруҫӑ, педагог, драматург пурнӑҫран уйрӑлса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.

Порфирий Васильевичпа ыран, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9В ҫуртра сывпуллашӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-211725618_3159
 

Страницӑсем: 1 ... 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, [15], 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, ...224
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн писсемистла кӑмӑл. Халӗ таврари ҫынсем сире хирӗҫ, ҫавӑнпа чӑкӑлтӑш ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Агрессирен пӑрӑнӑр, хальлӗхе телевизорпа хыпарсем ан пӑхӑр, интерантра ан вулӑр.

Ҫурла, 20

1888
138
Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ.
1930
96
Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ.
1938
88
Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ.
1984
42
Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть