Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона
starhit.ru сӑнӳкерчӗкӗ
starhit.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн республикӑра Чӑваш АССРӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Андрей Эшпай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявлӗ. Ҫавна май регион ертӳҫи Олег Николаев ятарлӑ йышӑнӑвах кӑларнӑ.

Андрей Эшпай — 300 ытла музыка хайлавӗн авторӗ. Ҫав шутра «Ангара» балет, «Круг» оперетта, инструмент концерчӗсем, симфонисем. Академи музыкисӗр пуҫне вӑл 100 ытла романспа юра кӗвӗленӗ, 60 ытла кинофильм валли музыка ҫырнӑ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

65 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ вӗсем. 2021 ҫулта «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена тивӗҫнӗ.

Ку – Улатӑр округӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче пурӑнакан Ярочкинсем пирки. Геннадий Ивановичпа Валентина Александровна 1960 ҫулта пӗрлешнӗ.

Юбилей ячӗпе вӗсене вырӑнти влаҫ ҫыннисем те саламланӑ. Вӗсене Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12991
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Карина Якимова унччен черчен, начаркка хӗр пулнӑ. 15 ҫулта чухне 39 килограмм тайнӑ.

Шӑпах ҫавӑн чухне вӑл вӑйлӑ пулнине ыттисене ӗнентерме тӗллев лартнӑ. Халӗ вӑл - спортсменка, пултарулӑхра та аталанать.

Карина паянхи кун 57 килограмм таять, 115 килограмлӑ штангӑпа приседани тӑвать. Вӑл – пуарлифтинг енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ. Дизайнер тумне те хатӗрлет вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_74935
 

Персона
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вилӗмсӗр «Нарспи» авторӗ, чӑваш классикӗ Константин иванов ҫуралнӑранпа кӑҫал 135 сул ҫитет. Ҫавна май пирӗн республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Константин Иванов ячӗпе 66 ҫул ӗнтӗ хисепленсе тӑрать те унта та сумлӑ датӑна манса каймӗҫ.

Ыран, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна чӑваш театрӗн никӗҫлевҫин Иоаким Максимов-Кошкинский пьесипе лартнӑ.

Каярах вара театрта «Нарспи» спектакле сцена ҫине кӑларӗҫ.

 

Персона
Наци вулавӑшӗн халӑх тетелӗнчи страницинчен илне сӑнӳкерчӗк
Наци вулавӑшӗн халӑх тетелӗнчи страницинчен илне сӑнӳкерчӗк

Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Геннадий Айхин астӑвӑм каҫӗ иртӗ. Вӑл 17 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

Мероприяти «Г. Айги: Тот самый, поэт...» курав ӗҫленӗ вырӑнта пулӗ. Унти кашни ярӑм, сӑмах май каласан, — Геннадий Айхин сӑввисенчен илнӗ цитатӑсем ҫеҫ мар, унӑн пурнӑҫӗн уйрам тапхӑрӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарни те.

Астӑвӑм каҫне кирек кам та кайса курма пултарать.

 

Персона

Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш халӑх художникӗ Николай Карачарский (1935-2021) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнче ҫуралнӑ.

Юбилей тӗлне Чӑваш кӗнеке издательствинче «Глаза моей России. Художник Николай Карачарсков» кӗнеке-альбом кун ҫути курна. Ӑна «Чӑваш Енӗн палла ҫыннисем» ярӑмпа пичетленӗ. Кӑларӑма пухса хатӗрлекенни – Сергей Журавлев.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти усламҫӑ 7 вулкан ҫине ҫитсе курнӑ. Вӑл тӗнчери ҫакна тунӑ 66-мӗш ҫын пулса тӑнӑ.

Марат Владимиров – 31-ре. 8 ҫулта вӑл Эльбрусран тытӑнса тӗнчери чи ҫӳллӗ вулкан ҫине ҫитнӗ. Вӑл Африкӑри Килиманджарӑра, Мексикӑри Орисабӑра,Иранри Демавендра, Антарктидӑри Сидлейра, Чилири Охос-дель-Саладӑра пулнӑ. Чи йывӑрри Чилире пулнӑ. 30 градус сивӗ ҫанталӑкпа кӗтсе илнӗ Антаркидӑра та ҫӑмӑлрах пулнӑ.

Марат ҫул ҫӳресе 15 млн тенкӗ пӗтернӗ. Халӗ вӑл Эвереста ҫитесшӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_74903
 

Персона
«Хавхалану» клубӑн сӑнӳкерчӗкӗ
«Хавхалану» клубӑн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Хавхалану» клубӑн черетлӗ пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ.

Поэтсен тата сӑвӑ вулама е итлеме юратакансен мероприятийӗ

15 сехетре пуҫланӗ.

Клуб ларӑвӗн иккӗмӗш пайӗнче Михаил Сунталӑн (1945-2021) пултарулӑхне аса илсе унӑн сӑввисене те вулӗҫ. Кун пирки вулавӑш ӗҫченӗ Антонина Андреева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Пурӑннӑ пулсан Сарри Мишши кӑҫал 80 ҫул тултарӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall169668988_6818
 

Персона
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Галина Кузнецован юбилей каҫӗ пулӗ.

Галина Юлиановна 1960 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1983 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан ветеран Василий Акулов 101 ҫул тултарнӑ.

Василий Дмитриевич Пенза облаҫӗнче 1924 ҫулта ҫуралнӑ. 1941 ҫултанпа вӑл Мускаври кирпӗч савутӗнче ӗҫленӗ. Утпнах ӑна фронта илсе кайнӑ. Вӑл танк полкне лекнӗ, оруди командирӗ пулнӑ.

Василий Дмитриевич Харьков ҫывӑхӗнче ҫапӑҫнӑ, Курск пӗккинче пулнӑ. Аманнӑ, госпитальте сипленсен каллех строя тӑнӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ветеран Шупашкара куҫнӑ. Мӑшӑрӗпе 4 ачана ура ҫине тӑратнӑ.

Василий Дмитриевича II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, «Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальпе тата ытти наградӑпа чысланӑ.____

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Страницӑсем: 1 ... 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, [28], 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, ...202
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 16

1821
204
Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй