Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти таврапӗлӳ музейӗнче Леонтий Усовӑн йывӑҫ кӳлеписен куравӗ уҫӑлнӑ. РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи «Ҫын — тӗнче тыткӑчи» проект кӑтартать. Ӑна вӑл Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалланӑ.
Экспозицире — ӑста тӗрлӗ ҫулсенче хатӗрленӗ 33 ӗҫ. Леонтий Усов Архангельск облаҫӗнче ҫуралнӑ. Халӗ Томск хулинче пурӑнать. Вӑл йывӑҫ кӳлеписемпе тӗнчипех палӑрнӑ. Леонтий Усов — паллӑ портретист, Ҫамрӑксен театрӗн актерӗ. Унӑн 700 ытла ӗҫ. Чылайӑшӗ тӗнчери паллӑ музейсенче вырӑн тупнӑ.
Леонтий Андреевич темӑсем суйламасть. Вӗсем хӑйсемех ҫуралаҫҫӗ-мӗн. Вӑл пултаруллӑ паллӑ ҫынсен, ҫыравҫӑсен, литература сӑнарӗсен портерчӗсене касса кӑларма кӑмӑллать.
2011 ҫулта ӑна РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин ятне панӑ. 2013 ҫулта ӑна Прагӑра Франц Кафка ячӗллӗ ылтӑн медальпе чысланӑ.