Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӳнер: Кавал ӳнерҫи Николай Садюков 75 тултарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 31.03.2015 10:20 | 1989 хут пӑхнӑ
Ӳнер

Пушӑн 27-мӗшӗнче, иртнӗ эрнекун, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн Хальхи ӳнер центрӗнче Николай Садюковӑн персоналлӑ куравӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки пире Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет. Курава ӳнерҫӗ 75 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.

Ӳнерҫе саламлама чылай ҫын пухӑннӑ — ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, художниксем, журналистсем, ӳнер тӗпчевҫисем. Вӗсем хушшинче культура министрӗ Вадим Ефимов, Чӑваш Ен ӳкерӳҫисен пӗрлӗхӗн председателӗ Равель Фёдоров, ӳнер тӗпчевҫисем Алексей Трофимов, Михаил Кондратьев, Юрий Викторов, Антонина Мордвинова тата ыттисем пулчӗҫ. Министр вырӑнӗнче малтан вӑй хунӑ Герольд Алексеев юбилярпа пӗрле Мускавра антикварлӑ ӳкерчӗксене епле туянни пирки аса илнӗ. Юрий Броницын сӑвӑҫ вара пуш алӑпа килмен — вӑл Николай Садюкова халалланӑ сӑвва вуласа панӑ.

Кураври ӗҫсене илес пулсан — вӗсем тӗрлӗ енлӗ. Кунтах социаллӑ пурнӑҫӑн сӑнӗсем, кунтах — халӑхӑн йӑлисене кӑтартаканнисем. Ҫавӑн пекех Николай Иванович ӳкерчӗкӗсем хушшинче Шупашкар, Кавал тата инҫетри Слакпуҫ сӑнӗсене курма пулать. Куравра Крымри Гурзуф сӑнӗсемпе те паллашма май пур — унта ӳнерҫӗ 1986 ҫулхи ҫулла ӗҫленӗ пулать.

Садюков Николай Иванович 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче Вӑрмар районне кӗрекен Кавал ялӗнче ҫуралнӑ. 1955–1960 ҫулсенче Шупашкарти ӳнер училищинче пӗлӳ пухнӑ. «Чӑвашгражданпроект» институтра, Мускаври ӑслӑлӑхпа реставраци ӳнер центрӗнче вӑй хунӑ. 1989–2002 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн директорӗ пулнӑ. Вӑл Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.

#Кавал, #Вӑрмар районӗ, #Шупашкар, #Слакпуҫ, #куравсем, #ӳнер, #Шупашкар, #ӳнер музейӗ, #музейсем, #юбилейсем, #хальхи ӳнер центрӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем