Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -14.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Чӑваш чӗлхине Мускавра сӳтсе явнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 06.03.2026 06:57 | 41 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
ЧПГӐИ сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
ЧПГӐИ сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Мускав хулинчи «Чӑваш культурин обществи» обществӑлла организаци хутшӑннипе тата Василий Семенов ертсе пынипе «Чӑваш халӑхӗн историйӗпе чӗлхин ҫивӗч ыйтӑвӗсем» темӑпа ҫавра сӗтел иртнӗ.

Мероприяти вӑхӑтӗнче ЧПГӐИ ӑслӑлӑх сотруднӗ Андрей Сараев «Пӗр саспалли кӑна» докладпа тухса калаҫнӑ. Вӑл авалхи чӑваш историйӗпе ҫӑлкуҫсем ҫителӗксӗр пулнӑ май тӗрӗс фактсене палӑртасси мӗнле йывӑр пулни ҫинчен каласа панӑ. Ӑсчах чӑвашсеп пулса кайни ҫинчен шухӑшласа кӑларнӑ концепцисем мӗнле ҫуралнине кӑтартнӑ: вӗсенче тӗрӗс ӑслӑлӑх пӗлӗвӗпе пӗрлех авторсем шухӑшласа кайни пӗрлешсе каять.

Ку доклада хӗрӳ мӳтсе явнӑ.

Ҫавра сӗтел ӗҫне ҫавӑн пекех лингвист-чӑвашҫӑ, Раҫҫей ӑслӑлӑхсен академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗн урал-алтай чӗлхисен пайӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Александр Савельев хутшӑннӑ. Вӑл тӗрӗк чӗлхисен ҫемйинче чӑваш чӗлхин историйӗн тӗп тапхӑрӗсене ҫутӑ кӑтартнӑ, хунсен, аварсен, хасарсен тапхӑрӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ.

#чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #культура, #Мускав, #ӑсчахсем, #ЧПГӐИ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6444.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 7711.6.4593
2026.03.06 09:03
Agabazar
Кам вăл Василий Семенов?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем