Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чунӗ хытман ҫыншӑн тӑван чӗлхе пӗтни хӗвел ӗмӗрлӗхе аннипе танлашмалла

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Юрий Яковлев 21.01.2020 11:05 | 5740 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

Иосиф Александрович Дмитриевпа эпир пӗр-пӗрне пуҫран шӑлса, пӗр-пӗрне юрас тесе, алай-алай тесе калаҫман. Унпа хутшӑннӑ чух эп, М.М. Бахтин калашле, достоевскилле ҫавра ҫил кӑларма юрататтӑм, ҫуралтӑр-ха чӑн сӑмах тесе. Юлашки вун ҫулхи калаҫусене вӑл темле салхуллӑ (халь ӑнланатӑп — ыратулла, трагедилле салхуллӑ) шухӑш-кӑмӑлпа вӗҫлетчӗ: «Яваплӑх ӑҫта, яваплӑх…». Аслӑ юлташӑн («Сан хыҫҫӑн йӗм пӗҫҫи тавӑрса чупаймастӑп ӗнтӗ эп», — тетчӗ вӑл.) сӑмахӗсем маншӑн халь халал пек янӑраҫҫӗ… Чӑвашлӑх пирӗн пурнӑҫран хӑрушла кайса пынине чылай чухне яваплӑх ҫуккипе ӑнлантарма пулать. Чӗлхене, чӑвашлӑха хӗстереҫҫӗ. Чӗрӗ организмӑн (ҫутҫанталӑк йӗркипе килӗшӳллӗн) хӗстернине хирӗҫ тӑмалла пек, реакци пулмалла пек… Анчах эпӗ, шел пулин те, ҫакна Чӑвашра курмастӑп. Пирӗн чуна Улатимӗр Тяпкинла кӑмӑл («чӑваш халӑхӗ ҫухалса пынинчен ытлашши трагеди тумалла та мар»), Геронтий Никифоровла перспективизм («чӑваш чӗлхи тепӗр 50 ҫултан пӗтет») ҫулӑхмаллипех ҫулӑхнӑ пулмалла… Ӑҫта пирӗн, хамӑр пурнӑҫа, хамӑр шӑпана чӑваш ӗҫӗпе ҫыхнисен («Мӗн чухлӗ нумайрах ҫын чӑваш факультетне пӗтерет – ҫавӑн чухлӗ чӑваш пуласлахӗ шанчӑклӑрах», — тесе шутлаттӑм эп, айван пуҫӑмпа), чӗре?.. Хытмаллипех хытнӑ-ши вӑл?.. Чулланнӑ-ши?.. Ҫынсем тӑван халӑхӗшӗн вута кӗме хатӗр. Кӗреҫҫӗ те. Эпир вара?.. «Пӗтекен япала пӗттӗрех ӗнтӗ». Кам кӑна юрламасть пулӗ ҫак юрра. Чӑваш наци конгресӗнче те тӑсаҫҫӗ ӑна. Вырӑссемпе хутшӑнатӑп та: «У вас есть национальный конгресс — там националисты сидят», — теҫҫӗ. «Чӑваш халӑхӗ ҫухалса пынинчен ытлашши трагеди тумалла та мар», «чӑваш чӗлхи тепӗр 50 ҫултан пӗтет» теекен национализм эппин чӑвашӑн. Унпа та кӗрешме ӑс ҫитереҫҫӗ пирӗн хӑшӗсем (тӗслӗхрен, Н.В. Федоров). Пӗр чӑваш националистне те эп ку таранччен курман. Шутлатӑп та, тен, ман атте, Василий Яковлевич, националист пулнӑ?.. Кӳршӗ ял каччисене, Хупахушкӑнь ялӗнчи Михайловсене, пиччӗшӗпе шӑллӗне (пӗри КГБ, тепри милици аслӑ шкулӗнче вӗренекенсене) тӑван чӗлхепе калаҫманшӑн атте тустарса илни халӗ те куҫ умӗнчех. Вӗсем пиреӗн яла, Йӗрӗхкассине, магазина пынӑ та библиотека патӗнчен вырӑсла калаҫса иртеҫҫӗ. Эпир аттепе, библиотекӑран тухса, килелле утма пуҫтарӑннӑччӗ. Атте вырӑсла пуплешекен Михайловсене чарса тӑратса хытах намӑслантарчӗ. Ун чухне эп 4 е 5 класра вӗреннӗ пек астӑватӑп.

1942 ҫулта Альбер Камю (L'Étranger) «Ютшӑнакан» хайлав ҫырать. Амӑшне пытарнӑ чух Мерсо макӑрмасть, хуйхӑрнине те палартмасть. Ҫакӑншӑн – ҫынна персе вӗлернӗшӗн мар – ӑна гильотина ҫӗҫҫи айне хураҫҫӗ.

Тӑван аннене, тӑван чӗлхене, тӑван халӑха, тӑван ҫершыва Петӗр Эйзин пӗр тӗвве ҫыхать:

Кам тӑван чӗлхене юратмасть,

вӑл тӑван амӑшне юратмасть;

 

кам тӑван амӑшне юратмасть,

вӑл тӑван халӑхне юратмасть;

 

кам тӑван халӑхне юратмасть,

вал Тӑван ҫӗршывне юратмасть.

«Чӑваш халӑхӗ ҫухалса пынинчен ытлашши трагеди тумалла та мар» текенсен пуҫӗсене касмаҫҫӗ – вӗсене наци пуҫне лартаҫҫӗ. Ҫапларах халӑх эпир – чӑвашсем.

Чунӗ хытман ҫыншӑн тӑван чӗлхе пӗтни хӗвел ӗмӗрлӗхе аннипе танлашмалла. Ева Лисинӑн «Хӗле кӗрес умӗн» калавӗнчи ача амӑшӗн чунӗ тухнине сиссе кӑмӑлӗпе епле хуҫӑлать – пирӗн те ҫапла хуҫӑлмалла:

«Павӑл шухӑшӗсем каллех каллех пӑтрашса кайрӗҫ. Вӑл хӗвел ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ. Учёнӑйсем каланӑ тӑрӑх, хӑҫан та пулин сӳнмелле-мӗн ҫак хӗвелӗн.

Павӑл пертен-пӗр япалана ӑнланаймарӗ: чун-чӗрене савантаракансӑр мӗнле пурӑнмалла? Менле вара вӑл ҫуттипе ӑшшине чӗптӗм хӗрхенмесӗр тӑракан ҫут хӗвел сӳнме пултарать?

Тӑнлавӗсене икӗ аллипе хӗстерсе пушӑ та шурӑ хирте пӗр ҫын макӑрать.

«Ан кай, ан кай, хӗвел…»

Хӗвел — анать. Анать вӑл — аслӑ уяв вӗҫӗ пек чуна ыраттарса.

«Хӗвелӗм, ан кай…»

Пурнӑҫ пӗтмӗ-ха..

Анчах та чуна кӗрсе юлнӑ хӗвел сӑнарӗ хӑвна ӗмӗрлӗхех тӑлӑх туйтарса вӑратӗ те тунсӑха, яланах, яланах самантлӑха та пулин курас килӗ ҫутӑ хӗвеле…

«Аслӑ хӗвел! Сар хӗвел! Сансӑр мӗнле пурӑнас пулӗ?..»

 

Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑвашсем, #культура, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #философи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Ҫимун // 2209.52.9889
2020.01.21 13:41
Малтан чӑвашӑн тĕнне пӑрахӑҫларĕҫ.....унтан ячĕсене.....кайран атте-анне теес вырӑнне папӑ-мамӑ.....халĕ ачасене чӑваш чĕлхинчен пистеретпĕр.....пĕтĕмпех хамӑр(( шаритленĕ каштан ҫимĕҫне ҫын аллипе туртнӑ евĕрех( Вӑйлӑӑӑӑӑ.... ĕҫлеҫҫĕ(((
вырак суварин // 1437.1.9259
2020.01.21 17:13
Хăйлавпа килĕшмелли те пур, анчах та пуринпете килĕшсех каймастăп. Тимĕр Тяпкин, тата нумай ун юлташĕсем 30-40 çул хушши чăвашлăхшăн тапăçланса пурăнса, паянхи витĕмлĕхĕне курмасăр ывăнса çитнипе калаççĕ хушăран çак сăмахсене. Чунĕ мĕнле ыратать пуль çавăнчух вĕсен. Чăваш Наци Конгресĕнче те чунпа чăвашлăха парăнса пурнакансем пур, анчах та чи хастарисем мар, çавăнпа ЧНК ĕçенче те хамăрлăх аталанăвĕ çук. Националистсем пире кирлĕ те мар. Чăваш нихăçан та унпек пулман, анчах та унсăрах аталанма вăй тупнă. Чăваш юнпа çирĕп, паянхи самана пире улшăнма хистеть, анчах та хамăрла, чăвашла улшăнма халлĕхе çулĕ палăрман, уна халăх шырать, тупатех, курса тăрăр.
иралин // 9950.5.8387
2020.01.28 09:00
Тĕрĕс калатăр,çапма пĕлменнĕн пушши хăйне тивнĕ тет. Анчах та ăнланасшăн мар çавна.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем