Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Паян «пуян историк-эткерҫӗ» ҫуралнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 11.01.2020 18:13 | 1261 хут пӑхнӑ
Персона

Паян, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче, Василий Димитриев паллӑ чӑваш ӑсчахӗ ҫурални ҫинчен Фейсбукра Л. Пэленич аса илтернӗ.

Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор 1924 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Василий Димитриева Л. Пэленич «ӗмӗр тӑршшӗпех чӑвашсен пурнӑҫ чӑнлӑхне тупма тӑрӑшса Еврази талккӑшпех палӑрнӑ» тесе хакланӑ.

«Вунӑ ҫултах тӑлӑха юлнӑ ял ачи, шкулта вӗреннӗ чухнех хӑйсем патӗнче завод лартма ӗмӗтленнӗскер, ҫити-ҫитми пурнӑҫа чӑтса ирттерсе, вӑрҫӑ нушине тӳссе, темиҫе хутчен вӑйлах аманса хӑрушӑ вилӗмрен ҫӑлӑнса юлса, ирсӗр тӑшмана ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн, хамӑрӑн авалхи историне ывҫӑн-ывҫӑн пуҫтарса, ӑс-хакӑл ҫӗклемне куллен пуянлатса пырса, юлашки шевли ӳкичченех ҫине тӑрса ӗҫлесе пырса (вӑл пӗр минут та ахаль ларманнине пурте лайӑх пӗлетпӗр – унӑн ҫӗршер томлӑ ал ҫырӑвӗсем ӑслӑх архивӗнче упранаҫҫӗ!), чӑннипех чӑвашсемшӗн пуян историк-эткерҫӗ пулса тӑнӑ. Юлашки ҫулӗсенче «хӑй ҫитӗнтернӗ института» (1980-мӗш ҫулта вӑл мана чӗлхемӗр пайне ӗҫе илнӗччӗ!) тӑтӑшах пырса ҫӳретчӗ. Аса илӗвӗсем, ырӑ канашӗсем, сӑнӗвӗсем – пӗр вӗҫӗмсӗрччӗ. Шел, хама та шалти сасӑ темшӗн пӗртте ас тутарман: кнопка пусса вӑл каласа кӑтартнисене ӗмӗрлӗхсем валли ҫырса илмелле-юлтармалла пулнӑ...», — тесе ӑшшӑн ҫырнӑ Л. Пэленич.

#чӑвашлӑх, #ӑсчахсем, #астӑвӑм, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Ҫӗрпӳел

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1021.54.0689
2020.01.11 18:52
Agabazar
Эткер мар, Еткер
Agabazar мар // 1771.15.3559
2020.01.12 19:13
Çынна вĕрентиччен малтан хăвна ху тĕрĕсле - орфографи словарьне уçса пăх. Тьăхху!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем