2018 ҫулта калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 5-мӗш ӑмӑртӑвӗ пулать
«Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗ» (ҪИП) юридици сӑпачӗ йӗркелемесӗр ӗҫлекен Чӑваш тӑрӑхӗнчи халӑх пӗрлӗхӗ (штаб-хваттерӗ Чӑваш Республикин тӗп хулинче Шупашкарта вырнаҫнӑ, ертӳҫи Виталий Родионов профессор, филологи ӑслӑхӗсен докторӗ) «Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ» юридици сӑпачӗ йӗркелесе ӗҫлекен пӗтӗм тӗнчери халӑх пӗрлӗхӗпе пӗрле (штаб-хваттерӗ Турци Республикин тӗп хулинче Анкарара вырнаҫнӑ, ертӳҫи Якуп Омероглу доцент, ветеринари ӑслӑхӗсен докторӗ) 2018 ҫулта калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 5-мӗш ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрне ирттересси ҫинчен пӗлтерет. Чӑваш тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ калава турккӑлла куҫарса пӗтӗм тӗнче шайӗнчи ӑмӑртун йӗркелӳ ушкӑнне тӑратаҫҫӗ.
1. Ӑмӑртӑва хутшӑнас текен ҫыравҫӑсен калава чӑн авторне кӑтартмасӑр, ӑмӑртӑва хутшӑнмалли ятарлӑ хушма ятпа (е шифрпа) ҫеҫ палӑртса, 2018 ҫулхи ҫурла (август) уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ӑмӑртӑвӑн тӳре ушкӑнне ҫитерсе памалла е ҫак адрессенчен пӗрне ярса памалла:
Шупашкар - 428031, Илья Арсентьевич Иванов валли, ыйтса иличчен е электронлӑ ҫырупа: illesuvar@gmail.
Чаваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Дмитрий Орловпа Виктория Михайлова туя чӑваш йӑли-йӗркине тӗпе хурса ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирттернӗ. Вӗсем хӑйсем валли наци тумӗсем ҫӗлеттернӗ. Ленин районӗн ЗАГС пайӗнче ҫамрӑк мӑшӑра чӑвашла ҫырӑнтарнӑ. Кун пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать.
Хут уйӑрттармашкӑн ыйту ҫырма кайсан ҫамрӑксене ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем тӑван халӑх йӑлисене сума суса туя чӑвашла йӗркелеме сӗннӗ. Димӑпа Викӑна ку шухӑш питӗ килӗшнӗ. Кун хыҫҫӑнах вӗсем туя ҫине тӑрсах хатӗрленме тытӑннӑ.
Мӑшӑрлантару залӗнче ҫамрӑк мӑшӑра туй ҫӑкӑрӗ сӗннӗ, авалхи йывӑҫ куркаран чӑваш сӑрине астивтернӗ. Ҫӗнӗ ҫынсем пӗрремӗш ташша та чӑвашла ташланӑ. Тӑванӗсемпе тус-юлташӗ вара вӗсене чӑвашла саламланӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗ тата чӗлхе тӗпчевҫисем «Ҫут тӗнче ӑстине — халӑх палӑкӗ» акци ирттереҫҫӗ. Михаил Иванович Скворцов профессор (1933–2016) словарьсем хайлас тӗлӗшпе ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшнӑ. Чӑваш, Раҫҫей тата тӗнче культурине 30 яхӑн сӑмах кӗнекипе — «алфавит йӗркипе вырнаҫнӑ ҫут тӗнчепе» —пуянлатса хӑварнӑ. Михаил Иванович ӑсталанӑ словарьсен пӗтӗмӗшле тиражӗ ҫур миллионтан иртсе кайнӑ. Ҫав словарьсемпе усӑ курса ҫӗр-ҫӗр пин ҫын — ачасем те, ҫитӗннисем те — пӗлӗвне ӳстернӗ, тавракурӑмне пуянлатнӑ.
Чухӑн республика словарь ӑстине лайӑх гонорар тӳлесе хавхалану кӳреймен. Михаил Иванович 30 ҫул ытла хваттер черетӗнче тӑнӑ, тӳре-шараран хӑтлӑ хваттер кӗтсе илеймесӗрех ҫӗре кӗнӗ — Явӑш ҫӑвинче ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ.
Эппин хамӑр словарь ӑстине юратса хисепленине, унӑн ӗҫне тивӗҫлипе хакланине халӗ те пулин палӑртар-ха: вилтӑприйӗ ҫине пӗрлехи вӑйпа палӑк лартар!
Эсир унта хӑҫан та пулин ҫитетӗрех, хӑвӑр ыттисемпе пӗрле лартнӑ сумлӑ палӑк умне чӗрӗ чечек хуратӑрах, «словарь ашшӗне» пархатарлӑн пуҫ таятӑрах. Вара унӑн пӗр-пӗр словарьне алла илме те кӑмӑллӑрах пулӗ.
Хӑвӑр пирки тата куҫарнӑ нухрат пирки site@chuvash.
Тутарстанри Элмет районӗнчи Патраклӑра «Учӳк» фестивале черетлӗ хутчен йыхравлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулӗ. Заявкӑсене ҫк уйӑхӑн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Кама леш енчи тӗне кӗмен чӑвашсен ҫулленхи «Учӳк» уҫӑ фестивалӗ яланхи пекех Элмет районӗнчи Патраклӑ ялӗнче пулать. Тутарстанран тата Раҫҫейри ытти регионсенчен пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑнасса кӗтеҫҫӗ».
Фестиваль программи пуян. Ирхи 6 сехетре «Учӳк» йӑлине ирттерӗҫ. Унта фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнмалла. 11 сехетре пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ пуҫланӗ. 9 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехет те 30 минутчен ачасемпе спорт лапамӗсем ӗҫлӗҫ. 14 сехетре чӑваш эстрада артисчӗсен концерчӗ пуҫланӗ. Фестиваль 15 сехетре хупӑнӗ.
Чӑваш шоуменӗ кӳршӗллӗ регион хаҫатне вулать. Анчах тутарлине мар, чӑвашлине.
«Пурте лайӑх пӗлекен чӑваш шоуменӗ, эстрада ҫӑлтӑрӗ Петр Ермолаев Тутарстанра килти пекех, вӑл пӗлмен пӗр ял-хула та ҫук кунта. Мӗншӗн тетӗр-и? Петя эрнесерен «Сувар» хаҫат вулать», — хыпарланӑ Тутарстанра тухса тӑракан асӑннӑ кӑларӑм.
Петр Ермолаев хаҫатҫӑсем паян ирпе ирех ватсаппа ҫапла ҫырса янӑ: «Ырӑ ир. Хаҫат ҫырӑнтармасӑр ан хӑварӑр мана. Ӑҫта тата мӗн чул куҫармалла?..»
«Суварҫӑсем» Петр Ермолаев шоумена кӳрентермӗҫ паллах. Ӑна кӑна мар, хаҫатпа туслашас шухӑшлӑ пӗр ҫынна та. Шоумен-и, ӗне сӑвакан-и, савутра станок умӗнче тӑракан-и... Вӗсем пурте Тутарстанри «Сувар» чӑваш хаҫатне ҫырӑнса илме, ӑна вулама пултараҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Етӗрнери 9-мӗш номерлӗ пӗр мандатлӑ суйлав округӗпе Чӑваш Енӗ Патшалӑх Канашӗн депутатне суйларӗҫ.
ЧӑвашЕнӗн наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Дмитрий Степанов Чӑваш Республикин Тӗп Суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков ячӗпе ҫыру ӑсатнӑ.
Унта палӑртнӑ тӑрӑх, «Чӑваш Республикин Конституцийӗпе тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» калакан саккунпа (кӗск. Чӗлхе саккунӗ) килӗшӳллӗн чӑваш чӗлхипе вырӑс чӗлхи пӗртан патшалӑх чӗлхисем пулса тӑраҫҫӗ. Чӗлхе саккунӗн 8-мӗш статйипе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин патшалӑх тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче вӗсемпе туллин усӑ курмалла. Ҫакӑнтах, Чӗлхе саккунӗн 10-мӗш статйипе килӗшӳллӗн суйлав бюллетенӗсем Чӑваш Республикинче вырӑс чӗлхипе пичетленсе тухаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах суйлав комиссийӗ йышӑннипе суйлав бюллетенӗсене чӑвашла та, унсӑр пуҫне ытти халӑхсем йышлӑ пурӑнакан вырӑнсенче вӗсен тӑван чӗлхипе те, пичетлеме ирӗк пур».
«Эпир, Чӑваш Республикин наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн пайташӗсем, сире, хисеплӗ Александр Иванович, Чӑваш Республикинче пурӑнакан элтешсен конституциллӗ чӗлхе прависене туллин шута илме, вӗсене ҫак енчен тивӗҫтерме, вырӑнти суйлав комиссийӗсене суйлав бюллетенӗсене чӑвашла та (май пулсан тутарсемпе ирҫесем йышлӑ пурӑнакан вырӑнсенче тата тутарла, ирҫелле) пичетлеме ҫирӗппӗн ыйтатпӑр», — тенӗ ҫырура.
«В школе заставляют меня и моего сына написать заявление, что наш родной язык русский и сын хочет изучать его, а не чувашский. Мы сопротивляемся...» (чӑв. Шкулта мана тата манӑн ывӑла пирӗн тӑван чӗлхе вырӑс чӗлхи, чӑваш чӗлхи мар тесе ҫырма хистеҫҫӗ, ывӑл та ӑна вӗренесшӗн. Эпир хирӗҫ тӑратпӑр...) ҫапла ҫырнӑ Фейсбукра Эрбина Никитина журналист тата философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, хулара ӳссе те чӑваш чунӗллӗ амӑшӗ.
Тӑван чӗлхе предмет тесе хӑш чӗлхене суйласси ирӗклӗ тесе тӳре-шара ӗнентернӗрен ку хыпар чӑннипех те тӗлӗнтерчӗ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ун пек хыпара ашшӗ-амӑшӗ маларах та пӗлтернӗччӗ. Унта ӗнентернӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшне вырӑс чӗлхи тесе суйлама хатӗрленӗ заявленисене алӑ пусма ыйтаҫҫӗ имӗш.
Кӑҫал Республика кунӗ вырсарникуна лекет. Ытти ҫул ҫав уявра халӑх каннӑ пулсан кӑҫал мӗн тӑвӗҫ ыйту республикӑра пурӑнакансене кӑсӑклантарнине ӑнланма пулать. Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх инспекцийӗ ЧР Элтеперӗ Администрацине ҫак ыйтупа ҫыру та янӑ.
«Чӑваш Республикинчи патшалӑх уявӗсем ҫинчен» саккунпа ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшне патшалӑх уявӗ, ӗҫлемен уяв кунӗ тесе йышӑннӑ. Ӗҫлекенсен канмалли кунне тата ӗҫлемелли мар уяв кунне тухӑҫлӑ усӑ курас тесен Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн канмалли кунсене урӑх кунсене куҫарма ирӗк пур. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ ун пек йышӑну туманнине кура ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ урӑх куна куҫмӗ», – хуравланӑ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗ Ертӳҫи Юрий Васильев.
Элӗк районӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, вырсарни кун, «Акатуй — 2018» районти ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗ иртӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланмалла. Уява хатӗрленес ӗҫсем унта малалла пыраҫҫӗ. Районти культура ҫурчӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хӑйӗн страницинче уяв валли мотоцикл кирлине пӗлтернӗ.
«Театрализацилеме «Урал», «Днепр», «И» люлькӑллӑ мотоциклсем кирлӗ. Водительпе пулсан аванрах. Ун пек мотоцикл пуррисене районти культура ҫуртне 22-0-40 номерпе шӑнкӑравлама ыйтатпӑр. Телефонпа тӗплӗнрех ӑнлантарӑпӑр», — тесе ҫырнӑ унта.
Иртнӗ шӑматкун Акатуя Патӑрьел районӗнче пухӑннӑ. Унтисем сухапуҫпа сухаланине те евӗрленӗ.
Акатуйсем районсенче хальхи вӑхӑтра малалла тӑсӑлаҫҫӗ.
Красноярск тӑрӑхӗнчи Абан районӗнчи Восток поселок пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Ҫак ял ятне панин историйӗ те кӑсӑклӑ. Марина Тумаланова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «Андриян Николаев «Восток-3» караппа космоса вӗҫнӗ хыҫҫӑн 1963 ҫулта ҫакӑнта пурӑнакан чӑвашсем поселок ятне улӑштарма ыйтса ҫырнӑ. Вӗсен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ». Унччен вӑл вырӑна Чӑваш нацийӗ тенӗ иккен.
Ял уявӗпе саламлама вырӑнти тӳре-шара, юрӑ-ташӑ ӑстисем пуҫтарӑннӑ. Красноярскри чӑвашсен наци-культура автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмов та ентешӗсем валли парнесем хатӗрленӗ. Тӳре-шара та, сӑмах май, пушӑ алӑпа ҫитмен. Инҫетри чӑвашсем тӑван ялӑн пӗр ӗмӗрхи юбилейне хаваслӑн та чыслӑн уявланӑ, юрласа та ташласа савӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |